Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗҫнерникун сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗҫнерникун (тĕпĕ: кӗҫнерникун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ахӑртнех, паян кӗҫнерникун кӑна…

- Что сегодня еще только четверг.

«Упӑшки пулӑран урӑскер таврӑннӑ…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/315

Кун пирки РФ Президенчӗ Владимир Путин кӗҫнерникун, августӑн 24-мӗшӗнче, БРИКС саммичӗ шайӗнче тӗл пулнӑ май каланӑ.

Об этом заявил президент РФ Владимир Путин в четверг, 24 августа, на встрече в рамках саммита БРИКС.

Путин Африкӑри ҫӗршывсене тырӑпа Раҫҫей пулӑшни ҫинчен каласа панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3405182

Кӗҫнерникун строительсене професси уявӗ ячӗпе саламламашкӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залне пухнӑ май ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, отрасль министрӗ Павел Данилов наградӑсене тивӗҫнисене пӗрин хыҫҫӑн теприне сцена ҫине чӗнчӗҫ те — ирӗксӗрех шухӑш ҫуралчӗ: пирӗн стройкӑсем хӗрарӑм сӑнлӑ иккен — награда илме тухакансем те, авӑ, шӑкӑрин хӗрарӑм…

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, Етӗрне хулинчи пуҫламӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ, унта Етӗрне округӗнчисем хӑйсен ӑсне кӑтартса тупӑшнӑ.

В четверг, 29 июня, в начальной общеобразовательной школе г. Ядрина прошли соревнования по шахматам, где жители Ядринского округа соревновались своими умственными способностями.

Етӗрне тӑрӑхӗнче шахматла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35361.html

Кӗҫнерникун карьера картлашкипе хӑпарма пулӑшакан япала пулма пултарать.

В четверг может произойти важное событие, которое позволит добиться продвижения по служебной лестнице.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Пӗлетӗр ӗнтӗ, кӗҫнерникун ирхине…

— Как известно, утром в четверг…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Акӑ ҫак ултӑ йӗркине, ыран май уявӗ тенӗ чух, кӗҫнерникун лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӗҫнерникун шопинг валли ӑнӑҫлӑ кун.

Четверг – удачный день для шопинга.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗҫнерникун сирӗн шухӑша шута илччӗр тесе тӑрӑшмалла.

В четверг стоит приложить все усилия, чтобы ваше мнение максимально учли.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗҫнерникун — лавккаҫӑн тавар кайса илмелли кун.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лини ҫинчи ӗҫсем кӗҫнерникун та тӑсӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Коммунальщиксемпе ҫул-йӗр ӗҫченӗсен юнкунпа кӗҫнерникун ӗҫ чӑннипех те нумай пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ытамӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11755-p- ... -ytam-nche

Кӗҫнерникун торжествӑлла линейкӑна хутшӑннӑ май, райадминистраци пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов та Андрей Орлов пек маттур ҫамрӑксем ҫинче Раҫҫей мӑнаҫӗ тытӑнса тӑнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулӗнче - Герой партти // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11795-t- ... roj-partti

Районти культура ҫуртӗнче кӗҫнерникун «Ачалӑх навигаторӗсем» регион центрӗ тӑрӑшнипе ашшӗсемпе амӑшӗсен республикӑри форумӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Кӗҫнерникун йӑлтах ҫӑмӑллӑн пурнӑҫланӗ, ҫапах пӗлтерӗшлӗ ӗссем ан тӑвӑр - йӑнӑшас хӑрушлӑх пур.

В четверг многое может легко удаваться, но ничем важным и серьезным все же лучше не заниматься, так как велика вероятность ошибочных действий.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унчченех калаҫса хунӑ пек, кӗҫнерникун ирхине Янтул мунча хутса ячӗ.

Яндул по уже установившейся привычке должен был протопить баню.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗҫнерникун NASA-н Juno (Юнона) космос аппарачӗ Юпитерӑн Европа уҫлӑхташӗнчен 357 ҫухрӑмра вӗҫсе иртнӗ.

В четверг космический аппарат NASA Juno (Юнона) пролетел на расстоянии 357 км от луны Юпитера Европы.

Juno аппарат Юпитерӑн пӑрлӑ уйӑхӗ патне ҫывхарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33058.html

Иртнӗ кӗҫнерникун пирӗн районта «Россия 1» телеканалӑн журналисчӗсем ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

Кӗҫнерникун пуҫлӑхпа калаҫӑр, хӑвӑрӑн шухӑш пирки пӗлтерӗр.

На четверг запланируйте конструктивный разговор с начальством, расскажите ему о своих идеях.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӗҫнерникун элек сарма пултарӗҫ.

В четверг возможно распространение сплетен.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех