Шырав
Шырав ĕçĕ:
43. Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шухӑш тытнӑ; Вӑл Филипа тӗл пулать те ӑна: Ман хыҫҫӑн пыр, тет.43. На другой день Иисус восхотел идти в Галилею, и находит Филиппа и говорит ему: иди за Мною.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӗсем шывран тухсан, хайран ҫине Таса Сывлӑш аннӑ; Филипа вара ҫавӑнтах Ҫӳлхуҫа Ангелӗ илсе кайнӑ; хайран ӑна урӑх курман та, вӑл ӗнтӗ, савӑнӑҫлӑскер, малалла ҫул тытнӑ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл Ҫырури ҫак тӗле вуланӑ пулнӑ: «пусма илсе каякан сурӑх пек илсе кайнӑ Ӑна, ҫӑмне касакан умӗнче пӗр сассӑр выртакан путек пек, Вӑл нимӗн те чӗнмен. Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман. 33. Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ пулсан, Ун йӑхӗ ҫинчен кам каласа патӑр?» 34. Хайран Филипа каланӑ: каласамччӗ мана: ҫакна пророк кам ҫинчен калать? хӑй ҫинчен-и, урӑххи ҫинчен-и? тенӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Лешӗ каланӑ: кам та пулин ӑнлантармасассӑн, эпӗ епле ӑнланам? тенӗ; унтан вӑл Филипа хӑй ҫумне улӑхса ларма ыйтнӑ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Таса Сывлӑш Филипа: ҫак урапа ҫумне пыр та ҫыпӑҫ ӑна, тенӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Филипа вара Турӑ Ангелӗ каланӑ: тӑр та кӑнтӑр енне, Иерусалимран Газӑна каякан ҫул ҫине, кай, унта ҫын ҫӳремест, тенӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен, Иисус Христос ячӗ ҫинчен вӗрентекен Филипа ӗненсе ҫитсессӗн, вӗсем арҫынӗ-хӗрарӑмӗпех тӗне кӗнӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла калани пӗтӗм пухӑва кӑмӑллӑ пулнӑ; вара Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ, питӗ ҫирӗп ӗненекен Стефана суйланӑ, унпа пӗрле тата Филипа, Прохора, Никанора, Тимона, Пармена, суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохи ҫыннине Николая суйласа илнӗ; 6. вӗсене апостолсен умне тӑратнӑ, апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.
Ап ӗҫс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ҫаксене суйласа илнӗ: Симона, ӑна Петр тесе ят панӑ; 17. Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗне Иоана, вӗсене Воанергес тесе ят панӑ, ку «аслати ывӑлӗсем» тени пулать; 18. Андрее, Филипа, Варфоломее, Матфее, Фомана, Алфей Иаковне, Фаддее, Симон Кананита 19. тата Иуда Искариота, ҫакӑ вара Иисуса тытса панӑ.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫав хушӑрах халӑха хӗсӗрлеме вӑл сыхлавҫӑсем лартса хӑварнӑ: Иерусалимра — Фриги ҫӗршывӗнче ҫуралнӑ Филипа, кӑмӑлӗпе хӑйне лартнӑ ҫынран та тискертерех этеме, 23. Гаризинра вара — Андроника, унпа пӗрле тата хӑйӗн усаллӑхӗпе пуринчен те ирттернӗ, Иудея ҫыннисене тӑшманла курайман Менелая хӑварнӑ.
2 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара вӑл Филипа, хӑйӗн пӗр ҫывӑх юлташне, чӗнсе илнӗ те ӑна хӑй патшалӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ, 15. ӑна патша пуҫкӑшӑльне, хӑйӗн патша тумтирне, куҫлӑ ҫӗррине парса, хӑйӗн ывӑлне Антиоха патшана лармалла пӑхса ӳстерме хушнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2