Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Эпӗ Ӑна хамах курӑп; ҫын куҫӗпе мар, хамӑн куҫӑмпа курӑп.27. Я узрю Его сам; мои глаза, не глаза другого, увидят Его.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсир вара килӗр, пурсӑр та кунта килсе тӑрӑр; сирӗн хушшӑрта эпӗ ӑслӑ ҫын курмастӑп.10. Выслушайте, все вы, и подойдите; не найду я мудрого между вами.
Иов 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ах, этем ывӑлӗсем пӗр-пӗринпе тупӑшнӑ пек, ҫын Турӑпа тупӑшмалла пулсанччӗ!21. О, если бы человек мог иметь состязание с Богом, как сын человеческий с ближним своим!
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл ӗнтӗ тустарнӑ хуласене, ҫын пурӑнман, кӗҫех ишӗлсе анасла ларакан ҫуртсене вырӑнаҫать.28. И он селится в городах разоренных, в домах, в которых не живут, которые обречены на развалины.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Йӗркесӗр ҫын хӑйне мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех асаплантарать, хӗсӗрлекен ҫынна ӗмӗр тӑршшӗ курӑнмасть: 21. унӑн хӑлхинче хӑрушлӑх сасси илтӗнсе тӑрать; тӑнӑҫлӑ пурӑннӑ хушӑрах ун ҫине пӗтермӗш килет.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пирӗн хушшӑмӑрта ватӑ ҫын, кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ та, пур, вӑл санӑн аҫунтан аслӑрах!10. И седовласый и старец есть между нами, днями превышающий отца твоего.
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ: 2. ӑслӑ ҫын пушӑ сӑмаха хирӗҫ тавӑрса калӗ-и, хӑйӗн ӑшне вӗри ҫил тултарӗ-и, 3. усӑсӑр сӑмахсемпе, хевтесӗр калаҫупа тӳрре тухма хӑтланӗ-и?
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн кунӗ шутлӑ пулсассӑн, вӑл пурӑнас уйӑхсен хисепӗ Сан аллунта пулсассӑн, ун умне иртсе каяйми чикӗ лартрӑн пулсассӑн, 6. куҫӑнтан вӗҫерт ӑна: тара кӗрӗшнӗ ҫын пек, вӑл та хӑйӗн кунӗ вӗҫлениччен канса илтӗр.
Иов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑ мана тӳрре кӑларӗччӗ: икӗ питлӗ ҫын Турӑ умне тӑрас ҫук!16. И это уже в оправдание мне, потому что лицемер не пойдет пред лице Его!
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ мӗн аркатни ҫӗнӗрен ҫӗкленмест; Вӑл хупса лартнӑ ҫын ирӗке тухаймасть.14. Что Он разрушит, то не построится; кого Он заключит, тот не высвободится.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тусӑмӑн мӑшкӑлӗ пулса юлтӑм иккен; Турра тархасласассӑн, Вӑл мана хуравлатчӗ, эпӗ, тӳрӗ те айӑпсӑр ҫын, мӑшкӑла тӑрса юлтӑм иккен.
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов вара ҫапла хуравласа каланӑ: 2. эсир кӑна ҫын иккен, эсир пулмасассӑн, ӑслӑлӑх та сыхланса юлас ҫук!1. И отвечал Иов и сказал: 2. подлинно, только вы люди, и с вами умрет мудрость!
Иов 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Наама ҫынни Софар ҫапла хуравласа каланӑ: 2. сӑмах купине хирӗҫ сӑмах тупса калама ҫук-им, нумай калаҫакан ҫын тӳрре тухать-им?
Иов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах Санӑн ӑшунта тепӗр вӑрттӑн шухӑш та пулнӑ, — пӗлетӗп, ҫав шухӑш пулнӑ Санӑн, — 14. ку ҫын ҫылӑха кӗнине астусах тӑрӑп, ҫылӑхӗшӗн ӑна хаса памасӑр хӑвармӑп, тенӗ.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Санӑн куҫу этем куҫӗ-им, Эсӗ ҫын пӑхнӑ пек пӑхатӑн-им?4. Разве у Тебя плотские очи, и Ты смотришь, как смотрит человек?
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл Хӑйӗн туйине ман патӑмран сиринччӗ, мана ан сехӗрлентеринччӗ, 35. вара эпӗ калӑттӑм, Унран хӑрамӑттӑм, мӗншӗн тесессӗн ун пек ҫын мар эпӗ.
Иов 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗлӗт шӗвелсе пырать те ҫухалать; ҫӗр тӗпне анса кайнӑ ҫын та каялла килес ҫук, 10. вӑл хӑйӗн ҫуртне каялла таврӑнаймӗ, хӑй пурӑннӑ вырӑнӗ те ӑна манса кайӗ.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Чура сулхӑншӑн тӗмсӗлнӗ пек, тара кӗрӗшнӗ ҫын хӑйӗн ӗҫӗ пӗтессе кӗтнӗ пек, 3. мана та ҫавнашкал тӗлсӗр уйӑхсем пӳрнӗ иккен, манӑн шӑпам хурлӑхлӑ каҫсем иккен.
Иов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ ӑса кӗртекен ҫын — телейлӗ, ҫавӑнпа та Пурне те Тытса Тӑраканӑн хасине ан сивле: 18. Вӑл Хӑй суран тӑвать те — Хӑех ҫыхса ярать; Вӑл Хӑй аллипе амантать те — Хӑй аллипех эмеллет.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мӗскӗн ҫынна Вӑл вӗсен хӗҫӗнчен, сӑмахӗнчен хӑтарать, ӑна вӑйлисем хӗсӗрлесрен сыхласа тӑрать; 16. ҫавӑнпа хурлӑхлӑ ҫын валли те шанчӑк пур, суянӑн та ҫӑварӗ хупӑнать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.