Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айккипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ, пурте хисеплекен, пурте юратакан артистка, хӑвӑнпа ҫавӑн пек ҫын ҫавнашкал калаҫса пынине лӑпкӑн итлесе утаттӑн, вӑл кӑна та мар, пӗр хутчен, хӑвӑн салхулӑхпа айккипе сирсе, кулса та илтӗн…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Сцена хыҫӗнчи шурӑ чаршав-стена ҫине оркестрпа хорӑн ҫурма-тӗссӗр мӗлкийӗ пысӑкланса ӳкет, дирижер мӗлкийӗ вара — уйрӑмах пысӑк курӑнать, вӑл виҫӗ ҫӗрте: хор тӗлӗнче тата хор икӗ айккипе.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫул айккипе, чӑн та, икӗ карчӑк утаҫҫӗ: пӗри хӑмӑр пальто тӑхӑннӑ, тепри — хура кӗрӗк.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Пуринчен те малта пысӑк ҫамкаллӑ тем ҫӳллӗш кашкӑр, ун икӗ айккипе, кӑшт юларах, иккӗн, ыттисем — кайра.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫул икӗ айккипе ӳсекен курӑк, вӗсене саламланӑн, пуҫне таятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан вӑл йӗри-тавра сӑнарӗ те мастерскойсен айккипе иртекен сукмак тӑрӑх шкул ҫурчӗ еннелле утрӗ.

Затем огляделся и по боковой дорожке зашагал к зданию школы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн урам варрипе ҫатма пек ҫулччӗ, айккипе - ҫерем, сап-сарӑ чечек.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

Урамӑн икӗ айккипе икӗ хутлӑ, ытларах пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫуртсем лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр пиҫсе ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫулӑн икӗ айккипе ешӗрсе тухнӑ «турамӑш» курӑкӗнчен сарӑлнӑ пылак шӑрша ҫӑтса тӑранмалла мар.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Икӗ айккипе ларакан вӑрман улми йывӑҫҫисем Ҫтаппан пуҫӗнче асаилӳсем хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑссем урам ик айккипе тӑршшӗпе улма-ҫырла йывӑҫҫисем лартса тухнинчен, ку йывӑҫсем умӗн хитре хӑма карта тытнинчен тӗлӗнсе чылайччен курса ҫӳрерӗҫ вӗсем, вара паян пурӗ пӗр ниҫта та кӗртес ҫук тесе пасаралла пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухӑ йӗппи айккипе юн сӑрхӑнать.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепи киремет карти айккипе инҫетрен пӑрӑнса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пинеҫ лайӑх пӗлет, ун унӑшкин, Иштерекӗн, юратнӑ сӑмахӗ те пур: пӗчӗк инкек пулсах пытӑр, пысӑк инкек айккипе ирттӗр.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫырма ик айккипе лутра пӳртсем лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑл ик айккипе ҫӳхе пӑр курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Атӑл тӑрӑх — тӑвалла // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗҫкӗ пулнӑ вырӑнта, вӑрӑм сӗтелсен ик айккипе, стрелецсемпе казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урам ик айккипе иртсе ҫӳреме сарса тухнӑ чул пур ҫӗрте те юнпа хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Микулинскипе Шереметев тата Глинский воеводӑсем тутарсене вӑрман айккипе кайса хӑваласа ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑр урлӑ каҫнӑ чухнехи пекех, кунти ялсенче те ҫул ик айккипе пур ҫӗрте те йывӑҫ чашӑксемпе ҫӗр йӑтнӑ старейшннӑсем, шап-шур ал шӑллисемпе ҫӑкӑр-тӑвар тытнӑ хушпуллӑ хӗрсем тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех