Шырав
Шырав ĕçĕ:
…Миҫе пура ҫӗрсе йӑванмарӗ, пуртӑ аврисем хуҫӑлмарӗҫ пулӗ, Атӑл мӗн чул турпас юхтарман пуль ӗнтӗ, эпӗ ҫаплах пурӑнатӑп.…Сколько срубов загнило, топорищ изломалось, сколько щепы Волга угнала, а я все живу.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
— Маншӑн пулсан ҫапла, — тет Наумов, курӑк чӑмлакаланӑ май, хӑмла ҫырли аврисем витӗр кӗрхи пӗлӗт васкавлӑн шуни ҫине пӑхса, — маншӑн пулсан ҫапла пек: ҫын ют пурлӑха вӑрлама хушать пулсассӑн, ырӑ ҫынсем, ҫыхса пӑрахас та ӑна, сивӗ ҫӗре хупас.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Ҫӗр ӑшӑ сывлӑшпа нӳрленсе тӑрать, улма аврисем таврана йӳҫенке шӑршӑ сараҫҫӗ.Земля парила тёплой влагой, терпко пахло картофельной ботвой.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Эпир ҫак бетон пек ҫӗре хамӑр пытанса выртмалӑх чавиччен ывӑҫ тупанӗсен тирӗ татӑла-татӑла кӗреҫе аврисем ҫумне ҫыпҫӑнса юлакан пулчӗ.На наших лопатах оставалась коло наших ладоней, пока мы прикрылись этой бетонной землей.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Аврисем сылтӑм енче пулмалла.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Пахчасенчи помидор тӗмӗсем хуҫӑлса аннӑ, хӑярпа кавӑн аврисем татӑлса пӗтнӗ.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Пылак ҫиме юратакан упана хӑмла ҫырли аврисем хушшинче курсан, ӑна пӑхса киленеймӗн.медведь — лакомка, с ним не диво повстречаться в густом малиннике.
Ҫӗпӗрте // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Сасартӑк вӑл йӑвӑ чӗкӗнтӗр аврисем ӑшӗнче темӗнле сасса илтсе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ.Вдруг она услышала какой-то шум в густой свекольной ботве и оглянулась.
Дёма Снежока хӑналани // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Кунта пӗр тӑтӑшран оливка йывӑҫӗсем, гранат улмисем, иҫӗм ҫырли аврисем, хӑйсем тӗллӗнех ӳссе лараҫҫӗ.В долине с оливковыми и гранатовыми рощами и виноградниками, казалось, не знавшими хозяина.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Иҫӗм ҫырлин пушӑ аврисем тайлӑмсенче кукӑр-макӑр кӑвак япаласем пек курӑнса лараҫҫӗ, ҫулла вӗсем илемлӗ ҫулҫӑсемпе витӗнессе те, хитре тумлӑ пуласса та ӗненес килмест.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗҫсене хӑйрамасӑр, пӑшалсене тасатмасӑр вӑл кӑшман лавӗ ҫине те тапӑнасшӑн марччӗ, анчах вӗсене хӑйранинчен мӗскер усси пур-ха, хӗҫпӑшалӗ пирӗн ахаль патаксемпе щетка аврисем кӑна-ҫке — темӗн чул хӑйрасан та вӗсем чӗрне хури чухлӗ те лайӑхланмаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Нимӗн те улшӑнман кунта: халичченхи пекех касса тикӗсленӗ хӑмла ҫырли аврисем, ӗлӗкхи пекех геометрилле виҫсе тунӑ ҫулсем, амӑшӗ юратакан чечексем.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Готически чиркӳ тӑрринчи автан шупка ылтӑнӗпе ялкӑшать, юханшывӑн йӑлтӑр хура ҫийӗнче те ҫавӑн пек ылтӑн тӗсех йӑлтӑртатса тӑрать; грифель ҫийлӗ ҫуртсен ансӑр чӳречисенче ҫинҫе ҫурта (нимӗҫ перекетлӗ!) ҫутисем вӑйсӑррӑн мӗлтлетеҫҫӗ; чул хӳмесем хыҫӗнчен иҫӗм ҫырлин кӑтра ҫиплӗ аврисем вӑрттӑн кармашаҫҫӗ, виҫӗ кӗтеслӗ лаптӑкри кивӗ тараса хӳттинче темскер чупса иртет, сасартӑк ҫӗрлехи хуралҫӑ ыйхӑллӑн шӑхӑртни илтӗнет, ырӑ кӑмӑллӑ хураҫка ҫурма сасӑпа хӑрлатса илкелет, сывлӑш питрен ҫупӑрласах тӑрать, ҫӑкасенчен ҫав тери тутлӑ шӑршӑ сарӑлать, кӑкӑр ирӗксӗрех тарӑнран тарӑн сывлать, ҫавӑнпа-и тен, «Гретхен» сӑмах, — те кӑшкӑруллӑн, те ыйтуллӑн — ялан чӗлхе ҫине килет.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Канмасӑр, час-часах такӑна-такӑна, Корней ҫӗрекен ҫӗр улми аврисем купан-купан выртакан, типсе кайнӑ хӗвел ҫаврӑнӑш тунисем ларса юлнӑ ют пахчасен ҫатанӗсем ҫуммипе ҫаврӑнса тухрӗ, юлашки тӑкӑрлӑкран иртсе, урам урлӑ вӑраххӑн утса каҫрӗ те сасартӑк, хӑй мӗн курнине хӑй ӗненмесӗр, юпа пек хытса тӑчӗ.
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сахал пар — паянах питлӗх ҫапса макӑрма пуҫлатӑн: «Кайса леҫрӗм юлташсене, вӗсем ав, кӗсел аврисем, пурӗ те пилӗк тенкӗ тыттарса ячӗҫ!» — тейӗн.Мало дай — собакам на хвосты навяжешь: «Вот, вез товарищей, дали один пятерик, такие-сякие!»
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫак самантра пӗтӗм тӗнче каялла чакрӗ те вӗсем умне уйӑх ҫутипе ҫуталса выртакан арбуз уйӗ, арбуз аврисем ҫинче сывлӑм йӑлтӑртатни, хӗвелпе ҫиҫсе тӑракан Кубань ҫыранӗ, шкулта юнашар ларнӑ парта, Соня, станица хыҫӗнчи каҫхи вӑйӑсем тухса тӑчӗҫ…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ансӑр ҫул ҫине прожектор ҫути ӳкрӗ, ик айккипе, стена пек, кукуруза аврисем тӑраҫҫӗ, тачка пуҫӗсем ҫинчи ҫивӗчӗсем йӑлтӑр-йӑлтӑр курӑна-курӑна каяҫҫӗ.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хуторта ҫавасем туптама тытӑннӑччӗ, кӗрепле аврисем савалама пуҫланӑччӗ, хӗрарӑмсем утӑ ҫулакансене йӑпанма кӑвассем йӳҫӗтсе лартнӑччӗ.Отбивали косы по хутору, выстругивали грабельники, бабы квасы томили косарям на утеху.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑлта аврисем сиккелесе шӑкӑртатса пыраҫҫӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Крыльца карлӑкӗсене хир винограчӗн аврисем явалана-явалана эрешлесе пӗтернӗ.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.