Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗрме сăмах пирĕн базăра пур.
сӗрме (тĕпĕ: сӗрме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кам пӗлнӗ пӗчӗк Павӑлӑн хӑлхи ҫивӗччине: пиччӗшӗ тӗпелте сӗрме купӑспа каланӑ мелодисене тепӗр кун Павлуш чиперех мандолинӑпа тӑнкӑртаттарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ак ачасем икӗ пая уйрӑлнӑ, учитель сӗрме купӑспа вылять, унпа пӗрле хӗрачасем ҫепӗҫҫӗн юрласа яраҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗн учитель сӗрме купӑспа каласа ачасене юрлаттарма пит юратнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӗрме купӑспа выляма пӗлмен ҫын ялти учитель пулма пултараймасть, тенӗ Бобровников: халӑхпа пӗрле пулас тесен — унпа пӗрле юрлама та, выляма та пӗлмелле, тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Тавайӑр, ачасем, атте юратакан юрра вӗренер, — тет те складра ӗҫлекенсене, сӗрме купӑспа каласа, «Марсельеза» кӗввине юрлаттарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тин ҫеҫ пӗҫерсе кӑларнӑ улма куклисене Укҫине аппа таса пирпе витрӗ те, ҫийӗнчен кӑшт шывпа пӗрӗхсе йӗпетрӗ (ҫапла тусан, кукӑль тулӗ калама ҫук ҫемҫе пулать, ҫу сӗрме те кирлӗ мар вара ыраш чустинчен тунӑскере).

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михала пиччӗшӗ те сӗрме купӑс каланӑ чух сылтӑм урипе тапса тӑрать-ҫке, вӑл та ҫав вырӑссенченех вӗреннӗ пулмалла, ӗненсе шухӑшлать Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ авӑк, мӑнаҫлӑ йынӑшу, ӗсӗклевпе йыхрав илтетӗп; темиҫе мӑкӑртату, хапӑл кулӑ, иртнӗлӗх пирки кулянакан ҫемӗ, — унтан Гез сӗрме купӑсне хул пуҫҫинчен вӗҫертрӗ, салхуллӑн ӗнӗрме пикенчӗ, вара ларчӗ те ман ҫине ыйтуллӑн тинкерчӗ.

Я услышал резкие и гордые стоны, жалобу и призыв; затем несколько ворчаний, улыбок, смолкающий напев о былом — Гез, отняв скрипку, стал сумрачно ее настраивать, причем сел, вопросительно взглядывая на меня.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Спенсер сӗрме купӑс концерчӗсене тӗп стенаран ҫур футра, ҫӳхе хыр хӑмисемпе сӑрнӑ пӳлӗмре ирттерме сӗнет, — унта, унӑн шухӑшӗпе, сӗрме купӑс сассин вӑйне чикӗлемешкӗн кирлӗ резонанс тупаятӑн.

Спенсер советует устраивать скрипичные концерты в помещениях, обитых тонкими сосновыми досками на полфута от основной стены, чтобы извлечь резонанс, необходимый, по его мнению, для ограниченной силы звука скрипки.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сӗрме купӑс каланӑ май Гез манӑн ҫурӑм хыҫне тӑчӗ те кӗтеселле тӗмсӗлчӗ; унтан унӑн куҫӗсем тӗлли-паллисӗр пӑхкаларӗҫ те портрет ҫинче чарӑнчӗҫ.

Играя, Гез встал, смотря в угол, за мою спину; затем его взгляд, блуждая, остановился на портрете.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Умӑмра сарӑ питлӗ, шыҫӑнчӑк куҫлӑ, сӗрме купӑсне сухалӗ айне чиксе хунӑ ҫынна куратӑп; вӑл инструментне меллӗрех вырнаҫтарас тӗллевпе пуҫне унталла-кунталла куҫарсан кулса ятӑм, Гез ҫакна асӑрхарӗ те ҫавӑнтах йӑл кулӑпа ҫиҫӗнчӗ, — мӑн кӑмӑллӑнрах, именерех.

Зрелище человека с желтым лицом, с опухшими глазами, сунувшего скрипку под бороду и делающего головой движения, чтобы удобнее пристроить инструмент, вызвало у меня улыбку, которую Гез заметил, немедленно улыбнувшись сам, снисходительно и застенчиво.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анчах эпӗ ҫакӑн пирки аса илтерсен Гез хирӗҫлесе пуҫне сулкаларӗ те яштах сиксе тӑчӗ, чӗр куҫҫисене аллисемпе ҫатлаттарса аялти ешчӗкрен сӗрме купӑс туртса кӑларчӗ.

Но на мое о том замечание Гез отрицательно покачал головой, выпрямился, хлопнул руками по коленям и вынул из нижнего ящика стола скрипку.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тумрапа сӗрме купӑс та унӑн аллинче илемлӗ кӗвӗсем шӑрантарма пултараҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Сӗрме купӑссемпе трубасен чӗтреке-хивре сирпӗнӗвне тӑруках таҫта хам ҫумрах пек илтрӗм те — чӗрем хыттӑн-хыттӑн тапма пуҫларӗ, вара, колоннӑсенчен чупса иртсен, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех вутлӑ йӗрпе касса ҫурнӑ портьерӑна куратӑп.

Вдруг, с зачастившим сердцем, я услышал животрепещущий взрыв скрипок и труб прямо где-то возле себя, как мне показалось, и, миновав колонны, я увидел разрезанную сверху донизу огненной чертой портьеру.

XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ лашасене тепӗр хут таканлатасшӑнччӗ, фельдшер икӗ витре табак пӗҫерсе хучӗ ҫавӑн валли тесе, лашасене кӑрчанкӑран сӗрме кирлӗччӗ, эсӗ пур…

Я лошадей хотел перековывать, а кроме того, табаку фельдшер два ведра напарил, от чесотки коням растирку сделать нужно, а ты…

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эпир — халиччен илтмен ӗҫ кӳнтеленӗсем! — терӗ Индиган сӗрме купӑсҫӑ пластинка катӑкне пуҫтарса чикнӗ май.

— Мы были свидетелями неслыханного! — сказал скрипач Индиган, подымая осколок и пряча его.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Сӗрме купӑсҫӑ тӑчӗ те — кавир ҫине пирус тӗпӗсене пере-пере кабинетра ирчченех каллӗ-маллӗ хутларӗ.

Скрипач встал и до утра ходил по кабинету, забрасывая ковер окурками папирос.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Сӗрме купӑс шӑпланчӗ, картиш кӗтесӗнче такам кӑкӑрӗнчен: «Эхма!» — тесе вӗрсе кӑларчӗ; Трумов шӑртланса кулса ячӗ, кӑкӑрӗ ҫумне Лефтель пуҫне пӑчӑртарӗ те ҫирӗппӗн пӑшӑлтатрӗ:

Когда скрипка умолкла и кто-то в углу двора выдохнул всей грудью: «Эхма!» — он нервно рассмеялся, пригнул к себе голову Лефтеля и твердо шепнул:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Вӑл классиксен вӑрӑмах мар, анчах вӑйлӑ япалисене янӑратать: Мендельсонпа Бетховенӑн, Шопенпа Годарӑн, Григӑн, Рубинштейнпа Моцартӑн никама хӗрхенми, тӗлӗнмелле музыки Трумова вӑйлах кисретрӗ, ҫак кӗвӗсене Ольга Васильевнӑн упӑшкин сӗрме купӑсӗ кӑларнӑран Трумов туйӑмӗсем сисӗнмеллех аманчӗҫ.

Он играл небольшие, но сильные вещи классиков: Мендельсона, Бетховена, Шопена, Годара, Грига, Рубинштейна, Моцарта. Беспощадное очарование музыки потрясло Трумова, впечатлительность его была к тому же сильно обострена появлением мужа Ольги Васильевны.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Унӑн ӗмӗчӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе Трумова хытӑрах амантасси пулнӑран — сӗрме купӑс халичченхинчен хӑватлӑрах, чаплӑрах вылять.

И так как желание его как можно больнее ранить Трумова своим искусством было огромно, то и играл он с высоким, даже для него не всегда доступным совершенством.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех