Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Вӗсене хӑйсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсен ӳтне ҫимелле тӑвӑп; вӗсене тӑшманӗсем тата вӗсен чунне шыракансем хӗстерсе ҫитерсессӗн, хупӑрласа илнӗ вырӑнта кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннин ӳтне ҫийӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫак вырӑнта Иудӑпа Иерусалим тытнӑ шухӑша аркатса тӑкӑп, вӗсене тӑшманӗсем умӗнче хӗҫпе тата вӗсен чунне шыракансенӗн аллипе тӗп тӑвӑп, вӗсен виллисене вӗҫен кайӑксемпе ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене парӑп.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ сана еткерлӗхе панине эсӗ хӑвна пула ҫухатӑн, сана хӑв пӗлмен ҫӗршыва ярӑп, тӑшманусен чури тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсир Ман ҫиллӗмӗн ҫулӑмне чӗртсе ятӑр; ҫав вут-ҫулӑм ӗмӗр-ӗмӗрех ҫунса тӑрӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Манассия, — Езекия ывӑлӗ, Иудея патши, — Иерусалимра тунӑ ӗҫсемшӗн Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчи пур патшалӑхшӑн та хӑрушӑ тӗслӗх пулмалла тӑвӑп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иерусалимран ӗнтӗ чул купи, шакалсен йӑви тӑвӑп, Иудея хулисенчен пушхир тӑвӑп, ҫынсӑр хӑварӑп.11. И сделаю Иерусалим грудою камней, жилищем шакалов, и города Иудеи сделаю пустынею, без жителей.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ вара ҫапла калать: вӗсем ҫавнашкал сӑмахсем калаҫҫӗ, ҫавӑншӑн акӑ вӗсен чӗлхи-ҫӑварне Хамӑн сӑмахӑма кӗртӗп, ӑна вут-ҫулӑм пек тӑвӑп, ҫак халӑха вутӑ тӑвӑп, вара ӑна ҫав вут-ҫулӑм ҫунтарса ярӗ.
Иер 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне ҫак халӑха тата Иерусалима ҫапла калани пулӗ: Манӑн халӑхӑмӑн хӗрне пушхирти тусем ҫинчен вӗри ҫил пырса ҫапӗ, ҫав ҫилпе тырӑ сӑвӑраймӑн, ӑна хывӑхран тасатаймӑн — 12. ытлах та вӑйлӑ ҫил вӑл! вӑл Ман ирӗкӗмпе ҫитӗ те — Эпӗ вӗсене сут тӑвӑп.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑншӑн Эпӗ сире сут тӑвӑп, ывӑлӑрсен ывӑлӗсене те сут тӑвӑп, тет Ҫӳлхуҫа.9. Поэтому Я еще буду судиться с вами, говорит Господь, и с сыновьями сыновей ваших буду судиться.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара эпӗ Иудея халӑхне мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗшӗн, Мана пӑрахнӑшӑн, ют ҫӗр туррисен ячӗпе фимиам тӗтӗрнӗшӗн, хӑйсен аллипе тунӑ йӗрӗхсене пуҫҫапнӑшӑн сут тӑвӑп.
Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ акӑ кама кӑмӑл тӑвӑп: йӑвашшине, хурлӑхлӑ чунлине, Манӑн сӑмахӑма юратса та хӑраса итлекеннине.А вот на кого Я призрю: на смиренного и сокрушенного духом и на трепещущего пред словом Моим.
Ис 66 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сире вара — Ҫӳлхуҫана пӑрахса кайнисене, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма манӑҫа хӑварнисене, Гад валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлекенсене, Мени валли тулли курка ирӗлчӗк хатӗрлекенсене — 12. Эпӗ сире хӗҫпе пӗтмелле тӑвӑп, эсир вара пурте хӑвӑра пустарма чӗркуҫленсе ларатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм те — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр; каларӑм та — эсир итлемерӗр, анчах Манӑн куҫӑм умӗнче усал ӗҫ турӑр, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илтӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: иҫӗм сапакине сӗткен тулса ҫитсессӗн: «ан амант ӑна, вӑл — пиллӗхлӗ» теҫҫӗ; Хамӑн чурамсемшӗн Эпӗ те ҫапла тӑвӑп, пурне те пӗтермӗп, 9. Иаковран вӑрлӑх хӑварӑп, Иудӑна Хамӑн тӑвӑмсен еткерҫи тӑвӑп, ҫакна Эпӗ суйласа илнийӗсем тивӗҫ пулӗҫ, унта Манӑн чурамсем пурӑнӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сана пӑрахса хӑварнӑччӗ, сана кураймастчӗҫ, ҫавӑнпа сан урлӑ никам та ҫӳреместчӗ, ун вырӑнне сана ӗмӗрлӗхех асла кӑларӑп, ӑруран ӑрӑвах телейлӗ тӑвӑп.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ никӗсне рубин хурӑп, санӑн никӗсне сапфиртан хывӑп; 12. чӳречӳсене рубинран тӑвӑп, хапхусене — ӗнчӗрен, мӗнпур хӳмӳне хаклӑ чулсенчен тӑвӑп.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ырӑ вӑхӑтра илтрӗм Сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм Сана; Эпӗ Сана упрӑп, ҫӗре ҫӗнӗрен ҫӗнетмешкӗн, пушанса юлнӑ еткере еткерҫӗсене тавӑрса памашкӑн, хупса лартнисене: «тухӑр» темешкӗн, сӗмлӗхрисене: «курӑнӑр» темешкӗн халӑхшӑн халал тӑвӑп Сана.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл ҫапла каларӗ: Иаков сыпӑкӗсене ҫӗнетме, Израилӗн йӑлкӑмне каялла тавӑрма ҫеҫ Манӑн чурам пулмӑн Эсӗ, Манӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитиех сарӑлтӑр тесе, Эпӗ Сана халӑхсемшӗн ҫутӑ тӑвӑп.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ ӑна тӳрӗлӗхе кура ҫӗклерӗм, унӑн мӗнпур ҫулне тикӗс тӑвӑп.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑрах чӗнмерӗм Эпӗ, тӳсрӗм, тытӑнса тӑтӑм; халӗ вара ҫуратакан арӑм пек кӑшкӑрӑп, пӗтӗмпех аркатӑп, хыпса ҫӑтӑп; 15. тусемпе сӑртсене пушатса хӑварӑп, унти мӗнпур курӑка хӑртса ярӑп; юханшывсенчен утравсем тӑвӑп, кӳлӗсене типӗтӗп; 16. суккӑрсене вара хӑйсем пӗлмен ҫулпа ертсе кайӑп, вӗсене паллӑ мар ҫулсемпе илсе ҫӳрӗп; сӗмлӗхрен вӗсен умӗнчи ҫутӑ тӑвӑп, кукӑр ҫулсене тӳрлетӗп: вӗсемшӗн акӑ мӗн тӑвӑп Эпӗ — вӗсене пӑрахмӑп.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Тусем ҫинче юхакан шывсем, айлӑмсенче ҫӑлкуҫсем уҫӑп; пушхиртен кӳлӗ, типсе хӑрнӑ ҫӗртен шыв тапписем тӑвӑп; 19. пушхирте кедр, ситтим, мирт тата ҫу йывӑҫӗ лартӑп, ҫеҫенхирте кипарис, шурӑ вӗрене тата бук йывӑҫӗсене пӗрле лартса ӳстерӗп, 20. ҫакна Ҫӳлхуҫа аллийӗ тунине, Израиль Святойӗ пултарнине пӗлччӗр, ҫакна курччӑр, тӗсесе пӑхчӑр, ӑнланччӑр.
Ис 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Ман ирӗкӗмпе ун патне ҫил пӗр хыпар ҫитерӗ те, вӑл каялла хӑй ҫӗрне таврӑнӗ, вара Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫӗрӗнчех хӗҫпе тӗп тӑвӑп, тет, тенӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.