Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗтреллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗтреллӗ (тĕпĕ: тӗтреллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юр куҫлӑх кантӑкӗсем ҫине ҫыпӑҫа-ҫыпӑҫа ларчӗ, пӳртсен сайра ҫутисем, ҫуллӑ хут витӗр курӑннӑ пек, тӗтреллӗ пӑнчӑсем евӗр курӑнаҫҫӗ, ҫанӑсемпе хулпуҫҫисене юр вите-вите лартать, алла силлесе илсен, юр тем хулӑнӑш катӑлса ӳкет.

Снег залеплял стекла очков, редкие огоньки в избах проступали туманными пятнами, будто через промасленную бумагу, рукава и плечи покрывались снежными наростами, и стоило тряхнуть рукой, как они отваливались целыми пластами.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗтреллӗ тусем ял патнех куҫса ларнӑ пек туйӑннӑ…

Затуманенные снегопадом горы словно придвинулись к деревне.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Акӑ Костя ҫемҫе вырӑн ҫинче вӗриленсе выртать, ҫыпӑҫакан, куҫсене тултарса тӑракан вӗри тӗтре витӗр пӑхнӑ пек, хӑй тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан сентрене, стенасем ҫинчи тӗтреллӗ мӗлкесене, хулӑн мачча пӗрени ҫинчи лампӑн чӗтресе тӑракан ҫаврака мӗлкине курать.

А вот Костя лежит в жару, разметавшись на мягкой постели, и как сквозь горячий, липкий, заливающий глаза туман видит нависшие над ним полати, и мглистые тени на потолке, и зыбкий, дрожащий кружок от лампы на толстой матице.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ахаль те тӗтреллӗ куҫ умӗнче вӗтӗ шӑна пӗлӗт пек вӗҫрӗ, пӑхма кансӗрлерӗ.

Сквозь нее плыли, мешали взору черные мушки.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӗҫех вӑл, тавракурӑмӑн ҫуррине хупласа илсе, тӳпене тӗтреллӗ ҫивиттипе пиелерӗ.

Оно заняло полгоризонта, мглистым покровом задернуло небо.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн тӗтреллӗ ытамӗнче пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмарӗ, кӑнтӑр енче кӑна, Дон хӗрринчи тӑвайкки тӗлӗнче, хӗвел тухас умӗн куҫа шартармалла шупка хӗрлӗ пӗчӗк пӗлӗт лӑстӑкӗ палӑрма пуҫларӗ.

Ни единой тучки не было на его мглистом просторе, лишь на юге, над кромкой обдонского перевала, перед восходом солнца появилось крохотное ослепительно-розовое облачко.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗлӗкхи йӑли-хӑнӑхӑвӗ те ҫӗнӗрен таврӑнчӗ: ҫинҫе куҫ харшисен пӗкечисем каллех ӗнтӗ хуралчӗр, питҫӑмартисем ҫӳхе ҫу сийӗпе йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ; каллех вӑл шӳтлесе калаҫма, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе Натальйӑна вӑтантарма тапратрӗ; тути хӗррисем тӑтӑшрах та тӑтӑшрах темскере кӗтекен тӗтреллӗ кулӑпа ирӗлчӗҫ…

Вернулись к ней и старые привычки: снова тонкие ободья бровей ее покрылись черной краской, щеки заблестели жировкой; вернулась к ней и охота пошутить, непотребным словом смутить Наталью; все чаще на губах ее стала появляться затуманенная ожиданием чего-то улыбка…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫӗ пӑч-тӗттӗм, тӗтреллӗ.

Ночь темная, с туманом.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Февраль уйӑхӗнчи ҫав тӗтреллӗ кунхинех пӗр тӗлӗнтермӗш пулчӗ.

В этот же пасмурный февральский день случилось диковинное.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун тӗлӗнче, хаваслӑн чӗтренсе, шурӑмпуҫ шевли йӑлкӑшать, хурарах кӑвак пӗлӗтӗн ҫав тери тарӑн авӑрӗнче вара тӗпӗ курӑнса кайнӑ пек пулчӗ: чӑн тӳпере илӗм-тилӗм чухнехи тӗтреллӗ шупка сенкер ҫутӑ вылярӗ, хӗррисенчен сӳнсе пыракан сапаланчӑк ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе чӗтренчӗҫ.

Над ним отрадно и трепетно сияла утренняя зарница, и в глубочайшем провале иссиня-черного неба, как в Дону на перекате, будто показалось дно: предрассветная дымчатая лазурь в зените, гаснущая звездная россыпь по краям.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн хуратнӑ куҫ харшийӗсем, чӗкеҫ ҫунатти пек курӑнса, пӗлӗт витӗр сӑрхӑнакан тӗтреллӗ уйӑх ҫутинче хура бархат майлӑ йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Насурмленные брови ее, раскрылившись на лице, под неярким, процеженным сквозь тучи, светом месяца блестели бархатной черниной.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каҫхи ҫӑлтӑрсен тӗтреллӗ ҫутинче утсем хӑмӑр кӑвак тӗслӗ юр ҫинче пуҫӗсене чиксе тӑраҫҫӗ, ытти чухнехи пек вылямаҫҫӗ, тапӑҫмаҫҫӗ те.

На лиловом снегу, под неяркими вечерними звездами кони стояли понуро, не играли от застоя, не взбрыкивали.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑшӑ сӗт пек пӑсланакан тӗтреллӗ каҫ — унтан ир енне вара юр хытти чӑшӑл-чӑшӑл туса пусӑрӑнать, ҫулсемпе урапа йӗрӗсем сӑрт-тусем ҫинчен юхса анакан симӗс шывпа куҫланаҫҫӗ, ут чӗрнисем айӗнчен пур еннелле те йӗпе юр чӑмаккисем сирпӗнеҫҫӗ.

Парная туманная ночь — и наутро уже с шорохом и гулом оседает наст, по дорогам и колесникам пузырится зеленая нагорная вода, из-под копыт во все стороны талыми комьями брызжет снег.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чукаринпа Кружилин ҫулӗсем юпленнӗ тӗлте, сенкер ҫутӑ тӳпе айӗнче, часавай юпин тӗтреллӗ мӗлки курӑнчӗ; ун тӗлӗнче кирпӗч тӗслӗ хӑмӑр кӑтра пӗлӗтсен пӗр ҫӗре капланса тулнӑ пысӑк катрамӗ кӗҫ-вӗҫ татӑлса анас пек тӳп-тӳрӗ усӑнса тӑрать.

На развилке чукаринской и кружилинской дорог виднелся на фоне сиреневого неба увядший силуэт часовни; над ним отвесно ниспадала скопившаяся громада кирпично-бурых кучевых облаков.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ тата ҫав тери пӑлханчӑк сӑнлӑ ҫак генералра, сцена варринче картина ҫинчи пек тӑраканскерӗнче, нумайӑшӗ ӗлӗкхи импери вӑй-хӑвачӗн тӗтреллӗ мӗлкине кураҫҫӗ.

В этом генерале, с растроганным и взволнованным лицом, стоявшем в картинной позе, многие увидели тусклое отражение былой мощи империи.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫынсем лӑк тулли ларакан лавккара сарӑ ҫӑлтӑрсен шурӑ тӗтреллӗ ҫутипе пиеленнӗ ҫав каҫ ҫывӑракан никам та пулмарӗ.

В ночь эту, обрызганную молочным светом бледно-желтых звезд, в лавчушке, набитой людьми до отказа, почти не было сна.

XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн хупӑ куҫӗсен тӗтреллӗ ытамӗнче юрпа витӗннӗ, инҫетри вӑрмансен хӑмӑр кӑвак сӑрчӗсемпе картланнӑ ҫеҫен хир пӗтӗрӗнсе тӑрать.

В мутной наволочи закрытых глаз кружилась перед ним степь, покрытая снегом, с бурыми хребтами дальних лесов на горизонте.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗтреллӗ хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил хускатнипе, картта алӑсем айӗнчен вӗҫерӗнсе тухас пек кӑштӑртатса варкӑшать.

Карта под ветром, налетевшим с пасмурного запада, трепыхалась, с шорохом рвалась из рук.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тарланӑ чӳречесен хыҫӗнче январь уйӑхӗнчи тӗтреллӗ ирӗн тӗксӗм шурӑ ҫути сӑрхӑнса юхать.

Матовый свет январского пасмурного утра томился за вспотевшими окнами.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗтреллӗ те ӑшӑ кунсемпе ачашласа ҫупӑрлать ҫӗре январь уйӑхӗ.

Пасмурными теплыми днями баловал землю январь.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех