Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӗве (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗве хӗрринчи пӗлӗш-пуян та Хунчар ӑраттипе тӑванлашма хирӗҫ маррине систернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗве хули патӗнчен Хусан ҫунни каҫхине Пӗлӗте вут хыпнӑ пек Хӗрлӗ ҫулӑм кӑтартать: Аслати янтранӑ пек Тупӑ сасси кӑрслатать.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинейӗ юланпа, Икҫӗр маттур юлташпа, Хурӑн ҫулпа кустарса, Кӑнтӑр кунне кӗретлӗ Ҫитсе кӗчӗ ӗретлӗ Сӗве ҫине тустарса.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑр хӗрӗнчен пуҫласа Сӗве патне ҫитиччен!

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗтӗм халӑх юрлӑ, выҫлӑх кӑҫал мурлӑ Сӑр хӗрринчен тухрӗ, Сӗве хӗрне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗтле шывӗ, Сӑр шывӗ Кӑкшӑм шывӗпе Ҫавал, Анӗшпеле Сӗве шывӗ Уртана курнӑ авал.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫиментейӗ кӗслере, Тути-ҫӑварӗ сӑвӑра, Ӑсталӑхӗ пӳрнере, Хастарлӑхӗ юрӑра: «Атӑл сӑрчӗ сӗвек мар, Сӗве шывӗн хӗрри мар; Яш утаман Урха мар, Воевотӑн тусӗ мар».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӗве хулинче тата Хусанта чӑвашсемпе, ҫармӑссемпе пӗрле тутарсем, ку таврари ытти халӑхсем тупа тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫтарма та тӗрлӗ ҫӗре пуҫтарнӑ тӗрлӗ халӑх ҫыннисене — Шупашкара, Хусана, Кӑрмӑша, Сӗве хулине, Шупашкара чӗннӗ чух ҫурхи шыв-шур вӑхӑтне шута илнӗ пулас, тупа тӑвакансене сӑртлӑ вырӑна, туса пӗтереймен Введени соборне уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан, Хусана илес умӗн пӗр ҫул малтан, Сӗве хулине купаларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗри Сӗве хулинчи воеводӑсемпе ҫапӑҫса кайрӗ пулсан ытти мӑрсасем те ҫапӑҫса каяҫҫех, пӗри килчӗ пулсан ыттисем те килеҫҫех тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусанта та, Сӗве хулинче те Мамич-Бердее тытни ҫинчен пӗлсе тӑччӑр.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар ҫыннисем, уйрӑммӑнах кунта Мӗшӑпа Ар тата Сӗве тӑрӑхӗнчен килнисем, апат-ҫимӗҫ ҫитменнипе аптрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир халь Сӗве хулинчи воеводӑсене пӑхӑнса тӑмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗве хулинче ӗмпӳ ячӗпе ҫав хута Шигалей хан Акпарса тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна эпир Сӗве хулинчен таврӑнсан Тури ҫармӑс мӑрсине Акпарса патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗве хулинче вырӑссене тупа тунӑ хыҫҫӑн пӑртак сывлӑш ҫавӑрнӑччӗ-ха ял ҫыннисем, ик-виҫ ҫул ҫав ясак тенине тӳленӗ-тӳлемен пурӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗве патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳртри ӗҫкӗ хӑҫан пӗтет-ши тесе вӗсем Сӗве хулинче мӗн курни-илтни ҫинчен калаҫкаласа ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӗве хулине кайсан чӑваш турханӗ воевода килӗнче виҫӗ кун ӗҫсе ҫинӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех