Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑратса авнӑ тимӗртен тунӑ эрешлӗ хӳме хапха.
Хапхисем чӗнтӗрлӗ, пахчисем чечеклӗ... // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.16, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=889&text=news-publikacii
Хӑвах куратӑн-ҫке: калаҫасса та вӑл — юптарури упа пекӗ авнӑ пек калаҫать…Ты видишь: он рассуждает так же, как медведь в басне оглобли гнул…
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫав ҫынсем хӑйӗнчен те тӑрлавсӑр, хӑйӗнчен те кая иккенне вӑл куллен-кун шанса пынӑ, вӗсем, ун шухӑшӗпе, пурнӑҫӑн хуҫи мар, тарҫи ҫеҫ пулнӑ, пурнӑҫ вӗсене мӗнле кӑна ҫавӑрас тенӗ — ҫавӑн пек ҫавӑрнӑ, хӑйне кирлӗ пек авнӑ, хутлатнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Такамсем ӑна пилӗкрен, хулпуҫҫисенчен ярса тытнӑ, хӑрах аллине, ҫавӑрса илсе авнӑ, хуҫнӑ, такам унӑн ура пӳрнисем ҫине хыттӑн пуснӑ, анчах та вӑл, хӑйӗн алли айӗнче нӑйкӑшса авкаланакан тӗксӗм те йывӑр япалана юнӑхлӑ куҫӗсемпе йӗрлесе, ӑна-кӑна нимӗн те туйман…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун патӗнче пӗр пулӑҫ хӑйӗн тетелӗпе пулӑ тытать, вӑл хӑйне ырӑ кӳнӗшӗн шыва тав тунӑ пекех, хура ҫурӑмне ҫурмаран авнӑ.
Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫӗрле вӑл питӗркӗч пралукне авнӑ та камера алӑкне уҫнӑ.
Палачсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Кашни юппиех ятарласа авса тунӑ пек авӑнчӑклӑ, — такам юриех ларса авнӑ теме пулать.И с выгибом, как будто кто-то сидел на пеньке, когда они прорастали.
Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Хӑй нумаях пулмасть руда хӗртнӗ ҫӗрте ӗҫленине аса илме юратнӑ, халӗ унта ытти ачасем сивӗре хул-ҫурӑмне авнӑ.
VII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.
Ҫуртсем лартнӑ, платниксене вӗрентнӗ, веялкӑсем юсанӑ, урапа тукунӗсем авнӑ, сӳсмен-пӑяв таврашӗпе те кӑшт-кашт аппаланнӑ.Дома ставил, плотников обучал, веялки правил, ободья гнул, шорничал понемногу.
Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.
Ҫиҫӗм тӳпене пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатнӑ, хаяр ҫил юмансен хура турачӗсене авнӑ.Молнии прорезали небо от края до края, жестокий ветер гнул чёрные ветви каменных дубов.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Ӗлӗк такан авнӑ, халь ҫеп-ҫемҫе булкӑна та хуҫаймасть.Раньше гнул подковы, а потом французскую булку не переломит.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кунта парӑнман мӑя авнӑ, парӑнман чуна ҫапса кӑларнӑ.
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Эпӗ кимӗ тӗпӗнчен мӑйрака евӗр авнӑ тӗнӗле илсе шыва пӑрахрӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Куратӑр-и, шӑлӗсене кӑшт авнӑ, кашни пиллӗкмӗшнех пӑрмасӑр хӑварнӑ, ку вӑл пӑчкӑ кӗрпине тасатаканни.Зубья, как видите, отогнуты чуток, каждый пятый без развода, прочистной.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл е ял тӑрӑх шӑхӑркаласа уткаласа ҫӳренӗ, е алӑ ӗҫ туса йӑпанса ларнӑ: ӑҫта тӑмран пуканесем тунӑ, ӑҫта хулӑсенчен тӗрлӗ япаласем авнӑ.
3 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ку тертрен, ку пӑркӑчран ҫӑлӑнма-хӑтӑлма тесе, Виталий шухӑшлас шухӑшне кас-кас, юхас шыв ҫулӗ валли ҫӗнӗ валак меслетленӗ евӗр, Дина енне мар, Нина енне те пӑрса яма хӑтлана-хӑтлана пӑхрӗ, анчах та ирӗксӗр авнӑ йывӑҫ каялла шарт тӳрленсе тӑнӑ евӗр шухӑшлас шухӑшӗ те унӑн, Нинӑран шалт писрӗ, аманнӑ хуркайӑкла, Дина таврах пӗрехмай кикакларӗ те кикакларӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пилӗке мӗн чухлӗ авнӑ эпӗ, ҫав сӑрт хӗррине мӗн чухлӗ тислӗк тӑкнӑ!Сколько я спину гнула, сколько одного навозу перевозила на этот косогор!
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Сухалама йывӑр вӗт ӑна, ҫаран авнӑ пекех.
6. «Сӑрнай» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл мана йӑлмакласа авнӑ тӑхлан пралук кӑтартрӗ, питӗ тӗл лектерекенччӗ-ха, анчах ҫак кунсенче алла мӑкӑлтарӑм, халӗ тивертеетӗп-ши тет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ытти ҫамрӑксемпе пӗрлех хуҫа патӗнче пилӗкне авнӑ Гришӑпа Йӑкӑнат та ҫамрӑк совет республикине хӳтӗлеме тухса каяҫҫӗ, пысӑк хастарлӑх кӑтартса ҫапӑҫаҫҫӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.