Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫын сăмах пирĕн базăра пур.
ҫын (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Ҫӗр ҫине килекен кашни ҫын телейлӗ пулма ҫуралать, ырӑ шухӑш-ӗмӗтсемпе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Чирлӗ ҫын патне кӑнтӑрла та, ҫӗрле те кайма тивет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кашни пациент сывлӑхӗшӗн яваплӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

— Врач вӑл сӗтел хушшинче шурӑ халатпа ларакан ҫын ҫеҫ мар.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Ҫын вӑй-хӑвачӗ — Чӑваш Ене аталантармалли чи пӗлтерӗшлӗ тупра», — тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев Чӑваш Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫурхи ӗҫсем пуҫлансан унӑн хапхи умӗнчен ҫын татӑлма пӗлмест.

После начала весенних работ у ее ворот людской поток не прерывается.

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Шел пулин те, ялта пурӑнакан арҫынсем ытларах вилеҫҫӗ, малтанхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн 2015 ҫулта 4,2 пин ҫын ҫӗре кӗнӗ.

К сожалению, среди мужчин из сельской местности смертность выше, по предыдущей статистике в 2015 году 4,2 тысяч человек умерло.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вӑл чӑваш интеллигенцийӗ хушшинче паллӑ ҫын пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Революциччен - капиталист, ун хыҫҫӑн - чи чухӑн ҫын.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫапах республикӑпа илсен шкул ачисен шучӗ малашне ҫулсеренех 5 пин ҫын чухлӗ ӳссе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Пире хальхи вӑхӑтра ял-салари 30-50-шар ҫын ҫеҫ вӗренекен тӗп шкулсен шучӗ ӳсни пӑшӑрхантарать.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пӗлтӗр ку проекта тӑватӑ пин ҫурӑ ытла ҫын хутшӑннӑ.

В прошлом году в этом проекте участвовали больше четырех с половиной тысячи человек.

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кашни ҫын унта хӑйӗн валли кӑсӑкли тупатех.

Куҫарса пулӑш

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кирлӗ мар халь хуҫалӑхсене ун чухлӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Пирӗн Чӑрӑшкассисемпе Хурӑнлӑхсенче иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнчен тытӑнса йыш 7,8 пин ҫын ытла чакнӑ!

В наших Чиршкасах и в Хурынлых, начиная с прошлого года количество уменьшилась на более 7,8 тысяч человек.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хула ҫыннисем - 757472-ӗн, ялсенче пурӑнакансем - 478775 ҫын.

Городских жителей - 757472, живущих в деревне - 478775 человек.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

35,5 ҫын пурӑнакан Токиопа икӗ теҫетке миллион ҫурӑ ҫынлӑ Мехико кӑна мар, нумай ҫӗршывра пирӗншӗн пӗчӗк пек кӑна туйӑнакан поселоксем те хула статусӗллӗ.

Не только Токио с жителями 35,5 человек и Мехико с людьми в два с половиной миллиона, но и во многих странах населенные пункты, кажущиеся нам маленькими поселками, имеют статус города.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Урампа ӑнсӑртран пӗрре ҫын утса иртет.

На улице неожиданно встретишь случайного прохожего.

Хула яла парăнтарасшăн // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

«Тупӑшӑва чылай енӗпе сарма май тунӑран 22 тӗллевлӗ кӑтартуран 17-шне /77%/ пурнӑҫа кӗртнӗ, - ҫак йӗркесене пайӑрланӑ О.Ланцова. - Шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене йышӑнакан уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнчи учрежденисен хисепӗ 1,4% ҫитнӗ /малтан - 1,2%/. Патшалӑх харпӑрлӑхӗ шутланман, эмелпе ваккӑн сутӑ тӑвакан аптекӑсен йышӗ 67,3% пулнӑ, халӗ - 70%. Патшалӑх тытӑмне кӗмен, пассажирсене ҫӗр ҫинчи транспортпа турттаракан организацисен муниципалитетсен хушшинчи рейсӗсен тӳпи пӗтӗм маршрут хисепӗнче малтан 20% ҫеҫ йышӑннӑ, 74,6% таран пысӑкланнӑ».

Куҫарса пулӑш

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫав вӑхӑтрах япӑх куракан ҫын куҫпа ҫыхӑнман чир-чӗрпе нушаланма пултарать вӗт.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех