Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Динго (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кала-ха, Динго, Дик капитана Геркулес ҫӑлчӗ-и?

Скажи, Динго, а не Геркулес ли спас капитана Дика?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Динго «ҫук» тет, — терӗ Джек.

— Динго говорит «нет», — сказал Джек.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Динго, эсӗ ҫӑлтӑн-и пирӗн Дик тусӑмӑра, э?

— Динго, это ты спас нашего друга Дика?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хӑй ятне илтсен, Динго хаваслӑн вӗрсе ячӗ, Джек, йыттӑн пысӑк пуҫне аллисемпе ҫавӑрса тытса, ачашшӑн шӑла-шӑла унпа калаҫа пуҫларӗ.

Услышав свое имя, Динго весело залаял, и Джек, обняв ручонками большую голову пса и ласково его похлопывая, заговорил с ним:

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Чӑннипех те, Динго тумарӗ-ши ҫакна?

В самом деле, уж не Динго ли сделал это?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Хуть Бенедикт мистер… е Динго!

Вот хотя бы мистер Бенедикт… или Динго!

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Пирога юханшыв ансӑрланнипе шыв хӑвӑрт юхакан вырӑнпа пынӑ чух Геркулес Уэлдон миссиса хӑй Кванза ҫинчи лагерьтен тарнӑранпа мӗн пулнипе каласа пачӗ: Вӑл Уэлдон миссиспа ывӑлне лартнӑ китанда хыҫҫӑн курӑнмасӑр пынӑ; унтан, аманнӑ Дингӑна тупса, иккӗш пӗрле Казонде таврашне ҫитнӗ; Уэлдон миссиспа мӗн пулнине пӗлтерекен вӑл ҫырнӑ хута Динго Дика кайса панӑ; Бенедикт пичче ӑнсӑртран хӑйсем патне килсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл унчченхинчен те хытӑ сыхлакан факторине кӗресшӗн усӑсӑр тӑрмашса ҫӳренӗ, юлашкинчен тыткӑнрисене хӑрушӑ Жозе-Антониу Алвиш аллинчен хӑтармалли май та тупӑннӑ.

Пока пирога плыла по течению, очень быстрому, так как река здесь сужалась, Геркулес рассказал миссис Уэлдон все, что произошло со времени его бегства из лагеря на Кванзе: как он незаметно следовал за китандой, в которой несли миссис Уэлдон и ее сына; как он нашел раненого Динго и они вместе добрались до окрестностей Казонде; как он послал Дику записку с Динго, сообщив в ней, что сталось с миссис Уэлдон; как после неожиданного появления кузена Бенедикта он тщетно пытался проникнуть в факторию, охрана которой стала еще более строгой; как, наконец, ему подвернулся случай вырвать пленников из рук ужасного Жозе-Антониу Алвиша, надо сказать, что случай этот подвернулся как раз вовремя.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Динго ученӑйӑн ури вӗҫӗнче выртать.

Динго лежал у ног ученого.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Амӑшӗнчен вӑл ватӑ Нэн ҫинчен, хӑйӗн Геркулес тусӗ ҫинчен, Бат, Актеон, Остин тата хӑйне пӑрахса кайнӑ Динго ҫинчен ыйтрӗ.

Он спрашивал мать о старой Нэн, о своем друге Геркулесе, о Бате, Актеоне, Остине и о Динго, который тоже покинул его.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэнд чӗрнисемпе ҫӗре чавма пуҫласанах площадьре йытӑ вӗрнӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, ку вӑл Динго сасси мар.

Но едва Дик Сэнд начал рыть землю ногтями, как на площади раздался лай, и это не был голос Динго.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Динго пуҫне чиктӗр тесе, алӑк айӗнчи шӑтӑка сарлакалатма пулать-ши?

Можно ли настолько расширить дыру под дверью, чтобы Динго просунул в нее голову?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик ӑна ярса тытрӗ те Динго ури иккенне пӗлчӗ.

Дик схватил ее и тотчас же узнал лапу Динго.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Динго чӗрӗ пулсан, эппин, Негоро суйрӗ, вара, тен…»

Но если Динго жив, значит, Негоро солгал, и может быть…»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Ку Геркулес мар, — шухӑшларӗ Дик, — анчах ку Динго!

«Это не Геркулес, — подумал Дик, — но это Динго!

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссиспа ун ывӑлӗ вилнӗ пекех, Динго вилнӗ, «Пилигрим» ҫинче пулнисем пурте вилӗҫ!..

Динго так же мертв, как миссис Уэлдон и ее сын, мертв, как умрут все, кто был на «Пилигриме»!..

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Динго шырать сана, тупатех вӑл сана, унпа тӗл пулнӑ кун сан юлашки куну пулать.

Динго ищет тебя, он сумеет тебя найти, и день встречи с ним будет твоим последним днем.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Динго пек йытӑ сан пек ҫынна ҫӗнтерме пултаратех.

А такой собаки, как Динго, более чем достаточно, чтобы справиться с таким человеком, как ты.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Геркулес вилнӗ пулсан та, — хирӗҫлерӗ Дик Сэнд, — Динго чӗрӗ-ха.

— Если Геркулес умер, — возразил Дик Сэнд, — то Динго еще жив.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дика хут янӑран вара ун ҫинчен те, Динго ҫинчен те ним палли те ҫук.

С тех пор как он прислал Дику записку, ничего не было известно ни о нем, ни о Динго.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Геркулес Динго урлӑ мана хут ячӗ.

Геркулес прислал мне с Динго записку.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех