Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шиклӗн сăмах пирĕн базăра пур.
шиклӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыттисене кайран килсе тытас мехелпе вӑл лӑппа шанчӑклӑ вырӑна пытарса хучӗ, — хӑй, ылтӑн тӗслӗ, сысна ҫурисем пек самӑр сазансене ҫыран хӗрринелле ывӑтнине никам та курмарӗ-ши тесе, йӗри-тавралла шиклӗн пӑхкаларӗ, унтан тин ҫапӑ ҫӗклемӗпе чӗр хулӑ ҫине тирсе пулӑсене йӑтрӗ те васкамасӑр Дон еннелле утрӗ.

Он надежно спрятал кошелку, с намерением прийти доловить оставшуюся рыбу, — опасливо оглянулся: не видел ли кто, как он выбрасывал на берег золотистых и толстых, словно поросята, сазанов, — и лишь после этого поднял вязанку хвороста и нанизанных на хворостину рыб, не спеша направился к Дону.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична кӑштах нӗшӗклесе илчӗ те, каллех тупӑсем кӗмсӗртетнӗ, унтан тата Дон леш енче пулемет шатӑртатнӑ сасӑсене пӑртак шиклӗн итленӗ хыҫҫӑн, кӑштах та пулин тыра пытарса ӗлкӗреҫ тесе, кӗлете кӗрсе кайрӗ.

А Ильинична всплакнула немного и, прислушиваясь к возобновившемуся орудийному грому и отчетливо слышимой пулеметной трескотне за Доном, пошла в амбар, чтобы припрятать хоть немного хлеба.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хуторти анкартисенче кашни хутрах минутлӑха та пулин ӗҫ чарӑнса тӑчӗ, хӗрарӑмсем шиклӗн сӑхсӑхрӗҫ, тӑванӗсене аса илсе, кӗлӗ сӑмахӗсене пӑшӑлтатнӑ май, хаш! та хаш! кулянса сывларӗҫ, унтан каллех вара йӗтемсем ҫинче чул хӑлтӑркӑчсем янӑравсӑррӑн хӑнтӑртатса кайрӗҫ, арҫын ачасем утсемпе вӑкӑрсене нулатса хӑваларӗҫ, веялкӑсем шӑлтӑртатрӗҫ, ӗҫ кунӗ каллех хӑйӗн еккине кӗчӗ.

На гумнах на минуту приостанавливалась работа, бабы крестились, тяжело вздыхали, вспоминая родных, шепча молитвы, а потом снова начинали глухо погромыхивать на токах каменные катки, понукали лошадей и быков мальчишки-погонычи, гремели веялки, трудовой день вступал в свои неотъемлемые права.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫавӑнтанпа, хирӗҫ-мӗн пулсан, вӑл Мелеховсене нихӑшне те сывлӑх сунмарӗ, сӑмса шӑтӑкӗсене саркалантарса, вӗсен умӗнчен эсрелле мӑнаҫлӑн пӑрӑнса иртрӗ, анчах Мишаткӑна ӑҫта та пулин курсан, шиклӗн йӗри-тавралла пӑхкаларӗ те, ҫывӑхра никам та ҫук пулсан, — ун патне ыткӑнса пычӗ, пӗшкӗнсе кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ, ачан хӗвелпе пиҫнӗ пӗчӗк ҫамкипе мелеховсенле сивлекрех хура куҫӗсенчен чуптуса, кулса та макӑрса, ҫыхӑнусӑррӑн пӑшӑлтатрӗ:

С той поры при встречах она не здоровалась ни с кем из Мелеховых, с сатанинской гордостью, раздувая ноздри, проходила мимо, но, завидев где-нибудь Мишатку, пугливо оглядывалась и, если никого не было поблизости, подбегала к нему, наклонившись, прижимала его к груди и, целуя загорелый лобик и угрюмоватые черные, мелеховские глазенки, смеясь и плача, бессвязно шептала:

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫывӑрма иртерех выртнӑ Ильинична, пӳртри кӗмсӗр-кӗмсӗре илтсе, вырӑн ҫинчен шиклӗн сиксе тӑчӗ, анчах мӗн пулса иртнине курсан чӑтаймарӗ, старикне вӑрҫса илчӗ:

Ильинична, рано улегшаяся спать, заслышав шум, испуганно вскочила, но, рассмотрев, в чем дело, не вытерпела, попрекнула старика:

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аллаппипе сулахай кӑкӑрне шиклӗн пӑчӑртаса тытса, вӑл майӗпен кӑна крыльцаран анчӗ.

Он сошел с крыльца, испуганно прижимая к левой стороне груди ладонь.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Чупса-чупса тупрӑн пулать иккен!.. — Наталья аллисемпе шиклӗн те хуйхӑллӑн пӗҫҫисене шарт ҫапса илчӗ.

— Догулялась!.. — Наталья испуганно и горестно всплеснула руками.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӑна Дарья ҫак кунсенче ытла та сӑнран улшӑнни тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: питҫӑмартисем тӗксӗмленсе хухнӑ, ҫамки ҫинче тарӑн пӗркеленчӗк йӗр чалӑшшӑн картланнӑ, куҫӗсем хуйхӑллӑн та шиклӗн ҫуталса пӑхаҫҫӗ.

Ее поразила перемена, происшедшая с Дарьиным лицом за эти дни: щеки осунулись и потемнели, на лбу наискось залегла глубокая морщинка, в глазах появился горячий тревожный блеск.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий, куҫӗсене шиклӗн чаркаласа ларакан Копылов еннелле ҫаврӑнса пӑхмасӑр, карттусне пусса лартрӗ те алӑк патнелле утса кайрӗ.

Григорий, не обращая внимания на отчаянные взгляды Копылова, нахлобучил фуражку, пошел к дверям, На пороге он остановился, сказал:

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах Наталья шиклӗн хуравларӗ:

Но Наталья испуганно ответила:

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тавах-ха турра, — шиклӗн хуравларӗ кил хуҫи хӗрарӑм, Григорипе йӑмӑкӗ хушшинчи ҫыхӑнусем ҫинчен темле пулсан та илтнӗскер тата Аксиньйӑн упӑшкипе еркӗнӗ ҫакӑн пек пӗр ӑнсӑртран тӗл пулнинчен ним ыррине те кӗтменскер.

— Слава богу, — испуганно ответила ему хозяйка, безусловно осведомленная об отношениях Григория с ее племянницей и не ожидавшая от этой нечаянной встречи мужа и любовника ничего доброго.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унран пӗр-икӗ утӑм хыҫалта казаксем кӗпӗрленсе тӑнӑ та офицерсем ҫине, йӗнерсем ҫине, ӑратлӑ, анчах ҫул ҫинче хӑвӑрӑлнӑ лашасем ҫине савӑнса та мӗншӗнне хӑйсем те ӑнланмасӑр шиклӗн тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

В двух шагах позади него толпились казаки, со смешанным чувством радости и неосознанного беспокойства рассматривая офицеров, седла, породистых, но истощенных переходом лошадей.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Тен, пурнех те мар пулӗ… — хальхинче иккӗленсе хуравларӗ Мишатка, асламӑшӗ шиклӗн куҫне-пуҫне чарса пӑхнипе ҫухалса кайнӑскер.

— А может, и не всеми… — уже неуверенно отвечал Мишатка, сбитый с толку отчаянными взглядами бабки.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Таҫта ҫухалса ҫӳрет, — анаслакаласа хуравларӗ те Прохор ҫавӑнтах шиклӗн шухӑшласа илчӗ:

Запропала где-то, — ответил Прохор, позевывая, и тотчас же со страхом подумал:

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья ҫывӑрса выртакан, чечеке ларса пӗтнӗ шӑлан тӗмӗ ӑшне юхса кӗчӗ те, ҫулҫӑсем юмахри шуйхатнӑ симӗс кайӑк кӗтӗвӗ пек шиклӗн ҫатӑлтатма тытӑнчӗҫ, кӗрен ҫеҫкесем тӑкӑна пуҫларӗҫ.

Падал на доцветающий куст шиповника, под которым спала Аксинья, и тогда, словно вспугнутая стая сказочных зеленых птиц, с тревожным шелестом взлетали листья, роняя розовые перья-лепестки.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Кам пултӑр, мӗнле те пулин уполномоченнӑй пулас, — терӗ Аникей шиклӗн хӑй ӑшӗнче.

«Не иначе какой-нибудь уполномоченный, — испуганно отметил про себя Аникей.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Яр, Ромкӑ! — хаваслӑн та шиклӗн кӑшкӑрса ячӗ Ксени.

— Пусти, Ромка! — с радостным испугом закричала она.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— «Хӗрлӗ маякра» темӗнле ЧП, — пӑшӑлтатрӗ Варенькӑ, хура дерматин сӑрнӑ кабинет алӑкӗ ҫине шиклӗн куҫ хӳрипе пӑхса.

— Какое-то ЧП в «Красном маяке», — зашептала Варенька, испуганно косясь на обитую черным дерматином дверь кабинета.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Мӗн те пулин сиксе тухман пуль те унта?» — шиклӗн шухӑшларӗ Иннокентий.

«Уж не стряслось ли там чего?» — с привычной мнительностью подумал он.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗн кирлӗ сана, Аникеюшка? — шиклӗн пӑшӑлтатрӗ Серафима, малти пӳлӗмне чупса кӗрсе.

— Что с тобой, Аникеюшка? — вбежав в горенку, испуганно зашептала Серафима.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех