Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ухтепи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кирек мӗн каласан та юратнӑ ҫав Ухтепи Тукая, тен, халӗ те юратать пулӗ; чӑнах ӗнтӗ, пӗрре тухса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл Тукай килне кӗрсе курман, хӑй ӳкӗннине кӑтартса мӑрса умӗнче нихҫан та ассӑн сывламан, ку таранччен унтан нимле пулӑшу та илмен, ҫапах та Тукая сивӗ сӑмах та каламан; мӑрса килсе кӗрсен ӑна чыслӑн кӗтсе илме тӑрӑшнӑ — арӑмӗ пек мар, ялти ытти ҫынсем тӳре-шарана кӗтсе илнӗ пек.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Качча каяс тенӗ пулсан, паллах, Ухтепи ывӑлне мӑрса патне хӑех те леҫнӗ пулӗччӗ, ҫамрӑк та илемлӗ хӗрарӑм качча тухас шухӑш тытмарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку тӗрӗс те пулӗ, мӗншӗн тесен мӑрса ывӑлӗ Туканаш, вун саккӑра ҫитнӗ каччӑ, ашшӗ килӗнче пурӑннинчен ытларах хӑйӗн амӑшӗ хӳттинче пурӑнать, ҫавӑнпа та ывӑлне курас килнӗ вӑхӑтсенче е ӑна хӑйӗнпе пӗрле ӑҫта та пулин илсе кайма хатӗрленнӗ самантсенче Тукай ирӗксӗрех Ухтепи патнелле ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ухтепие ҫӗнӗ пӳрт туса парасси уншӑн, паллах, ним те мар, анчах мӑрса иккӗмӗш арӑмӗнчен шикленет: Чураппа упӑшки Ухтепи патне кӗрсе ҫӳренине тӳсме пул-тараймасть.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ухтепи, тулли кӗлеткеллӗ, ҫӳллӗ пӳ-силлӗ хитре хӗрарӑм, ял хӗрринче пӗр-пӗччен пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Иккӗмӗш арӑма — Чураппана яла илсе таврӑнсан Тукайӑн малтанхи арӑмӗ Ухтепи, упӑшки килнӗ ҫӗре чӗчӗ ачи ӗмӗртме пуҫланӑскер, кайри пӳрте пурӑнма куҫрӗ, тепрер уйӑхран ун валли ял вӗҫӗнче пӗчӗкрех кӑна ҫурт туса лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех