Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫын сăмах пирĕн базăра пур.
ҫын (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
30. Тӳрӗ ҫын ӗмӗрне те хавшаса ӳкмӗ, ҫылӑхлисем вара ҫӗр ҫинче пурӑнса кураймӗҫ.

30. Праведник во веки не поколеблется, нечестивые же не поживут на земле.

Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Усал ҫын мӗнрен хӑрать, ҫавӑ ҫитет те ӑна, тӳрӗ ҫынсенӗн ӗмӗчӗ вара пурӑнӑҫа кӗрет.

24. Чего страшится нечестивый, то и постигнет его, а желание праведников исполнится.

Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Тӳрӗ ҫын чӗлхи нумайӑшне сыхӑ усрать, ухмаххисем вара ӑсӗ ҫитменнипе пӗтеҫҫӗ.

21. Уста праведного пасут многих, а глупые умирают от недостатка разума.

Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Тӳрӗ ҫын чунне Ҫӳлхуҫа выҫӑпа асапланма памӗ, усал та хапкӑн ҫынна вара нимӗнсӗр хӑварӗ.

3. Не допустит Господь терпеть голод душе праведного, стяжание же нечестивых исторгнет.

Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Вӗрентсе каланине тӑнлӑр, ӑслӑ пулӑр, ҫавӑнтан ан чакӑр. 34. Кунӗн-ҫӗрӗн ман хапха умӗнче тӑрса, ман алӑк умӗнче хуралласах тӑрса мана итлекен ҫын — телейлӗ!

33. Послушайте наставления и будьте мудры, и не отступайте от него. 34. Блажен человек, который слушает меня, бодрствуя каждый день у ворот моих и стоя на страже у дверей моих!

Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ӑслӑлӑха: «эсӗ манӑн тӑванӑм!» те, ӑстӑнпа та тӑванлаш, 5. ҫапла эсӗ урӑх ҫын арӑмӗнчен, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран сыхланӑн.

4. Скажи мудрости: «Ты сестра моя!» и разум назови родным твоим, 5. чтобы они охраняли тебя от жены другого, от чужой, которая умягчает слова свои.

Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Ют арӑм патне чупакана та ҫавӑн пек пулӗ: ҫав арӑма тӗкӗннӗ ҫын айӑпа кӗмесӗр юлмӗ.

29. То же бывает и с тем, кто входит к жене ближнего своего: кто прикоснется к ней, не останется без вины.

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Йӗркесӗр ҫын хӑй йӗркесӗрлӗхӗн серепинех ҫакланать, вӑл хӑй ҫылӑхӗпех тӑлланать: 23. вӑл ӑса кӗменнипе вилет, ытла та ӑссӑр пулнипе пӗтет.

22. Беззаконного уловляют собственные беззакония его, и в узах греха своего он содержится: 23. он умирает без наставления, и от множества безумия своего теряется.

Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫӳлхуҫа ылханӑвӗ — ҫылӑхлӑ ҫын килӗ ҫинче, тӳрӗ ҫыннӑн кил-ҫуртне Вӑл пиллӗх парать.

33. Проклятие Господне на доме нечестивого, а жилище благочестивых Он благословляет.

Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ют арӑм ҫурчӗ вилӗм патне илсе ҫитерет, ют арӑм сукмакӗсем вилӗсем патне илсе тухаҫҫӗ; 19. ун патне кӗнӗ ҫын пӗри те каялла таврӑнмасть, пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫине те тӑмасть.

18. Дом ее ведет к смерти, и стези ее - к мертвецам; 19. никто из вошедших к ней не возвращается и не вступает на путь жизни.

Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Соломонӑн — Давид ывӑлӗн, Израиль патшийӗн — ытарӑшӗсем 2. ӑслӑлӑха, вӗрентсе каланине ӑнланма, ӑслӑ-тӑнлӑ сӑмаха ӑнкарма кирлӗ; 3. ырӑ йӑла-йӗркене, тӳрӗ сутпа тӗрӗслӗхе, тӳрӗлӗхе хӑнӑхма кирлӗ; 4. айваннисене тавҫӑрулӑх, яш ачана пӗлӳ тата вичкӗн ӑс пама кирлӗ; 5. ӑсли итлӗ те — пӗлӳлӗхне хушӗ, тӑнлӑ ҫын та ӑслӑ канаш тупӗ; 6. ытарлӑн каланине, вӑлтса калаҫнине, ӑсчахсен сӑмахне, вӗсен юптарӑвӗсене ӑнланма кирлӗ.

1. Притчи Соломона, сына Давидова, царя Израильского, 2. чтобы познать мудрость и наставление, понять изречения разума; 3. усвоить правила благоразумия, правосудия, суда и правоты; 4. простым дать смышленость, юноше - знание и рассудительность; 5. послушает мудрый - и умножит познания, и разумный найдет мудрые советы; 6. чтобы разуметь притчу и замысловатую речь, слова мудрецов и загадки их.

Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хӑйне Иаков Турри пулӑшакан ҫын телейлӗ: вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — 6. тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, унта мӗн пуррине пултарнӑ, ӗмӗрӗпе тӳрӗлӗхне упракан, 7. мӗскӗнсене тӳрре кӑларакан, выҫӑхнисене ҫӑкӑр паракан Турра — шанса пурӑнать.

5. Блажен, кому помощник Бог Иаковлев, у кого надежда на Господа Бога его, 6. сотворившего небо и землю, море и все, что в них, вечно хранящего верность, 7. творящего суд обиженным, дающего хлеб алчущим.

Пс 145 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эй Ҫӳлхуҫа! ҫын мӗнех вӑл? — Эсӗ ӑна пӗлетӗн; мӗнех вара вӑл этем ывӑлӗ? — Эсӗ уншӑн тӑрӑшатӑн.

3. Господи! что есть человек, что Ты знаешь о нем, и сын человеческий, что обращаешь на него внимание?

Пс 143 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Тӑшман манӑн чунӑма йӗрлесе ҫӳрет, пурӑнӑҫӑма пылчӑк ӑшнех таптаса кӗртрӗ, ӗмӗрлӗхе вилнӗ ҫын пек сӗмлӗхре пурӑнмалла турӗ, 4. ӗнтӗ чунӑм та хавшаса ҫитрӗ, ӑшӑмра чӗрем те туйми пулчӗ.

3. Враг преследует душу мою, втоптал в землю жизнь мою, принудил меня жить во тьме, как давно умерших, - 4. и уныл во мне дух мой, онемело во мне сердце мое.

Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Усал чӗлхеллӗ ҫын ҫӗр ҫинче тытӑнса ан тӑрайтӑр; хӗсӗрлекен ҫынна хӑйӗн усаллӑхӗ хыҫран хӑвалатӑр.

12. Человек злоязычный не утвердится на земле; зло увлечет притеснителя в погибель.

Пс 139 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эй Ҫӳлхуҫа, усал ҫын аллинчен хӑтарсам мана, хӗсӗрлекенсенчен сыхласам: вӗсем ман урана такӑнтарма шутларӗҫ.

5. Соблюди меня, Господи, от рук нечестивого, сохрани меня от притеснителей, которые замыслили поколебать стопы мои.

Пс 139 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Килӗнте — арӑму, ҫырлаллӑ иҫӗм пултранки евӗрлех вӑл; сӗтелӳ тавра — ывӑлусем, ҫу йывӑҫӗн хунавӗ евӗрлӗ вӗсем: 4. Ҫӳлхуҫаран хӑракан ҫын ҫапла пиллӗхлӗ пултӑр!

3. Жена твоя, как плодовитая лоза, в доме твоем; сыновья твои, как масличные ветви, вокруг трапезы твоей: 4. так благословится человек, боящийся Господа!

Пс 127 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Хӑйӗн йӗннине ҫавна тултарнӑ ҫын телейлӗ!

5. Блажен человек, который наполнил ими колчан свой!

Пс 126 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫамрӑк ывӑлсем — вӑйлӑ ҫын аллинчи ҫӗмренсем пек.

4. Что стрелы в руке сильного, то сыновья молодые.

Пс 126 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Эпӗ лӑпкӑ ҫын: анчах калаҫа пуҫлатӑп ҫеҫ — вӗсем вӑрҫӑ вӑрҫасшӑн.

7. Я мирен: но только заговорю, они - к войне.

Пс 119 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех