Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӑтса (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӗрре учительсем ҫине, тепре директор ҫине, ачасемпе шкул совечӗн членӗсем ҫине пӑхса илчӗ те, хӑй чӗлхи вӗҫне килсе капланнӑ сӑмахсене тӑкмасӑр тек чӑтса лараймарӗ пулас, ура ҫине тӑрсах калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Молдавансен пурте пӗлекен тата юратакан ташӑ кӗвви янӑраса кайсан, ытти хӗрачасем те чӑтса лараймарӗҫ, Тамарӑпа пӗрле ташлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Чӑтса тӑраймарӗ Тамара, урай варрине сиксе тухса, экран ҫинчи артист евӗрлӗрех хусканусем тума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Чӑваш арӗн ашшӗ-амӑшне Андрей Моисеевичпа Елена Александровнана нихӑҫан тавӑрайми ҫухатӑва чӑтса ирттерме кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе чӑтӑмлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсем ял историне пуянлатаҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2024 ... ta-3850193

Урапа ҫинче чӑтса лараймарӗ ватӑ комбайнер, урине ыраттара-ыраттарах ҫӗре анчӗ, тулӑх уя саламланӑн, пӗчӗк сӑмсаллӑ шурӑ карттусне хыврӗ, ал лаппипе ҫамкине сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Тулӑ уйӗпе пынӑ чух каллех чӑтса тӑраймарӗ, татах лашине чарчӗ, татах протезне чӗриклеттерсе, тырӑ ӑшнелле утса кӗчӗ, пучахсене ик аллипе ыталама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

Луцкинчи 1744 ҫулта тунӑ Турамӑш чиркӗвӗ унта тата ытти храмсене ҫӳрекенсемпе пӗрле 1917 ҫулхи революцин пӑлхавлӑ саманине тата улшӑнусене, выҫлӑха (1921—1922 ҫулсем), чиркӳсем Совет влаҫӗн витӗмӗ айне кӗрсе ӳкнине, чиркӳри шалти хирӗҫӳсене (1922—1928 ҫулсем), служба ирттерекен храмсене хупнӑ вӑхӑтсене чӑтса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнекере – тӑван тӑрӑхӑн историйӗ // Валентина БОРОВКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/14/%d0%ba%d3%9 ... %b9%d3%97/

— Питӗ пӗҫерет паян, чӑтса тухайратна?

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Ку таранччен сисмен те, — сӑмах хушрӗ Толя, кулса ярасран аран чӑтса.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

«Чӑтса ирттеретпӗр. Пӗччен мар, мирпе пӗрле. Вӑрҫӑран ырӑ-сывӑ таврӑнччӑр ҫеҫ», — теттӗн эсӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сӗтсӗр-ҫусӑр чӑтса ирттерӗпӗр, ҫӑкӑр ҫитмесен кансӗр пулать.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кам чӑтса ларӗ ҫавӑн пек чух туй курма каймасӑр?

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Чӑтса ирттеретпӗр, тӳсетпӗр. Пӗччен мар, мирпе. Ҫӗнтерсе, вӑрҫӑран ыра-сывӑ таврӑнччӑр ҫеҫ», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Эпӗ те вара чӑтса тӑраймарӑм, пуртӑ илтӗм те вутӑ ҫурма пикентӗм…

Куҫарса пулӑш

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Тетей тек ура ҫинче чӑтса тӑраймарӗ, Силнипе пӗрле сарлака тенкел ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вара Сухви тек чӑтса тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Амӑшӗ хӳхленӗ хыҫҫӑн тек чӑтса лараймарӗ Узин килте.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Элиме те чӑтса лараймарӗ, унпа пӗрле юрлама пуҫларӗ, сасси унӑн уҫӑ та янравлӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Никам та чӑтса лараймарӗ, пурте ташша ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Арҫынсем те чӑтса лараймарӗҫ, вӗсем те ҫурма сасӑпа юрлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех