Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сылтӑм сăмах пирĕн базăра пур.
Сылтӑм (тĕпĕ: сылтӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пароль «ҫирӗплӗхпе ҫӗнтерӳ» пулать, паллӑ — пӗрин сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрнипе теприн сылтӑм ывӑҫ тупанне виҫе хутчен кӑштах пусарах тытмалла.

Паролем вместо «свет и свобода» будет «постоянство и победа», знаком больше не будут три коротких последовательных сжатия руки, а три легких нажима указательным пальцем правой руки на ладонь правой руки другого.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Малтан, паллӑ ӗнтӗ, сылтӑм урана тӑлапа типтерлӗ чӗркерӗм те сылтӑм атта тӑхӑнтӑм.

Сначала, конечно, правую ногу как следует обмотал и правый сапог натянул.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

«Виҫҫӗ те чӗрӗк илместӗн-и?» терӗ Дутлов сулахай аллипе хуҫан сылтӑм аллине ярса тытса, ӑна хӑйӗн сылтӑм аллипе ҫупма хатӗррипе хӑратса.

«Не возьмешь с четвертной?» — повторил Дутлов, схватывая левою рукой правую руку хозяина и угрожая хлопнуть по ней своею правою.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Сылтӑм хулпуҫҫи ҫине темиҫе йӗрке тем ҫырса тултарнӑ, сылтӑм хулӗ ҫинче те ҫавӑн пеккиех — ку енчен пиччӗшне йӑлтах ҫырса тултарнӑ теме те пулать.

На правом плече была длинная надпись, во много строчек, и на правой руке тоже, — можно сказать, что справа дядя был исписан сплошь.

Ваҫкӑпа унӑн пиччӗшӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Йытта пӑхсан, врач унӑн малти сылтӑм ури виҫӗ вырӑнтан хуҫӑлни ҫинчен тата сылтӑм аякӗ йывӑр аманни ҫинчен пӗлтернӗ.

Осмотрев собаку, доктор заявил, что у неё в трёх местах сломана правая передняя лапа, разорван бок.

Кны ятлӑ ача // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Эпӗ авиацие ҫав тери кӑмӑлласа юратакан ҫын пулнине часах курчӗҫ пулас, мана (эпӗ ӑна халӗ те ӑнланаймастӑп — те шӳтлесе, те чӑнласах та) «самолётӑн сылтӑм ҫунатне сыхлакан» текен звани пачӗҫ, манӑн вара самолётӑн сылтӑм ҫуначӗ тасипе таса маррине сӑнамалла пулчӗ.

Вскоре я прослыл таким любителем авиации, что мне (до сих пор не знаю, в шутку или всерьёз) дали звание: «наблюдатель правого крыла», — я должен был следить за чистотой правого крыла самолёта.

Аэродром ҫинчи конюх // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Самолет тӗрӗсех юлнӑ, унӑн сылтӑм «ури» тата сылтӑм ҫуначӗн консолӗ кӑна кӑшт пӑсӑлнӑ.

Самолет остался цел, подломился только узел правой «ноги» да помялись консоли правого крыла.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Машина чарӑнас умӗн ҫӗр ҫине сылтӑм консолӗпе тӗкӗннӗ, ҫак самантра унӑн сылтӑм енчи «ури» ҫурри таран тулалла тухнӑ пулнӑ.

Уже теряя скорость, машина слегка задела землю плоскостью с той стороны, где находилась наполовину выпущенная правая «нога».

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Ман ывӑл сылтӑм енӗпе пынӑ, нимӗҫ машини, сулахай енчен сылтӑм енне пӑрӑнса, юри ӑна ҫул хӗрринелле хӗсме пуҫланӑ.

Сын ехал правильно, правой стороной, но немец нарочно стал прижимать его к краю дороги.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Паша Кашинӑпа Миша сылтӑм аллисене пӗтӗҫтерсе, виҫӗ пӑт туртакан миххе йӑтаҫҫӗ те сылтӑм аллисемпе ҫиелтен тытса, урапа патнелле чупса каяҫҫӗ.

Паша Кашина и Миша крепко сцепляли правые руки, наваливали на них трехпудовик, придерживали сверху левыми руками и бегом бежали к телеге.

Хӗрлӗ обоз // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вараланнӑ чашӑк-тирӗке хӑна умӗнчен сылтӑм алӑпа сылтӑм енчен пуҫтараҫҫӗ, кашӑксемпе вилкӑсене шакӑртаттармаҫҫӗ, пуҫтараҫҫӗ те ывӑс ҫине турилккесемпе юнашар хураҫҫӗ.

Использованную посуду берут со стола правой рукой справа, причем ложки, ножи и вилки собирают и складывают, по возможности, бесшумно, на поднос рядом со стопкой тарелок.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ӑна хӑна умне сылтӑм енчен сылтӑм алӑпа шаркку лартмалли турилкке ҫине лартса параҫҫӗ.

Подносят ее гостю справа и правой рукой ставят на тарелку для жаркого.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Куркана тыткӑчипе сылтӑм еннелле ҫавӑрса лартмалла, чей кашӑкӗ чей чашки ҫинче чей куркин сылтӑм енче выртмалла.

Чашка должна быть повернута ручкой вправо, а чайная ложка лежать на блюдце справа от чашки.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сулахай енче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне рыцарь сылтӑм аллипе туртса кӑларнӑ, ҫавӑнпа сылтӑм енче ҫӳресси шанчӑклӑ вырӑн пулнӑ.)

Рыцарь выхватывал правой рукой висящий слева меч, поэтому ходить по правую руку мужчины было целесообразнее и безопаснее).

Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Нямаҫа ашшӗ сылтӑм енчен иртмелле терӗ-ха, сылтӑм енче канав тавраш палӑрмарӗ, эппин тата ҫӳлерех хӑпармалла.

Нямась вспомнил, что отец наказывал идти им направо, стало быть, это не тот родник и надо подняться еще выше.

XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сылтӑм аллине вӑл пальто тӳмисем хушшине, теприне кӗсьене чикнӗ, ҫавӑн пирки унӑн сылтӑм хулпуҫҫи сулахайӗнчен ҫӳллӗрех пек курӑнать.

Правая рука у него была засунута между пуговиц пальто, другую он держал в кармане, от этого правое плечо казалось выше левого.

XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Пӑшал сассисем кӗрӗслетрӗҫ те, Сердюк сасартӑк сылтӑм ури ыратса кайнине туйса, сылтӑм чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкрӗ.

Загремели выстрелы, и Сердюк припал на колени, почувствовав внезапную боль в правой ноге.

IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Сылтӑм куҫ харшинче тарӑн ҫӗвек выртать, ҫав ҫӗвеке пула куҫ харши те кӑшт ҫӳлелле ҫӗкленнӗ пек, унӑн сылтӑм хӑлхи те сулахаййинчен ҫӳллӗрех пек туйӑнать, ҫавӑнпа та ун пӗтӗм сӑн-пичӗ вӑл яланах темскере хӑраса итленӗ пек курӑнать.

Над правой бровью был глубокий шрам, он немного поднимал бровь кверху, казалось, что и правое ухо у нее выше левого; это придавало ее лицу такое выражение, как будто она всегда пугливо прислушивалась.

III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫурӑлакан пульӑсем ӑна пӗр вӑхӑтрах икӗ ҫӗртен амантнӑ: пӗри сылтӑм урине лекнӗ, ура кӗлине нӑтӑртаттарса кайнӑ, тепри — сылтӑм аллине.

Ранило его сразу двумя разрывными пулями — одна угодила в правую ногу, оттяпала начисто пятку, а вторая — в правую руку.

Почтмейстер // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Унӑн перчеткесӗр сылтӑм алли (шведски перчетке тӑхӑннӑ сулахай аллинче вӑл сылтӑм перчеткине хунӑ ҫуталса тӑракан шлепкине тытса тӑрать), Санина ал тытма мӑнкӑмӑлланмасӑр, анчах хӑюллӑн тӑсса панӑскер, тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет: кашни чӗрниех хӑйсене майлӑ ытарма ҫук илемлӗ пулнӑ.

Отделка обнаженной правой руки (в левой, облеченной в шведскую перчатку, он держал до зеркальности вылощенную шляпу, на дне которой лежала другая перчатка) — отделка этой правой руки, которую он скромно, но с твердостью протянул Санину, превосходила всякое вероятие: каждый ноготь был в своем роде совершенство!

VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех