Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шайра (тĕпĕ: шай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та чӑвашсем ҫинчен халӑх аристокрачӗсем теме май пур пуль: чӑваш хӑйне сӗтел хушшинче тирпейлӗ тытать; ӗҫре питӗ чыслӑ; ӗҫе юратса, тӗплӗн пурнӑҫлать; тус-тӑванпа килӗштерме тӑрӑшать; ҫут тӗнче ҫине ырӑ сунса пӑхать; ытти халӑх ҫыннисене те ырӑ сунать; кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра пулнине юратать; ҫипуҫ тирпейлӗхне пысӑка хурать; ҫын ӗҫре маттур-тӑк, йӗркеллӗ, чыслӑ пурӑнать-тӑк «ку — лайӑх ҫын» тесе палӑртать; ҫын ӳркевлӗ-тӗк, пысӑкрах ҫулпа утать-тӑк, «ку — начар ҫын» тесе палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Ҫакна район, республика тата регионсем хушшинче иртекен семинарсенче, фестивальсенче, конкурссенче, мастер-классенче, уҫӑ уроксем, класс тулашӗнчи ӗҫсем ҫӳллӗ шайра иртни уҫҫӑнах кӑтартса парать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх, мероприятие чӑннипех те ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкая чӑн чӑвашла чыслама мӑшӑрӗпе ывӑлӗ хутшӑннӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/14860.html

Заводри ӗҫпе ҫыхӑннӑ ертӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх - предприятие эпӗ ҫӳллӗ шайра хӑваратӑп.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Юлашки 5-7 ҫулта командӑсен хушшинче конкуренци ӳсни, ӑмӑртусене ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерни лайӑх курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Спорт кулленхи ӗҫре вӑй парать // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Аслӑ ушкӑнти вӗренекенсен пултарулӑхӗ те ҫӳллӗ шайра.

На высоком уровне и творчество учащихся старшей группы.

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Унта 2010 ҫулхи ӗҫри тӗп енсем тесе ял тӑрӑхӗсен экономикӑпа социаллӑ аталанӑвӗн программинчи кӑтартусене пурнӑҫа кӗртессине йӗркелесси, районӑн 75 ҫулхи юбилейӗпе, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗпе районӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавне хатӗрленессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫӳллӗ шайра ирттересси пулнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

«Ударник» сӑнавпа производство хуҫалӑхӗн призӗсемшӗн кӑҫал пӗрремӗш хут пулсан та, ӑмӑрту ҫӳллӗ шайра иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Район администрацийӗ те физкультурӑн социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшне лайӑх ӑнланать, мӗншӗн спортпа туслӑ пулни ҫын культури мӗнле шайра пулнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Каҫхи кинон пӗрремӗш акцине республикӑра ҫӳллӗ шайра ирттерме палӑртаҫҫӗ, Чӑваш Енри хуласемпе районсенче пурӗ 130 площадка ӗҫлӗ: вӗсем культура ҫурчӗсенче, библиотекӑсенче вырнаҫӗҫ.

Первую акцию ночного кино в республике хотят провести на высоком уровне, в городах и районах Чувашии будет работать 130 площадок: они будут размещаться в домах культуры и в библиотеках.

"Кино каҫӗ" акци иртет // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.07.29

Шкулта вӗренӳпе воспитани пӗр шайра шутланса тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур ӗмӗрхи сӑнӳкерчӗк // Валентина ТРОФИМОВА. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Урок тулашӗнчи мероприятисем кунта яланах ҫӳллӗ шайра.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Вӑл тата завод директорӗ В.Десятов ӑна хывасси ҫинчен тӗрлӗ шайра сӑмах пуҫарнӑ, анчах ӗҫ вырӑнтан тапранман.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Юрий Зорин клиника ӗҫне пысӑк шайра йӗркелесе пынисӗр пуҫне общество ӗҫне те хастар хутшӑнма та вӑхӑт тупать, тӑван халӑхӑн культурине аталантарас, ырӑ йӑла-йӗркене упраса хӑварас тӗлӗшпе тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Александр Евгеньевич регионра паллӑ мероприятие лайӑх хатӗрленсе пысӑк шайра ирттернине, ҫыруҫӑсем яваплӑха туйса ӗҫленине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Ку чӗлхене ӑша хывакансем тӗрлӗ олимпиадӑра, чӗлхе ӑмӑртӑвӗнче яланах лайӑххипе палӑраҫҫӗ, тӗрлӗ шайра ҫитӗнӳ кӑтартаҫҫӗ.

Усвоившие этот язык, выделяются своими способностями на разных олимпиадах, на состязаниях по языкознанию, одерживают победу на разных уровнях.

Шупашкарти шкул хрантсуссемпе пӗр чӗлхе тупнӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12871.html

Тӗлӗнмелле, анчах Николай Федорович хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ шайра хакламаннишӗн кӳренмерӗ (е кӑтартмарӗ-и).

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Класс тулашӗнчи мероприятисем те ҫӳллӗ шайра иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫак предприятисен ертӳҫисем пирӗн студентсен квалификацийӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртаҫҫӗ, хӑйсем патне хапӑлласах ӗҫе илеҫҫӗ.

Руководители этих предприятий отмечают высокую квалификацию наших студентов, с радостью принимают к себе на работу.

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫакӑ Хусан ушкӑнӗ Японире хӑйсене ҫӳллӗ шайра кӑтартнине, вӗсене унта вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑмӑлланине пӗлтерчӗ, паллах.

Это, конечно же, было показателем того, что казанская группа представила себя достойно, их там принимали от души.

Японире — чӑваш юрри // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех