Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Фомана (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фомана йӗкӗтӗн хулӑн сӑмсаллӑ ҫап-ҫаврака та сарлака пичӗ кӑмӑла кайнӑ, вӑл хӑй те кулкаласа: — Ҫывӑхарах шусан та юрать, — тесе ответленӗ.

Фоме понравилась его широкая, круглая рожа с толстым носом, и он тоже с улыбочкой ответил: — Можно и поближе…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра пӗри Фомана: — Шӑвӑр кунталла — пирӗн патарах, господин Гордеев! — тесе чӗннӗ.

Но в это время Фоме сказали: — Подвигайтесь поближе к нам, господин Гордеев!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Наборщиксем вуниккӗн пулнӑ; тирпейлӗн тумланнӑскерсем, вӗсем хӑйсене Ежовпа ахаллӗн ҫеҫ, юлташла тытнӑ, — ҫак Фомана кӑштах тӗлӗнтернӗ те, иментернӗ те: ун куҫӗнче Ежов, мӗн каласан та, хуҫа пекки, вӗсен начальникӗ пекки пулнӑ, вӗсем вара — унӑн тарҫисем анчах.

Наборщиков было человек двенадцать; прилично одетые, они держались с Ежовым просто, по-товарищески, и это несколько удивляло и смущало Фому, в глазах которого Ежов все-таки был чем-то вроде хозяина или начальника для них, а они — только слуги его.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакӑн пек чух вара Фомана — ҫак этемӗн хӑйне юратни, хӑйӗнче тӗреклӗн лараканни, хӑйне ертсе пыраканни нимӗн чухлӗ те ҫук пек туйӑннӑ.

Тогда Фоме казалось, что у этого человека нет ничего, что бы он любил, что крепко сидело бы в нем и управляло им.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ежов пурин ҫинчен те хӗрӳллӗн, вӗриленсе калаҫнӑ, пурне те вичкӗннӗн тиркенӗ, — ҫак вара Фомана килӗшнӗ.

Обо всем Ежов говорил горячо и страстно, всё резко осуждал — это нравилось Фоме.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мӗн каҫ пулса ҫитичченех Ежов хирӗлнӗ, хӑй курайман ҫынсене хур тунӑ, унӑн усал хӗрӳлӗхпе тулнӑ сӑмахӗсем Фомана хӗтӗртсе янӑ, вӑрҫӑллӑ туйӑм панӑ.

Весь день, вплоть до вечера, кипятился Ежов, изрыгая хулу на людей, ненавистных ему, и его речи заражали Фому своим злым пылом, — заражали, вызывая у парня боевое чувство.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фомана унӑн сӑмахӗсем ӑнланмалла пулман, вӑл вара, мӗн те пулин калас кӑмӑлпа кӑна, чӗлхе ҫине мӗн килнине каласа янӑ:

Фоме была непонятна его речь, и он, чтоб сказать что-нибудь, сказал наобум:

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ежов икӗ стакан тикӗт пек ҫӑра чей тултарса илнӗ те Фомана: — Кил, чей ӗҫ… Вара калама пуҫла! — тесе хунӑ.

Ежов подошел, молча налил два стакана густого, как деготь, чая и сказал Фоме: — Иди, пей чай… Рассказывай!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шавлани, улани, кулни, ахӑрни, ӳсӗрсем кӑшкӑрни, хавхаланса вӑрҫни Фомана илтӗннӗ; шӑтӑка капланнӑ чӗрӗ ҫынсен тем пысӑкӑш хӗвӗшсе тӑракан кӗмӗркки ҫинче юрӑпа макӑру явӑнса ҫӳренӗ; ҫынсем йӑраланнӑ, пӗр-пӗрне пусарнӑ, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине сике-сике хӑпарнӑ, суккӑрсем пек тӗкӗшнӗ, кашнийӗ хӑй пекки ҫине пырса ҫапӑннӑ, кӗрешнӗ, унтан, ӳксе, куҫран ҫухалнӑ.

Шум, вой, смех, пьяные крики, азартный спор слышит Фома; песни и плач носятся над огромной суетливой кучей живых человеческих тел, стесненных в яме; они ползают, давят друг друга, вспрыгивают на плечи один другому, суются, как слепые, всюду наталкиваются на подобных себе, борются и, падая, исчезают из глаз.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл Фомана тутинчен хыттӑн чуптуса илнӗ, куҫӗсем унӑн тата та ытларах тӗксӗмленсе кайнӑ.

Она крепко поцеловала Фому в губы, причем глаза ее стали еще темнее.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫӗнӗ хуҫипе пӗрле таҫта Кама ҫинелле кайнӑ чух, вӑл Фомана: — Сывӑ пул, савнӑ этем! — тесе хӑварнӑ.

Уезжая с новым хозяином куда-то на Каму, она сказала Фоме: — Прощай, милый человек!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗрре ҫавӑн йышши хӗрарӑмсенчен пӗри, ӳсӗр те шухӑскер, хӑйӗн ҫумӗнче каҫхи апат туса ларакан Фомана питрен дыня хуппипе ҫапнӑ.

Однажды одна из таких женщин, пьяная и озорная, во время ужина, сидя рядом с ним, ударила его по щеке коркой дыни.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Анчах, «таса халӑх» евӗрех, кусем те укҫа тӗлӗшӗнчен ӗмӗтсӗр пулнӑ, намӑс-симӗсе пӗлмесӗр, Фомана ҫаратнӑ, вӑл, ҫакна кура, вӗсенчен тӳрккессӗн кулнӑ, мӑшкӑлланӑ.

Но, как и «чистая публика», — эти тоже были жадны до денег и нахально обирали его, а он видел это и грубо издевался над ними.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак хӑйне хӑй шанни, ҫак пӗр иккӗленӳсӗр мухтанчӑклӑх Фомана тӑвӑлтарса янӑ.

Эта самоуверенность, эта непоколебимая хвастливость взорвали Фому.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Шӳреке сухалӗ ун чӗтренсе тӑнӑ, кукши ялтӑранӑ, пӗчӗк куҫӗсем Фомана пӑра пек шӑтарнӑ.

Бородка у него вздрагивала, лысина блестела, и глазки сверлили Фому, как буравчики.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фомана тӗрлӗрен питсемпе кӗлеткесем хушшинче тахшин, палланӑ ҫын, ыттисен хыҫне пытанса, ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑнӑн туйӑннӑ.

Фоме казалось, что он видит среди разнообразных лиц и фигур кого-то знакомого, кто как будто всё прячется за спины других, но не сводит с него глаз.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Саша ҫинчи тем пысӑкӑш хура шлепке — элес-мелес авӑнчӑк ҫуначӗпе тата шурӑ тӗкӗсемпе — пӗтӗм публикӑна хӑй ҫине пӑхтарнӑ: Фомана унпа ҫуммӑн тӑма аван мар пулнӑ, вӑл хӑйӗн именнӗ пичӗ ҫинче ҫынсен тӗпчевлӗ куҫӗсем шукаласа ҫӳренине туйнӑ.

Огромная черная шляпа Саши привлекала общее внимание публики ухарски изогнутыми полями и белыми перьями; Фоме было неловко стоять рядом с ней и чувствовать, как по его смущенному лицу ползают любопытные взгляды.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн сӑмахӗ Фомана пӗтӗмӗшпех ҫапса амантнӑ; вӑл мужиксем хӑйне айван та кулӑшла ҫын вырӑнне хунине туйнӑ.

Его речь окончательно пришибла Фому: он чувствовал, что мужики считают его глупым и смешным.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Сасартӑк Фомана тӗлӗнтермӗш хумхану ҫӗклесе илнӗ: унӑн ҫак рабочисен юханшыв пек сарлака та хӑватлӑ шавне, чуна кайса тивекен тимӗр ҫуйӑхавне, чакӑртатӑвне, ҫӗкленсе кайнӑ шыв хумӗсен чӳхенӗвне ҫуйхануллӑн кӗрсе каяс килнӗ.

Фомой овладело странное волнение: ему страстно захотелось влиться в этот возбужденный рев рабочих, широкий и могучий, как река, в раздражающий скрип, визг, лязг железа и буйный плеск волн.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак — хӗрарӑмра пытанса тӑракан вӑрттӑнлӑх Фомана пӑлхантарнӑ, вӑл унӑн лӑпкӑ та сивӗ чунне тем пекех пӗлесшӗн пулнӑ, анчах ҫак пӗлескилнӗлӗх ӑна шиклентернӗ те.

Это тайное, скрытое в женщине, привлекало его к ней чувством боязливого любопытства, напряженного интереса к спокойной и холодной душе ее, темной, как ее глаза.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех