Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрши (тĕпĕ: шӑршӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыр йывӑҫҫисем сухӑр юхтарма тытӑнман-ха, ҫапах та вӗсен таврашӗнче аякранах сухӑр шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пыл шӑрши кӗрет, пур ҫӗрте те чечек, чечек, чечек.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫе вӗҫлесен шӑрши пӗттӗр тесе салона уҫӑлтараҫҫӗ.

Закончив работу, салон проветривается для устранения запаха.

Общество транспортне дезинфекцилеме тытӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32858.html

Хӗрсен сӑмса шӑтӑкӗсене ӗнӗк шӑрши пырса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ытти меслет те чылай: хӑй тӗллӗн пӗҫерсен, шӑла пулӑн тути те, шӑрши те ырӑ мар.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ун пек шӳрпен шӑрши те, тути те пулмасть, — пулӑҫ чысне хӳтӗлерӗ Петухов.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эльгеев пӳлӗмӗнче «хӗрарӑм шӑрши» те сисӗне пуҫларӗ, сӗтел ҫинче уйри чечексем е кӑлкан ҫыххи татӑла пӗлмерӗ, тутлӑ духи шӑрши те пӳлӗмрен сӗвӗрӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шур кӳлӗ енчен кӳкӗртлӗ водород шӑрши хускалса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сасартӑк вӑл енчен ҫӗрӗк ҫӑмарта шӑрши варкӑшса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑрши сельдь шӑршиех.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хурӑн вулли тӑрӑх шарлатса пылак сӗткен юхать, хырлӑхра сухӑр шӑрши кӗме тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗр айӗнчи лаша вити евӗр туйӑнакан нӳхрепре калама ҫук нӳрлӗ, сывлӑш таса мар — темле ҫӗрӗк кӑмпа шӑрши кӗрет тата тӗттӗм, куҫран чышсан та нимӗн те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмсана тар шӑрши пыра-пыра ҫапать.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑрши мӗне тӑрать! — терӗ Савандеев, старикӗ савӑнтарса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ура тарланипе аптранисем тӑлисене типӗтме ҫакнӑ, тар шӑрши сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алӑка уҫсанах кӑрчама шӑрши ҫенӗке тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑрши мӗне тӑрать, — хӗпӗртерӗ Ундрицов.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шӑрши хӑватлӑ, иккӗленме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗн пӑхмалли ӑна: паллах, шыв мар ӗнтӗ, арпалӑх патне ҫывхарсанах краҫҫын шӑрши кӗрет, — хуравларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Акӑ, тыт-ха, мӗн шӑрши килет? — терӗ те Поля роза ҫыххине Соня сӑмси патне илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех