Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярать (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн та, Николай Мартынов хайлавӗсенче тӑван тавралӑх, тӑван кӗтес, тӑван кил сӑнарӗсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсенчи ӗҫ-пуҫ та чылай чух вӑл е ку ҫын тӑван килӗнчен уйрӑлнипе е, ытларах чух, тӑван килне таврӑннипе пуҫланаҫҫӗ, е тата таҫта аякра пӑчӑхса антӑха пуҫланӑ чун тӑван кӗтесре ҫӗнӗрен сывлӑш ҫавӑрса ярать, пурнан пурнӑҫӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхса малалла пурнас хевтине тупать.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫавнашкал произведени орхидейӑ ятлӑ чечек пек: илемӗ ҫынна илӗртет, анчах шӑрши чыхӑнтарса ярать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Пӗр ушкӑнне хӑваласа ярать те йӑлтӑр-р! ҫиҫсе илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юман вара алкумне лап! туса пичӗ ҫине ӳкет те кӑшкӑрса ярать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ах, ҫапрӗ, ҫапрӗ! тесе кӑшкӑрса ярать те Юман тарма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫанталӑк пӗрре сивӗтнӗ пек пулать, тепре ӑшӑтса ярать.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атӑл ҫинчен, Сӗве ҫинчен, Сӑр шывӗнчен, Кӗтнерен, Пӑларан, Хырларан Ашапатман карчӑк килнӗ, ҫав тӗтӗрсе кӑларса ярать

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каллех хӑваласа ярать пуль, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чылайӑшне хӑй патӗнчен хуса ярать.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Евчӳсене хӑваласа кӑларса ярать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Еркинее урӑх ним те кирлӗ мар — Ухрана тупма крепӗҫре йӑвӑр мар: Пӗр туххӑмра хӑй пиччӗшне вӑл ярать Тӗппипеле мӑнастире ухтарма.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Туҫирен ту ҫинчен тупӑсемпе Емелен пырать Ҫӗрпӳ ҫинелле, Ҫав вӑхӑтрах ҫавӑрса илмелле Еркинее ярать юлансемпе.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Юлан утли юланпа Виҫ хӑлаҫлӑ сӑнӑпа Чикет, вӑрҫать салтакпа, Вуник пуслӑ ҫӗлен пек; Ҫуранни те ҫӗмӗрлен Ярать тӑшманшӑн инкек.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шӑпӑр кӗвви, туй ҫемми Чуна ҫӗклентсе ярать, Аскӑн шӑпӑр этемми Пӗтӗм чунне кӑларать:

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑна пӑхса Мулентей Пушшех ярать тилмӗрсе…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫитменнине ҫине ҫи Евчӗ ярать Еркиней, Ялта сӑмах хутаҫҫи — Вӑхӑт унтан йӳтеме!

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа та Унерпи Ӑнран кайса аптӑрать, Пит ҫӑмарти, ҫут ҫамки Сӑнран кайса тӗс ярать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мӗн те мӗн пулатех, шанчӑк пур ӗмӗтре, Ҫиментее кӗслепе ярать Питӗре…

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хурӑн ҫулпе тӑвалла Вӑл та юлан чуптарать, Касамата хупмалла Урха ҫинчен хут ярать.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урха пукан хуҫмалла Ларать хуҫа-улпутла; Мулентейӗ килленсе Сарӑ сӑра куркине Ӗҫсе ярать тӗппипе, Шаккать пуҫӗн тӳпине.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех