Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япалана (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илнӗ япалана каялла параймастӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Так туртмах вӗрентӗн ҫав япалана, йытӑ ҫӑвара чикмен кукӑль татӑкне, — сиввӗн тиркешрӗ Мирун пичче.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Хул-ҫурӑма пусӑрӑнтарнӑ темле йывӑр япалана илсе ывӑтнӑ пек хӑйне вӑл ҫӑмӑлраххӑн, ирӗкреххӗн туять.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Унпа чылай япалана парӑнтарма тивӗ.

С ним придётся пройти через многое.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Малалла вӑл ку ыйтӑва ҫапла ӑнлантарать: «Эпир япалана формӑшӑн анчах тумастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Анчах куҫ курнӑ, чуна витернӗ япалана часах манаймастӑн ҫав.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗнле ӑнланмалла-ха ку япалана?

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савин мучи, темӗн лайӑх мар япалана аса илсе, кӑвак куҫ харшине хаяррӑн пӗрчӗ, — чӗлӗм тӗтӗмне ӑша ҫӑтса туртрӗ, вара, ачасен кӑмӑлне ҫырлахтарас тесе, васкамасӑр кала пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хыр ҫинчен тӳрӗ ҫул тӑрӑх ҫывхаракан икӗ километрти япалана курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ каллех ҫыран хӗрринчи пур япалана та, пур вырӑна та пӑхса ҫаврӑнчӗ, пурпӗрех нимӗнле шӑтӑк та, ӳпле тавраш та курмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Арҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шалу пӗчӗк пулин те ӗҫри машинӑсем валли хӑйсен укҫипе саппас пайсем тата кирлӗ ытти япалана туянаҫҫӗ.

Мужчины сообщают, что, несмотря на малую зарплату, они на свои деньги покупают запасные части для служебных машин, а также другие необходимые вещи.

Васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен водительсем кӑмӑлсӑр // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34626.html

Тьху, ҫырса хураҫҫӗ те иккен ҫавнашкал путсӗр япалана хут ҫине.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

— Виҫӗ гектар ҫинчи кӑшман, юр айне тӑрса юлнӑскер, халь мӗнле япалана куҫнине каласа параймӑн-ши?! — хыттӑн ыйтать вӑл председательтен.

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Хӑвӑнах пӗлетӗр, ҫутҫанталӑкра нимӗн те ҫухалмасть: пӗр йышши япала тепӗр йышши япалана кӑна куҫать…

Куҫарса пулӑш

Актсӑрах // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 31–33 с.

Ун урлӑ чылай япалана йӳнӗрехпе туянма пулать.

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Вӑл япалана темиҫе пӗҫернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун пек хаклӑ япалана епле пӑрахса хӑварӑн?

Куҫарса пулӑш

Сыв пул, ялӑм! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах пӗр япалана вӗсем ниепле те пайлайман.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тепӗр сехет пек исленчӗҫ-ши, ҫӑвӑнчӗҫ-ши вӗсем пӑчӑр-пӑчӑр вӗри тарпа, ҫук-ши, ҫулмалли те пыл хурт вӗллисем тавра кӑна юлнӑччӗ, хӗвеланӑҫӗнчен тем вӑхӑтра кусса-пӗтӗрӗнсе ҫитнӗ вӗҫкӗн сивӗ ҫил ачисем, пӑвӑннӑ сывлӑша сирсе вашкӑрттарса, таврара алпастӑланса чупма, арҫуриленсе пӗтӗрӗнме, йывӑҫсене лӑскама, вӑл-ку хӑрӑк-харӑка, хавшак япалана хуҫма, ҫӗкле-ҫӗкле ывӑтма, вӑйкӑнтарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑлпа амӑшӗ, уйрӑммӑн «сӑмах унаса», ял пурнӑҫӗнчи «шарикленӗ» хӑш-пӗр япалана, пулни-иртнине те сӳткелесе — ҫӑмхаласа-явкаласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех