Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳрече сăмах пирĕн базăра пур.
чӳрече (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех чӳрече умӗнче вӗлтлетсе юлакан тимӗр хуласем, тӗксӗм хирти тӗксӗм юрпа витӗннӗ уйсем курӑнма пуҫларӗҫ.

Вдруг становились видны за окнами ныряющие и взлетающие провода, и темное поле открывалось, покрытое темным снегом.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кантӑкран Даша инке юратакан ҫӳҫеллӗ чӳрече каррисем курӑнаҫҫӗ, — эпӗ шӑнкӑртаттарса пӑхрӑм.

Кисейные занавески в тети Дашином вкусе виднелись за окнами, — я вдруг решился и позвонил.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл мана чӳрече патнерех сӗтӗрсе пычӗ, пур енчен те ҫавӑркаласа пӑхкаларӗ, кӑмӑлсӑр пулчӗ.

Она потащила меня к окну, осмотрела со всех сторон и осталась недовольна.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп ларакан сакка, мана чӳрече патнех хӗстерсе, пӗр пӗчӗкҫӗ карчӑк йышӑннӑ, унӑн темӗн чухлӗ ӑпӑр-тапӑр: михсем, кутамккасем, кунтӑксем, вӑл вӗсене.

А всю мою скамейку, сдвинув меня в угол, к окну, заняла маленькая старушка с бесчисленными мешками, котомками, баульчиками, она их.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Каллех хӑрушӑ шартлату, пӗлӗтрен йӑтӑнса аннӑ пек, хула ҫине ишӗлчӗ, алӑк янахӗсем тайӑла-тайӑла каяҫҫӗ, чӳрече.

И снова страшный удар, словно с неба, падает на город, раскачиваются двери, окна.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Наполеон, чӳрече патне пырса, йывӑр карра сирсе пӑрахрӗ.

Наполеон подходит к окну, отдергивает тяжелую штору.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ыйӑхӗ вӗҫнӗ император чӳрече патӗнче хутланса тӑрать, ҫӳҫене-ҫӳҫене илет.

Молча, ежась со сна, стоит у окна угрюмый император.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Наполеон чӳрече патне пырать.

Наполеон подходит к окну.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Стена урлӑшӗпех кӗнеке шкафӗсем, тӗрлӗрен кӗнеке — хулӑммисем, ҫӳхисем, хытӑ хупӑллисем, ҫемҫе хупӑллисем, тӗрлӗ ҫӗрте саланса выртать: чӳрече ҫинче, сӗтел ҫинче, ҫитменнине — диван ҫинче те.

Во всю стену стояли книжные шкафы; книги, толстые и тонкие, в переплетах и в мягкой обложке, лежали всюду — на окне, на столе и даже на диване.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шурса кайнӑ вӑл, хӑлхисем хӗрлӗ, чӳрече ҫине ларнӑ, хисепсене вӗҫӗмсӗр ӳстере-ӳстере шутлать.

Бледный, с красными ушами, он сидел на окне и все умножал и умножал без конца.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромашка ку пӳлӗмре чӳрече умӗнче шутласа ларать.

Ромашка сидел в спальне у окна и считал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хам ҫав чӳрече умнех тӑрса, аллӑмсемпе тӗрле паллӑ турӑм пулин те, вӑл мана часах кураймарӗ, ытла тарӑн шухӑша кайнӑччӗ пулас ҫав.

Так пристально и с таким вниманием, что долгое время не замечал меня, хотя я стоял под самым окном и делал знаки руками.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта пӗтӗмпех чӗриклететчӗ — алӑксем хӑйсене уйрӑм сас паратчӗҫ, чӳрече хупписем тата хӑйсене уйрӑм чӗриклететчӗҫ.

Все в этом доме скрипело — двери по-своему, ставни по-своему.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ман шутпа, Николай Антоныч патне, — хуравларӗ лешӗ, манӑн мулкача ачашшӑн кӑна чӳрече ҫине лартса.

— К Николаю Антонычу, по-моему, — ответил тот, осторожно ставя на подоконник моего зайца.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳрече хашаки ҫине хаҫат татӑкӗпе витсе типӗтме лартнӑ шапана, лашана, мулкача ҫапла пуҫҫапрӑм эпӗ.

Жабе, коню и зайцу, которые сушились на окне, прикрытые кусочками газеты.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ аяккарахра, чӳрече умӗнче, пӗр сывламасӑр тенӗ пек, пӗчӗк тӑм ҫине (ҫав тӑм ҫинче мулкач хӑлхисем те пур) пӑхса тӑратӑп.

Я стоял в стороне у окна, сдерживая дыхание, смотрел на маленький комок глины, из которого торчали заячьи уши,

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳрече хашакӗ айӗнчи шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, ҫырма шӑрши сӳлесе кӗрет.

Из щели под окном тянет свежестью, пахнет рекою.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурҫӗр иртсе виҫ сехетре чӳрече патӗнче Петька виҫӗ хут шӑхӑрмалла, ку вара пирӗн пурте йӗркеллине, ҫул ҫинче никам та ҫуккине, тармаллине пӗлтерекен сигнал пулать.

В три часа ночи Петька должен был свистнуть под окном три раза — условный сигнал: все в порядке, дорога свободна, можно бежать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ нимӗн шухӑшламасӑр, ҫумӑр тумламӗсем чӳрече куҫӗсем тӑрӑх малтан ерипен, унтан хӑвӑртран та хӑвӑрт юхса аннине вӑрахчен пӑхса тӑтӑм.

Долго, ни о чем не думая, я смотрел, как большие тяжелые капли скатывались по стеклу — сперва медленно, потом все быстрее и быстрее.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чӳрече патне пытӑм.

Я встал и подошел к окну.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех