Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Бильдер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бильдер керменӗнчен тӗтӗм тухни курӑнмасть, тӗтӗмсӗр вара эпӗ ас тӑваймастӑп.

— Не видно дымка из дворца Бильдера, а без дымка что-то я позабыл.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Контрабандистсем ӑна кӗлӗ тӑваҫҫӗ: Бильдер вӗсене тиеве пушатмашкӑн тата ҫӗнӗрен тиенмешкӗн вӑрттӑн кӗтес тупса параять.

Контрабандисты молились на него: Бильдер разыскивал им секретные уголки для высадок и погрузок.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑрӑм шалчаран ҫыхнӑ пысӑках мар качапа, парӑслӑ пӗчӗк киммипе Бильдер Зурбаган гаваньне кунӗ-кунӗпе ҫурса ҫӳрет, шыв тӗпӗнчен пакурӗпе тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр кӑларать, кайран сортласа-пайласа усламҫӑсене сутать.

На маленькой парусной лодке с небольшой кошкой, привязанной к длинному шкерту, бороздил он целыми днями Зурбаганскую гавань, выуживая кошкой со дна морского железные, тряпичные и всякие другие отбросы, затем, сортируя их, продавал скупщикам.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Бильдер е, атӑ тасатуҫӑран пуҫласа ҫар карапӗсен ӗлккен командирӗсем таранах чӗннӗ пек, — Тинӗс Ҫӗтӗк-ҫурӑк пухавҫи, Зурбаганра тахҫанах тӗпленнӗ, гаваньри «Карап масарӗ» текен хӑйӑрлӑ, юхӑнчӑк ҫӗрте пурӑнать.

Бильдер, или Морской тряпичник, как называла его вся гавань, от последнего чистильщика сапог до элегантных командиров военных судов, прочно осел в Зурбагане с незапамятных времен и поселился в песчаной, заброшенной части гавани, известной под именем «Кладбища кораблей».

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ватӑ Бильдер патне тапранар.

Тронемся к старцу Бильдеру.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Бильдер

Бильдер…

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑл… — Сигби сӑнӗнче вӑрттӑнлӑх палӑрчӗ, — вӑл, Бильдер, тинӗс хурахӗ те пулнӑ… ҫамрӑк чух; ҫапла, ҫылӑха кӗнӗ тата… тсс!.. —

Он, — Сигби сделал таинственные глаза, — он, Бильдер, был тоже пиратом, в молодости, да, грешил и… тсс!.. —

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Бильдер кунта мӗнпе пулӑшайӗ-ши?

— Чем здесь поможет Бильдер?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех