Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кайри сăмах пирĕн базăра пур.
Кайри (тĕпĕ: кайри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑртран хӑвӑрт сиккелесе чупать пӗчӗк ӑйӑр, кайри урисем хыҫҫӑн тӑпрапа хутӑш хытнӑ юр кумккисем сирпӗне-сирпӗне юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кайри машинӑсенчен сике-сике анакан фрицсене пулеметпа ӑшалама тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тус-йышне кӗтсе илме кайри пӳрте васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем кайри калинккерен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук, кайри пӳртре пӗчченех юлсан, лампӑна пӗчӗклетсе, ҫиелти кӗпине хыврӗ те хӗрачипе юнашар выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерукпа хӗрачине кайри пуртех сарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайри пӳртре вӑл Микулапа Ваҫли аллинчи пичкепе карҫинкка, чӗресе илсе кӑмака умӗнчи тенкел ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха васкаса кайри пӳрте кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье, хӗрачине йӑтса, кайри пӳлӗме тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайри вӑрӑм ҫырма тӑрӑхӗнче симӗс курӑк лаша ури чӗркуҫҫийӗ ҫӳллӗш кашласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Кӗсрен кайри урисем лачакана путнӑ, хуҫин сулахай урине йӗнер ӗсенкипе хирӗнтерсе лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кайри стена ҫумӗнче ирӗклӗрех пек.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хулана уйӑрла илме май паракан тӗп паллисенчен пӗри — Фронтенак замокӗ (Шато-Фронтенак) — XIX ӗмӗр вӗҫӗнче кайри вӑтам ӗмӗрсен стилӗпе тунӑ хӑна ҫурчӗ.

Одной из главных достопримечательностей города является Замок Фронтенак (Шато-Фронтенак) — гостиница, построенная в конце XIX века в стиле позднего Средневековья.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Анчах кайри сак ҫинче пӗр-пӗччен ларакан Завьялов та телейлӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унти «Шӑхасан — Нурӑс — Кайри Чалӑш Тукай — Чӑнкӑвар» ҫула йӗркене кӗртсе пӗтернӗ.

Там завершили приведение в порядок дороги «Шихазаны – Калинино – Малое Тугаево – Чинквары».

Канаш районӗнчи ҫула юсаса пӗтернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35835.html

Кайри чӳречӗртен курӑнмасан Ик аллӑра сулса тӑрса юлӑр.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Кайри чӳречӗртен пӑхса юлӑр.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Унтан каллех, таҫтан ҫурла тивнипе пулас, кайри урипе тапса аякран хытӑ чӗрсе илчӗ те ҫӗре сиксе анчӗ, ҫӗнӗрен тапӑнма лӑпчӑнса ларчӗ, анчах — Укахви ҫурлине касмалла май ӑна хирӗҫ тытнине асӑрхаса-ши — сикмерӗ, тапӑнма меллӗрех вырӑн шыранӑ пек, хуллен ҫын тавра ҫаврӑнчӗ, ҫывӑхри ҫӑка вулли ҫине сикрӗ те каялла ҫаврӑнса пуҫчиккӗн ҫакӑнчӗ, ҫын ҫине кӗҫ-вӗҫ ыткӑнас пек, симӗс куҫне чарса пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗрремӗш вырӑн — мана, чи кайри — Мартина лекнӗччӗ ун чух, унӑн пӗтӗмпе те ҫур очко кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫакна тума вӗсене чӗрчунӑн физиологийӗ пулӑшать: кайри урисем кӗске пулин те вӑйлӑ, ҫапла май йывӑрӑш центрӗ вӗсен аялта вырнаҫнӑ тата ҫакӑ йывӑҫ хуппипе лайӑх тытӑнма май парать, вӑрӑм хӳри вара балансировка тытма пулӑшать.

У них для этого весьма подходящая физиология: относительно короткие, но мощные задние лапы, которые дают животному низкий центр тяжести и хорошее сцепление с корой деревьев, а длинный хвост помогает балансировать.

«Леопардсем пӗр йывӑрлӑхсӑр йывӑҫ ҫине хӑпараҫҫӗ...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/251

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех