Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

раҫҫейре (тĕпĕ: Раҫҫей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ уйрӑм юрӑҫсемпе композиторсене Раҫҫейре иртнӗ ӗмӗрӗн 20-30-мӗш ҫулӗсенче тин пӗлме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Республика чапне ҫӗклекен коллектив // Хыпар. «Хыпар», 2013.04.02

Пирӗн вӗренекенсем республика шайӗнче ҫеҫ мар, пӗтӗм Раҫҫейре иртекен конкурссемпе олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

«Хамӑн пӗлӳпе, пултарулӑхпа Чӑваш Ене - унӑн промышленноҫне, ялхуҫалӑхне - усӑ кӳмешкӗн туллин усӑ курма тӑрӑшӑп. Манӑн шухӑшпа, республикӑн Патшалӑх Канашӗ - Раҫҫейре чи лайӑххи», - вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне депутатпа гендиректор пуканӗсене вице-премьерӑннипе улӑштарнӑскер.

Куҫарса пулӑш

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Микроҫырав пурне те пырса тивмест: Раҫҫейре 1985 тата 1994 ҫулсенчи тӗпчевсенче пӗр вырӑнта ялан пурӑнакан халӑхӑн 5 проценчӗ хуравланӑ, кӑҫал - 1,7, ҫав шутра Чӑваш Енре - 1,9. Урӑхла каласан пирӗн республикӑра 24 пин ҫыннӑн хӑйсем ҫинчен пӗлтерме тивет.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Халӑхпа ҫыхӑннӑ хальхи информацие пухас тата укҫа-тенке перекетлес тӗллевпе Раҫҫейре 2015 ҫулхи октябрьте микроҫырав йӗркелеме йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Раҫҫейре вара халӗ икӗ чӗлхепе служба иртет.

И сейчас в России службы проходят на двух языках.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Паянхи кунчченех Раҫҫейре чӑвашсем чиркӳре хӑйсен чӗлхипе усӑ курма ирӗк панӑ пӗртен-пӗр халӑх.

До сегодняшнего дня в России только чувашам дано право пользоваться в церкви своим родным языком.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

«Единая Россия» Чӑваш Енре сасӑсен шучӗпе Раҫҫейре 33-мӗш вырӑна кӑна йышӑннипе Николай Владимирович кӑмӑллах мар: «Эпир малти 20 регион шутне кӗме тӗллев лартнӑччӗ».

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Раҫҫейре унашкал организаци 1998 ҫултах чӑмӑртаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

2011 ҫулта Чӑваш Ен 825,2 пин тонна пухса кӗртсе федерацин Атӑлҫи округӗнче — тӑваттӑмӗш, 2012 ҫулта 900 пин тонна ытла пуҫтарса Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ӗнерхи студент каланӑ тӑрӑх — ҫакӑ йӗркеллӗ пулӑм, Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Раҫҫейре те хӑйсем вӗреннӗ вузӑн чысне 30-35 ҫула ҫитичченех хӳтӗлекен КВН хастарӗсем пур.

Как сказал вчерашний студент - это нормальное явление, не только в Чувашии, но и в России есть активисты КВН, которые защищают честь своего вуза до 30-35 лет.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Августӑн иккӗмӗш шӑмат кунӗ — Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсемшӗн пысӑк уяв — Физкультурник кунӗ.

Вторая суббота августа - большой праздник для россиян - день Физкультурника.

Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07

Ҫав вӑхӑтра Халӑх шухӑшӗн фончӗ Раҫҫейре ыйтӑм йӗркелет.

Куҫарса пулӑш

Анне палӑкӗ ҫӗнтернӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.08.02

Раҫҫейре пурӑнакансен палламан ҫын ҫине пӑхса кулма юрамасть, палланӑ ҫынпа калаҫнӑ чухне кулӑшла самантсенче кӑна кулма ирӗк пур.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Раҫҫейре пит ҫинчи куллӑн пӗлтерӗшӗ ют ҫӗршывсенчи пек мар.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Тӗпчевҫӗсем ӑмӑр сӑн-пит, калаҫнӑ вӑхӑтра пӗр-пӗрин ҫине йӑл кулса пӑхманни – Раҫҫейре пурӑнакансен наци палли тесе шутлаҫҫӗ, ҫакна ҫын начар воспитани илнипе е калаҫакана хисеплеменнипе ӑнлантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑмӑр сӑн-пит наци палли-ши? // Елена ФЕДОРОВА. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Раҫҫейре кӑна-и, ют ҫӗршывсенче те ун пирки йӗркеллӗ калаймаҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Тумла чула шӑтарать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Унашкалли Раҫҫейре урӑх ҫук.

Таких в России больше нет.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Шӑпах ун чухне ҫакӑн пек ӗмӗт те ҫуралнӑччӗ: «Эх, ентешӗмӗрсене Раҫҫейре пурӑнакан пур халӑхӑн культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштармалли самант хӑвӑртрах ҫиттӗрччӗ».

Именно тогда родилась такая мечта: "Эх, вот бы быстрей пришло время знакомить земляков культурой, традицией всех народов, проживающих в России".

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Тата, паллах ӗнтӗ, Раҫҫейре пурӑнакансем хурӑна юратни пӗр ахаль мар.

Ну и, конечно же, любовь россиян к березе неспроста.

Пурнӑҫ йывӑҫӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех