Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кур, анне, — ҫул айккинчи барак майлӑ вӑрӑм ҫуртсем ҫине кӑтартрӗ хӗр, — эпир ҫавӑнта вӗреннӗ.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Якур шари! ҫухӑрса ячӗ те урапа ҫулӗ айккинчи ҫурхи шыв ҫурса кайнӑ тарӑнах мар шырлана ӳппӗн хутланса выртрӗ, ҫапла майпа аслатипе ҫиҫӗмрен пытанма шутларӗ пулмалла.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Куҫӗсем унӑн дирижерӑн айккинчи пӗр мӗлки ҫинче пулчӗҫ, мӗншӗн тесен, айккинчи мӗлкесем хӑяккӑнтарах пулнипе, вӑл Мосальскийӗн питне те кӑшт курма пултарчӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫул айккинчи курӑк тахҫанах типсе хӑмӑрланнӑ.
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫул айккинчи йывӑҫсем кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнаҫҫӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Вӗсене ҫав вӑхӑтра пӗр пысӑк шанчӑк хавхалантарчӗ: тен, ҫул айккинчи хурӑн вӑл?
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Шурӑ упана аса илтерекен ҫынсем ҫул айккинчи тарӑн юр ҫине кӗрсе тӑчӗҫ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Ҫул айккинчи хурӑн ҫинче кӑсӑя ларать-и — амӑшӗнчен ыйтать, пӗр-пӗр тискер кайӑк йӗрне асӑрхать-и — каллех амӑшне чӑрмантарать.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Вӗҫнӗ чухне айккинчи тӑватӑ вентилятор транспорта сывлӑшра тытса пыма пулӑшаҫҫӗ.Четыре боковых вентилятора управляют транспортным средством во время полета.
Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html
Аркадий кӗҫех ӑшран варкаса, вӗркешсе калаҫакан-шавлакан ҫынсен эшкерӗ кӗпӗрленсе-вӗресе тӑнӑ тӗле ҫитрӗ те хытсах кайрӗ: кӗпер карлӑкӗн пӗр тӑрӑхӗ ҫук, ҫул айккинчи бордюрӑн пӗр сыпӑкӗ те, асфальта хӑпӑнтарса, йӑванса ӳкнӗ!
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ҫул айккинчи вӑрмансенче лутрарах тӗмсем хушшинче ҫӗмӗрт — чи чӑтӑмли.
Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.
Пӳрт айккинчи ҫӗмӗрт ҫеҫкере…
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Атӑлӑн икӗ айккинчи ҫыран хӗррипе сӗм вӑрмансем, сип-симӗс улӑхсем, хуласемпе ялсем куҫа илӗртсе ларатчӗҫ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Урапа айккинчи палламан ҫын кӳсекпе тепре хӑмсарчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫулсем, вӗсен айккинчи канавсем, вӑрманти уҫланкӑсем пӗр самантрах ҫын виллисемпе тулса ларчӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫип-ҫинҫе те тем ҫӳллӗш минаретсем, кремльти шӗвӗр вӗҫлӗ башньӑсем, айккинчи тӗссӗр хуралтӑсем пӗтӗмпех вӑрҫӑ валли тунӑ ҫуртсем пек туйӑнса тӑчӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ахтупайпа Офоня Хлебник пурӑнакан ҫурт Сӗве айккинчи ытти ҫуртсенчен лайӑхрах та мар, начарах та мар.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ачасем пурте пухӑннӑ, шкул айккинчи ҫерем ҫинче лараҫҫӗ.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ян, ян! илтӗнет ача-пӑча сасси шкул айккинчи ҫеремре.
Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫырма леш айккинчи стражниксем аран-аран курӑнаҫҫӗ, вӗсем, икӗ мӗлке пек, аялалла, ҫырма вӗҫнелле анса кайрӗҫ, часах курӑнми пулчӗҫ.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.