Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Нехелам ҫыннине Шемаияна кала: 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: эсӗ хӑвӑн ятупа Иерусалимри пӗтӗм халӑх патне, Маасея ывӑлӗ Софония священник патне, ытти мӗнпур священник патне ҫыру янӑ, 26. ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Софония, Ҫӳлхуҫа сана Иодай священник вырӑнне священника лартрӗ, санӑн Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗшӗн яваплӑ пулмалла, хӑйне хӑй ухмаха тухнӑ ҫын пек тыткалакана, пророкла калаҫма чӑрсӑрланакана санӑн тӗрмене лартмалла, каска тӑлӑпа тӑлламалла: 27. мӗншӗн-ха эсӗ Анафоф Иеремийине хӑвӑр патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳреме чармастӑн?
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрӗ, тыткӑна лекнӗ мӗнпур ҫын Вавилонран ҫак вырӑна таврӑнасси ҫинчен каланӑ сӑмахусене Ҫӳлхуҫа вырӑна килтертӗрех!
Иер 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне священниксемпе пророксем пуҫлӑхсене тата пӗтӗм халӑха ҫапла каланӑ: ку ҫын вилме тивӗҫлӗ! вӑл ҫак хулана хирӗҫ пророкла каласа ҫӳрет, ӗнтӗ эсир хӑвӑр хӑлхӑрпа хӑвӑр илтрӗр! тенӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑнпа вӗсене ҫак пӗтӗм сӑмаха каласа пар: Ҫӳлхуҫа ҫӳлтен кӗмсӗртеттерсе ярӗ те Хӑйӗн сӑваплӑ ҫуртӗнчен сасӑ парӗ; Хӑй кӗтӳлӗхӗ тӗлӗнче хӑрушшӑн кӗмсӗртеттерӗ; Вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакан мӗнпур ҫын ҫине юхтаркӑчра иҫӗм таптакан евӗрлӗ кӑшкӑрса ярӗ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Хамӑн ятӑмпа хисепленекен ҫак хула ҫине Эпӗ хӗн-хур яратӑп пулсассӑн, эсир хаса курмасӑр юлайӑр-и вара? Ҫук, хаса курмасӑр юлаймӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакан мӗнпур ҫын ҫине хӗҫ яратӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫапла калаҫҫӗ: «ҫак ҫын — Иехония — хисепрен тухнӑ йӗрӗнчӗк ҫын-шим вара? е вӑл никама та кирлӗ мар савӑт-ши? мӗншӗн-ха ӑна, унӑн кил-йышне кӑларса ывӑтнӑ, хӑйсем пӗлмен ҫӗршыва хӑваласа янӑ?» теҫҫӗ.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16-17. Ҫӳлхуҫа аркатса тӑкнӑ, хӗрхенсе тӑман хуласене мӗн пулнӑ, ҫав ҫынна та ҫавӑн пекех пултӑр; аннене манӑн тупӑкӑм туса, унӑн варне ӗмӗрлӗхе пӗтӗ хӑварса мана варта чухнех вӗлерменшӗн ҫав ҫын ирсерен йӗрсе йӑлӑннине, кӑнтӑрла вара уласа йӗнине илтсе тӑтӑр.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Аттеме хыпар илсе килнӗ, ӑна: «санӑн ывӑл ҫуралчӗ» тесе тем пекех савӑнтарнӑ ҫын ылханлӑ пултӑр.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ мана улталарӑн, эпӗ улталантӑм; Эсӗ манран хӑватлӑрах та — ҫӗнтертӗн; кулленех манран ҫын кулать, пӗри те пӗри мана мӑшкӑллать.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пасхор, эсӗ хӑв та, сан ҫуртунта пурӑнакан пур ҫын та тыткӑна каятӑр; Вавилона ҫитсе ҫавӑнта вилӗн, сана хӑвна та, эсӗ суя пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ тусусене те ҫавӑнтах пытарӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫана ӗненекен, Ҫӳлхуҫана шанакан ҫын пиллӗхлӗ.7. Благословен человек, который надеется на Господа, и которого упование - Господь.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл пушхирти йӗплӗ тӗмӗ пек пулӗ, вӑл ыррине кураймӗ, чуллӑ пушхире, ҫын пурӑнман тӑварак ҫӗр ҫине вырӑнаҫӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. «Хуйхӑ ҫитрӗ мана, аннеҫӗм, эсӗ мана пӗтӗм ҫӗршывпа тавлашса та харкашса пурӑнакан ҫын пулма ҫуратса янӑ! эпӗ никама та усламла укҫа паман, мана та никам та усламла укҫа паман, анчах пурте мана ылханаҫҫӗ».
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Мӗншӗн-ха Эсӗ аптӑраса ӳкнӗ ҫын пек, ҫӑлма пултарайман ҫар ҫынни пек? Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ — пирӗн хушшӑмӑрта-ҫке, эпир Санӑн ятупа хисепленетпӗр; ан пӑрахсамччӗ пире.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн-ха ҫак ҫӗр ҫинче Эсӗ ютран килнӗ ҫын пек, ҫӗр каҫма кӗнӗ иртен-ҫӳрен пек?Для чего Ты - как чужой в этой земле, как прохожий, который зашел переночевать?
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пӗлӳсӗр ҫын ӑссӑрла хӑтланать, шӑратса йӗрӗх ӑсталакан хӑйне намӑса хӑварать: вӑл тунӑ йӗрӗх — суя япала, унра сывлӑш ҫук.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать тесе кала: ҫын виллисем хирти тислӗк пек, выракан хыҫҫӑн выртса юлакан кӗлтесем пек выртса юлӗҫ, вӗсене пуҫтаракан та пулмӗ.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫакна ӑнланакан ӑслӑ ҫын пур-и-ха? Ҫӗршыв мӗншӗн пӗтнине, мӗншӗн вӑл никам ҫӳреми ӗнсе-ҫунса выртакан пушхир пулса тӑнине Ҫӳлхуҫа кама калайтӑр-ха, кама пӗлтертӗр-ха?
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Акӑ ӗнтӗ ҫак вырӑна текех Тофет тесе, Енном ывӑлӗсен айлӑмӗ тесе каламӗҫ, ӑна Вилӗм айлӑмӗ тесе каламалли кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, вырӑн ҫитменнипе Тофетра ҫын пытарма пуҫлӗҫ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Иерусалим, тӑна кӗрсем, Манӑн санран сивӗнес марччӗ, Манӑн сана пушхир, ҫын пурӑнман ҫӗр, туса хӑварас марччӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.