Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ухмах ҫын тымар мӗнле янине куртӑм эпӗ, унӑн килне-ҫуртне ҫавӑн чухнех ылхантӑм.3. Видел я, как глупец укореняется, и тотчас проклял дом его.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл тӑп чарӑнчӗ, анчах эпӗ унӑн тӗсне-йӗрне тӗшмӗртеймерӗм — куҫӑм умӗнче сӑнарӗ ҫеҫ курӑнса тӑчӗ; вӑштӑр ҫил, — эпӗ сасӑ илтрӗм: 17. этем Турӑран тӳрӗрех-им, ҫын хӑйне Пултараканран тасарах-им?
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах арӑмне Иов ҫапла каланӑ: эсӗ пӗр-пӗр ӑссӑр ҫын пек калаҫатӑн.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн пекех унта иудей ҫынни Мардохей ӗнтӗ Артаксеркс патша ҫумӗнче иккӗмӗш ҫын пулнине, иудейсем хушшинче мухтавлӑ пулнине, йышлӑ тӑванӗсем ӑна мӗнле юратнине ҫырса хӑварнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй халӑхне ырӑ тӑвасшӑн пулнӑ, хӑйӗн пӗтӗм йӑхне хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа та, ҫырура мӗн каланине шута илсе тата хӑйсем мӗн курнине, мӗн шухӑшланине шута илсе, 27. иудейсем хӑйсем валли, хӑйсен ачисем валли, вӗсем енне куҫнӑ мӗнпур ҫын валли ҫапла йышӑннӑ: ҫак икӗ куна, ҫырура кӑтартнӑ пек, кашни ҫул хӑй вӑхӑтӗнче уявлас; 28. ҫак кунсене асра тытас, вӗсене кашни ӑрура, кашни сыпӑкра, кашни ҫӗрте, кашни хулара уявлас; ҫак Пурим кунӗсем ӗмӗрлӗхех асра юлччӑр, вӗсене иудейсем ан пӑрахӑҫлаччӑр, ҫак уява вӗсен ачисем те манӑҫа ан кӑларччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав кунах тӗп хулара, Сузӑ хулинче, мӗн чухлӗ ҫын вӗлернине патшана пӗлтернӗ.11. В тот же день донесли царю о числе умерщвленных в Сузах, престольном городе.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мардохей ӗнтӗ патша ҫуртӗнче аслӑ ҫын шутланнӑ, унӑн чапӗ пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑ, Мардохей ҫӳлерен ҫӳле ҫӗкленнӗ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Артаксеркс патша Эсфире хуравласа каланӑ: хӑй чӗринче ҫавӑн евӗрлӗ усал шухӑш тытма хӑйнӑ ҫын кам вара вӑл, ӑҫта вӑл?
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8. патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9. ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ; 8. Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сузӑ хулинче, тӗп хулара, Мардохей ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, вӑл Вениамин йӑхӗнчен тухнӑ иудей ҫынни пулнӑ, ун ашшӗ Иаир пулнӑ, Иаир ашшӗ — Семей, Семей ашшӗ Кис пулнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗҫкӗ-ҫикӗ ӗретлӗ те танлӑ пынӑ, никам та никама хистемен, мӗншӗн тесессӗн патша хӑй керменӗнче ӗҫлекенсене ҫавӑн пек тума, кашни ҫын кӑмӑлне шута илме хушнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл тыткӑна лекнӗ ҫын пулнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Аслӑ Артаксеркс иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, нисан уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче, Мардохей — Сузӑ хулинче пурӑнакан иудей, чаплӑ ҫын, патша керменӗ таврашӗнче ӗҫлесе тӑраканскер — тӗлӗк курнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Лешӗ ун уринчи сантали ҫине ытараймасӑр пӑхрӗ, арӑм илемӗ унӑн чунне парӑнтарчӗ; ҫав ҫын мӑйӗ хӗҫ айне лекрӗ.9. Ее сандалии восхитили взор его, и красота ее пленила душу его; меч прошел по шее его.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗннӗ ҫӗре ҫитсен, вӑл халӑх хушшинчи пӗр ҫын аллинче Олоферн пуҫне курсан ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та шалтӑрах вӑйран кайнӑ.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ир пулсан, хӗвел тухсассӑн, кашнийӗ хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрлантӑр, мӗнпур вӑйпитти ҫын хула тулашне тухтӑр, вӗсене ҫулпуҫ парӑр, вара айлӑма анма, Ассур ывӑлӗсен малта тӑракан хуралне хирӗҫ тухма шутланӑ пек тӑвӑр, анчах хӑвӑр айлӑма ан анӑр.
Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ эпир санӑн ӑслӑлӑху ҫинчен, эсӗ епле чее ӑслӑ пулни ҫинчен илтнӗ, пӗтӗм патшалӑхра пӗр эсӗ ҫеҫ ыррине, эсӗ нумай пӗлекен ҫын иккенне, вӑрҫӑ-ҫапӑҫура тӗлӗнмелле паттӑр пулнине пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑрать.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара хӑйсен хушшинчен ҫӗр ҫын суйласа илсе, вӗсене Иудифьпе унӑн тарҫине сыхласа пыма хушнӑ, лешӗсем вӗсене Олоферн чатӑрӗ патне илсе кайнӑ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Апла пулсан, хуҫамӑр, ку халӑхпа ахаль вӑрҫӑри пек ан ҫапӑҫ — вара сан халӑху хушшинчен пӗр ҫын та пӗтмӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.