Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗнче (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юр вӑрман хӗрринчи вар тӗпне те улӑхсенчи варсен хӗвеле тӳртӗн ҫыранӗ айӗнче ҫеҫ пӗрер-икшер тӑрӑх пир сармалӑх саплӑкӑн-саплӑкӑн юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Окопра выртман, бомба айӗнче пулман, пӑшалпа тӗллесе тӑман сире…

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Йывӑҫсем айӗнче, чӑн та, хӗвелӗн антӑрлӑ-чӗнтӗрлӗ шевлисем чӗтренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви сукмакпа анаталла чупса анчӗ те ҫырма хӗррине ҫитсе тӑчӗ, — сӑрт айӗнче ним те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви турткаланса тӑмасть — вӑл хӑех пӗлет ӑшӑ ыйхӑпа рехетленсе выртасси кахал йӑли иккенне, тата хальхи вӑхӑтра — нимӗҫ фашисчӗсемпе хаяр вӑрҫӑ пынӑ тапхӑрта, вӑрҫӑ хирӗнчи тантӑшсем-салтаксем чӑлӑм куҫ хупмасӑр тӑхлан ҫумӑр айӗнче выртнӑ чух — ӑшӑ пӳртре ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрни те ҫут тӗнче умӗнче тем айӑп тунӑн тупӑнтарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Умри йывӑҫ тӗмисем айӗнче шур чечеклӗ кӗпҫесем, типсе саралнӑ, хур шӑлӗ пек шӑллӑ-шӑллӑ ҫулҫӑллӑ сухӑр вӗлтренсем сулланса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сӳтсе сапаланӑ ҫӳҫӗ айӗнче унӑн ҫурӑмӗ те, кӗлетки те курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Йӑлтах хӗвел айӗнче ларакан ҫак поселок ҫине пӑхсан, Славик хӑй те таҫта кӑнтӑр енче, хӗвел хытӑ хӗртнӗ ҫӗрте, ҫуралнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӑвак комбинезонӗ айӗнче ик хул ҫӑпали выляни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Халӗ ак тӗкӗр пек йӑлтӑртатса тӑракан чул стенасене, ҫӗр айӗнче те кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ ӳкерекен лампочкӑсене курнипе куҫ-пуҫӗ алчӑрсах кайрӗ ун.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Янкӑр таса тӳпе айӗнче пӗртте ывӑнмасӑр, пуҫа усмасӑр кӑшт шуххӑнрах та ҫӳресчӗ!!!

Куҫарса пулӑш

«Аван тӑратӑр-и!..» // Леонид Атлай. https://vk.com/id781919061?w=wall7819190 ... _248%2Fall

— Ухмантей, — пуҫне калт усрӗ те хӑйне хӑй вӑрҫса илчӗ ҫыран хӗрринчи йывӑҫ айӗнче ларакан Павӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑшт ҫӳлерех, ҫивиттин шӗвӗр кӗтесӗ айӗнче, кӗсле тытнӑ хӗрпе шӑхлич калакан йӗкӗт кӗлеткисем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Улмуҫҫи айӗнче пӗчӗк шӗвӗр сӑмсаллӑ, тӗм-хура куҫлӑ Бианка тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Картина айӗнче пӗртен-пӗр сӑмах: «Виҫҫӗн».

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ура айӗнче нӳрлӗ юр нӑтӑртатать, виҫ-тӑват утӑмрах, сылтӑмра, шӑнса ӗнтӗркенӗ Атӑл сӗлкӗшле хумӗсене лӳпперрӗн йӑвантарса юхать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унтан ним ӑнсӑртран веранда айнелле пӑхса илчӗ те тӑватӑ хура куҫ йӑлтӑртатнине курах кайрӗ: веранда айӗнче амӑшӗпе ҫури куҫӗсене ҫутатса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пурин те гимнастеркисем шӑтса-ҫурӑлса пӗтнӗ, пичӗсем ӗнсе-хуралса кайнӑ, пурин те куҫӗсемпе шӑлӗсем илемсӗр шуррӑн, тискер шуррӑн курӑнаҫҫӗ, пурте йывӑррӑн сывласа, енчен енне сулланса тӑраҫҫӗ (йӑванса кайӗччӗҫ, тӑсӑлса выртӗччӗҫ, анчах ура айӗнче — шыв, кӑвак-симӗс мӑкпа витӗннӗ тӗмескесем, ӳксе ҫӗрнӗ йывӑҫсем тата — хура-симӗс шыв).

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫырма енчен каччӑпа хӗр алла-аллӑн тытӑнса хӑпарчӗҫ, Тимуш крыльци умӗнче, карта урлӑ тӑсӑлнӑ сирень турачӗсен айӗнче, чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Халь пӑхрӗ те — шыҫӑнса кайнӑ пек кӳпшек этем иккен вӑл, мӑйӗ те ҫук, пилӗкӗ те ҫук: каска, Тимуш лупасӗ айӗнче тахҫантанпах выртакан юман каска!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех