Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Илтес (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗс сӑмаха илтес килменрен.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӳрех ыйтма-чӑрмантарма хӑяйманнисӗр пуҫне, ҫак шавлӑ та хӗвӗшӳллӗ вырӑнта мӗн пулса иртнине курас, мӗн калаҫнине илтес кӑмӑл та пысӑк-ха манӑн — ҫав кӑсӑкӑма пула та, ак ӗнтӗ, ларатӑп унталла-кунталла пӑхса, кашни сӑмаха хӑлхана чиксе.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тарановӑн экстремист ята илтес килмест-ха…

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эх, эсӗ ҫавӑнта шӑпчӑксем юрланине илтес пулсан!

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Халӗ калавӑн иккӗмӗш пайне (вӑл пуҫламӑшӗнчен пуҫланӗ ӗнтӗ) илтес тенипе тата пӗр-пӗтӗмле калавне хӑйне те пӗтерес тесе, каллех паянхи кун ҫине куҫас пулать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кам та пулин хистемен-ши ӑна, мӗнле те пулин пуҫлӑх, аслӑраххисем умӗнче ырӑ ят илтес тесе аптратса ҫитермен-ши?

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«И-и-и, йытти епле хамлатать те, ара, хурахсем килсе пусса кайсассӑн та илтес ҫук Савантер!» — ҫаплах мӑкӑртатрӗ Атей.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӑнтӑррине курассисӗр пуҫне манӑн чир-кӳре юрланине ҫывӑхран илтес килет.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак эпӗ илтекен музыкӑна вӗсем, мӗскӗнсем, нихӑҫан та илтес ҫук…

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Митинга пухӑннисем, хӑйсем илтес тенине, Алендеев сӑмахӗсене чӑн тесе, чун-чӗрепе йышӑнса кӗтсе илнӗскерсем, каллех хаяр вучӗпе хӗмленсе-ҫулӑмланса, каллех шӑлӗсене шатӑртаттарма тытӑнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Питӗ ҫывӑхран илтес килет-ҫке Уртем Михалин ҫав чун йӑпатмӑшӗсене.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Вӑл ун пирки ҫапла калама юратнӑ: «Вӗсем чӑн-чӑн документсем. Ун пеккине эпӗ пер докладра та илтес ҫук», тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Пиҫиххийӗ ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан кӗленчене старик меллен тытрӗ те, шыв мӗнле чӳхеннине илтес тесе, хӑлхи ҫумнерех тытса силлерӗ, вара кӗленче ҫӑварӗнчен кукуруза тунине кӑларса, салтака шыв ӗҫме сӗнчӗ.

Молодецки взявшись за бутылку, висевшую у пояса, старик поболтал ею подле уха, чтобы услышать плеск воды, затем вытащил из горлышка длинную кукурузную кочерыжку и протянул бутылку солдату:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйӗнчен мӗн ыйтнине илтес тесе кӑлӑхах тӑрӑшса, Горовиц аллине хӑлхи патне илсе пычӗ.

Горовиц поднес руку к уху, безуспешно стараясь расслышать заданный вопрос.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Килес ҫук ҫав, ирӗклӗрен камӑн ят илтес килтӗр, хӳри кӗске ун.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— Да-а, чӑн та пурнӑҫ мар ку, чӗр тамӑк! — терӗ те вӑл, арӑмӗ ӳленине илтес мар тесе, кухньӑна тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Амӑшӗн нихӑҫан хай ывӑлӗ усаллине курас, илтес килмест.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Бригадирӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле мухтанса калаҫнине илтес пулсан эсир…

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Илтес килмест ун сассине.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ашшӗ ятне илтес самант ҫывхарни калама ҫук савӑнтарчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех