Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑпӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак самантран тытӑнса хӑвӑн кӑлтӑку та, ҫынсен айӑпӗ те йӑлтах сан ҫине тиенме пуҫлать.

И с этого дня на тебя станут вешать грехи, и твои, и чужие.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

5) Григорьев унтер-офицерӑн пиллӗкмӗш айӑпӗ — ял ҫыннисем ҫӳлте асӑннӑ йӗркене пӗтерме кавар туса укҫа пуҫтарнине пӗле тӑркачах вӑл ун ҫинчен правительствӑна пӗлтерменни тенӗ.

И пятый пункт вины Григорьева состоял в том, что он, зная, что народ собирает ему на дорогу в Петербург деньги, не доложил об этом начальству…

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

3) Григорьевӑн виҫҫӗмӗш «айӑпӗ» — хӑйне тытма пынӑ пристӑвран тарни тенӗ;

Третья вина Григорьева — побег от пристава, прибывшего его арестовать.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

2) Ҫар губернаторӗн шухӑшӗпе, Григорьевӑн тӳре-шара умӗнчи иккӗмӗш айӑпӗ акӑ мӗнре: Люминарский хушаматлӑ стан приставӗ тӑватӑ казакпа Урпаш ялӗнче Григорьева арестлесе кайма тӑрсан ял ҫыннисем ӑна илсе кайма паман, салтакӗсене хӗнесе пӗтернӗ, вӗсен хӗҫӗсемпе нухайккисене туртса илсе юлнӑ.

Вторая вина Григорьева, по мысли губернатора, состояла в следующем: когда становой пристав по фамилии Люминарский с четырьмя казаками прибыли в Урбаш, чтобы арестовать Григорьева, односельчане не позволили им этого сделать и даже поколотили солдат, отняли у них ружья и нагайки.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Айӑпӗ кунта сыснара мар-ха, хуҫинче, кӑна такам та пӗлет.

Вина в том не ее, а хозяина, это понимают все,

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ман пуҫ пӗтсен айӑпӗ санра пулать.

— Ну гляди: коль пропаду — ответ держать тебе.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫул ӑнмасан айӑпӗ сана лекет.

не удастся поездка — повинен будешь ты.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫыннӑн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ ӑнмасан айӑпӗ санра пулать.

мол, этот человек приходил, отсюда все наши несчастья и беды…

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫҫӗмӗш айӑпӗ ун — кантур йыттине тӗп туни.

И третья беда — это то, что он истребил одну конторскую собаку.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр «айӑпӗ» — ют ятпа ҫӳрени.

Вторая беда — это то, что он ходит под чужим именем.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак самантрах тройка тупса памасан айӑпӗ санра пулать тетӗп хайхискер.

Ежели, говорю, сию же минуту ты не найдешь мне тройку, ответишь на суде.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗтмен ҫӗртен ӗҫ пӑрахтарни хӑш-пӗрисене савӑнтарнӑ темелле: пыр ҫыххийӗсене салтса янӑ та ним сармасӑрах ҫӗре тӑсӑлса выртнӑ, — айӑпӗ пирте мар, майӗ пур чух канса юлас тенӗ пек курӑнать.

То, что неожиданно пришлось прервать работу, иных вроде даже обрадовало: распустив ворота рубах, они блаженно растянулись прямо на земле, — мол, вины за нами все равно нет никакой, так что надо воспользоваться выпавшим случаем и передохнуть.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Миша большевиксем майлӑ пулса ҫапӑҫнине Соня пӗлнӗ, ҫавӑнпа куккӑшне персе вӗлерни упӑшкин айӑпӗ пек те туйӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Унӑн айӑпӗ пулманни ҫинчен вӗсене Михала тӗплӗн каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

3. Ҫын айӑпӗ пирки сирме ҫук иккӗленӳсем пулсан вӗсене ҫав ҫынна майлӑ ӑнлантараҫҫӗ.

3. Неустранимые сомнения в виновности лица толкуются в пользу обвиняемого.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Кунта, вокзала ҫитсен, ӗҫе йӗркелеме тӑрӑшман тахшин айӑпӗ пирки баксенче вӗри шыв ҫителӗксӗр пулнипе тата ик-виҫ вагонта салтаксем валли тенкелсем пулманнипе салтаксем митинг турӗҫ.

И уже здесь, на станции, воспользовавшись тем, что благодаря чьей-то нераспорядительности не хватило кипятку в баках и в нескольких вагонах недоставало деревянных нар, солдаты затеяли митинг.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Ара, мӗн айӑпӗ пур санӑн? — йӑпатрӗ ӑна Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эх, пур-ҫке айӑпӗ, пу-ур.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах кунта та Нинӑн айӑпӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ҫавӑнпа судьяпа халӑх заседателӗсене приговор ҫырнӑ чухне Комарова айван, ҫамрӑк пулнине шута илме сӗнчӗ, ун айӑпӗ ҫукки, вӑл хӑй чысне хӳтӗлени, ун вӗлерес шут пулманни, ку ӑнсӑртран пулса тухнӑ япала пулни пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех