Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аванмарланса (тĕпĕ: аванмарлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аванмарланса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Именчӗклӗн кулкаласа йӑвашшӑн калаҫакан хӗр, хӑй тем ытлашши персе янӑ пек, сасартӑк аванмарланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Самаях аванмарланса Таранов вырӑн ҫинчен хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑчӗ те, мӗнпур йӑх-яхран хӑвӑртрах тасалас тенӗ пек, тӳрех ваннӑйне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫук ҫав, ҫук, — аванмарланса хирӗҫлерӗ Нарспи Гавриловна.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Темскер, аванмарланса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Тинех вӑл паҫӑр вӑрманти ҫулсен пӗр юппи ҫинче тӗл пулнӑ шофера аса илчӗ те аванмарланса кайса пуҫне усрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗн тери тунсӑхласа ҫитнӗччӗ каччӑ ҫак хура куҫа, халӗ ак, те ҫынсенчен аванмарланса, савнӑ хӗрне пӗр сӑмах та калаймарӗ, унӑн ҫемҫе те пӗчӗк аллине кӑна ҫепӗҫҫӗн ачашласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ну, каччӑ, кӑтартса ҫӳре, ӗҫсем мӗнлерех пыраҫҫӗ, — терӗ председатель, аванмарланса кайнӑ зоотехник патне пырса.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена аванмарланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хрестук, аванмарланса, Сергей ҫинелле пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аванмарланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тепӗр тесен, хӑй темле ачапчалларах каласа хунине Никифоров ахаль те туйрӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа аванмарланса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин аванмарланса кайрӗ, канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун аллинчи чӗрӗ чечек ҫыххине курсан Юрий пӗр самант аванмарланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Эсир, калаҫӑва пула, хӑнана эрех сӗнме те маннӑ… — тенӗ юлашкинчен, темиҫе самант хушши аванмарланса тӑнӑ хыҫҫӑн.

— Вы, за разговором, совсем забыли предложить гостю вина… — нашлась она после нескольких неприятных секунд молчания.

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Вулӑп! — шантарнӑ Фома, Ежов умӗнче аванмарланса, ун ҫырнисем ҫине ҫакӑн пек пӑхни ӑна кӳрентерет пуль, тесе шухӑшласа.

— Я прочитаю! — обнадежил его Фома, чувствуя, что неловко ему перед Ежовым и что Ежова как будто обижает такое отношение к его писаниям.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома, ҫак сӑмахсене пула, аванмарланса кайнӑ, вӑл хӑйӗн тавра пӑхса илнӗ: мужиксем салхуллӑн, ытахаллӗн ҫеҫ кулкаласа тӑнӑ.

Фома сконфузился от его слов и посмотрел вокруг себя: мужики улыбались хмуро, пренебрежительно.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӑна курсан, вӑрра тытнӑ чухнехилле, иккӗшӗ те, ҫамрӑксем, аванмарланса хӗрелсе кайрӗҫ, тем самантра, ним тума аптӑраса, урай варринче хытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Темӗн, — хӗр каяла хавхалантарнипе тӑрук аванмарланса кайрӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кашни кунах хӗнес ҫук ӗнтӗ ҫынсене… — аванмарланса каланӑ Фома.

Не каждый день бить людей буду… — сконфуженно сказал Фома.

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех