Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Скайльс (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк, — ку самантлӑх кӑна, — Скайльс ӑнӗнче пӗчӗк пӗлӗт шуса иртрӗ; халӗ — тӗлӗнмеллерех; пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ: ҫакна пӗтӗмпех вӑл тӗлӗкре курмасть-и?..

Вдруг, — это было на мгновение, — будто облачко скользнуло по его сознанию, стало странно, закружилась голова: не во сне ли он всё это видит?…

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кайӑк кӑмӑлсӑррӑн, тарӑхуллӑн ларать, — арҫын ача пекех вӑл та Скайльс ҫинелле тӗмсӗлнӗ.

Птица сидела недовольная и сердитая, и, так же, как и мальчик, глядела на Скайльса.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Скверта тенкел ҫине ларчӗ, пӗр аллине кӗсйине чикрӗ, — унта, ватӑ туртуҫӑннилле, ӗҫкӗ ҫынниннӗлле, табак выртать, Скайльс пуҫ пӳрнин пӗр куҫӑмӗпех чӗлӗмне тултарчӗ, туртса ячӗ те урисене тӑсса хучӗ.

В сквере он сел на скамью, засунул руки в карман, где прямо в кармане, как у старого курильщика и делового человека, лежал табак, одним движением большого пальца набил трубку, закурил и вытянул ноги.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Скайльс, — халӗ вӑл куҫӗсене хӗснӗ — салтака темиҫе самант тӗсерӗ, тарӑхнипе хыпса илчӗ те Нева еннелле ҫул тытрӗ, — сарлакан, шанчӑклӑн утать.

Скайльс, тоже теперь прищурясь, оглянул солдата, вспыхнул гневно и пошёл по направлению к Неве, — шагал уверенно и широко.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Эсир ҫак пӗлтерӳпе каяс шухӑшлӑ-и. — ыйтрӗ Скайльс.

— Вы думаете пойти по этому объявлению? — спросил Скайльс.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

(Скайльс вырӑссен куҫӗсенче ҫав хӗлхеме тахҫанах асӑрханӑ, ҫавӑн пирки статйисенче пӗрре мар палӑртса хӑварнӑ:

(Скайльс давно уже подметил эту искорку в русских глазах, и даже поминал о ней в статье:

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Акӑ ку, акӑ епле, парать те, — Марс ҫине! — кӑмӑллӑн каласа хучӗ те салтак — хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ, шухӑшсӑр питне Скайльс енне ҫавӑрчӗ.

— Вот этот, вот так, замахнулся, — на Марс! — проговорил он с удовольствием и обернул к Скайльсу загорелое, беззаботное лицо.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ӑсран тайӑлнӑ ҫак хулара Скайльс хӑйӗн лӑпкӑ хӑюлӑхӗпе тем те пӗре те кӗтет.

Со спокойным мужеством Скайльс ожидал всего в этом безумном городе.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Скайльс ирӗксӗрех юн тымарне тӗрӗслерӗ, — йӗркеллӗ.

Невольно Скайльс взялся за пульс, — обычный.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӑсӑкланса кайнӑ Скайльс ӑна малтан ҫиелтен вуласа тухрӗ, унтан ҫывӑхах пырса тӑчӗ, куҫӗсене аллисемпе сӑтӑркаларӗ те тепре тимлӗн вуларӗ:

Скайльс, любопытствуя, прочёл его, придвинулся ближе, провёл рукой по глазам, перечёл ещё раз:

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Америка хаҫачӗн корреспонденчӗ Арчибальд Скайльс, ҫак тӗлтен иртсе пыраканскер, пӗлтерӳ умӗнче ҫара уран тӑракан ҫамрӑк хӗрарӑма асӑрхарӗ, — вӑл тирпейлӗ ҫитсӑ кӗпепе, мӗн ҫырнине тутине хускаткаласа вулать.

Корреспондент американской газеты, Арчибальд Скайльс, проходя мимо, увидел стоявшую пред объявлением босую, молодую женщину, в ситцевом, опрятном платье, — она читала, шевеля губами.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех