Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пульӑсем (тĕпĕ: пуля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кукленсе ларчӗ, пӑхрӗ те — карта хыҫӗнчи кӑвак кӗлеткесем йӑшӑлтатса куҫма чарӑннине курчӗ; кӗҫех унтан пӗр виҫеллӗн персе тӑма пуҫларӗҫ; пульӑсем, тӗтреллӗ тӳпен хӑмӑр шӑналӑкне курӑнман шӑтӑксемпе шӑтарса, пуҫ ҫийӗн вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ.

Она присела, увидела, как за изгородью стихло движение, а через минуту оттуда размеренно забились залпы, и, высверливая невидимые дыры в хмарной парусине неба, потекли над головами пули.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пульӑсем, ҫывӑхри вилӗмӗн асар-писер кӗввине шӑхӑрса, ун тӗлӗнченех вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ.

Пули тянули над ним близкий смертный высвист.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, пульӑсем тӗл тивнине пӗлме тӑрӑшса, тӑшманӑн сапаланчӑк речӗсем еннелле пӑхса выртрӗ, сиксе тӑрса, ытти пулеметчиксем патне чупрӗ.

Минуту вглядывался в направлении залегшей цепи противника, стараясь определить попадание, потом, вскочив, побежал вдоль цепи к остальным пулеметам.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑрман айккинчи сӗвек уҫланкӑра пульӑсем, чулсем ҫине пыра-пыра ҫапӑнса, аяккалла сирпӗне-сирпӗне каяҫҫӗ.

На пологой площадке у леса рикошетили пули.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пульӑсем чулсем ҫумне типпӗн те ҫивӗччӗн пыра-пыра тӑрӑннине; пӑшал сассисем таврана кисретсе кӗрӗслетнине нихҫанхинчен те шикленерех итленӗ май, Григорий чӗтрекен тутипе кӗрпеклӗ вӗтӗ юра ҫине-ҫинех ҫӑтӑхса хыпрӗ.

Он жадно хватал дрожащими губами рассыпчатую снежную пыль, с небывалым страхом и дрожью вслушиваясь в сухое и резкое пощелкивание пуль и во всеобъемлющий грохот выстрелов.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурӑлакан пульӑсем, вӑрман тӑрӑх шӑхӑрса вӗҫсе, хыр йӗпписене тӑка-тӑка хӑвараҫҫӗ, хырсен вуллисене шӑйӑрса чӗрпеклеҫҫӗ, хура ҫӗлен евӗр чашкӑрса, ҫӗр ӑшне чӑмаҫҫӗ те, мӗн ҫине те пулин ҫивӗччӗн тӑрӑнса, шартлатса ҫурӑлса каяҫҫӗ.

По лесу, осекая хвою, щепя сосны, с гадючьим шипом зарываясь в землю, скакали и, чмокая, рвались разрывные пули.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пӗр самантлӑха хӑй шухӑшӗнчен хӑй хӑраса чӗтресе ӳкрӗ, анчах та каллех атакӑн хӑрушӑ картинӗсем, хӑй вилнӗ лаши ҫинчен тӑрсан, каллех пульӑсем касса кайнипе ҫӗре персе анни куҫ умне тухса тӑчӗҫ.

Он на минуту ужаснулся своим мыслям, но воображение вновь вылепило страшную картину атаки и того момента, когда он поднялся с убитого коня и упал, срезанный пулями.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хурӑнсем хушшипе чакак пек чакӑлтатакан пульӑсем шӑхӑрса тухрӗҫ.

Пронзительным сорочьим чечеканьем, разбрызг воющих пуль пронизал березки.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Паян, эпӗ пульӑсем айӗнче пынӑ чух урса кайнипе шӑлт чӗтрене ертӗм.

Когда мы сегодня шли под огнем, я дрожал от бешенства.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуҫи, аллисемпе ҫӗре перӗнес пекех пӗшкӗнсе, хӑй пуҫӗ ҫийӗн пульӑсем шӑхӑрнӑ чухнехи пекех хӑраса, килнелле вӗҫтерчӗ.

Хозяин, пригибаясь, почти цепляя руками землю, словно над ним взыкали пули, побежал к дому.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пулемет казаксен пуҫӗ ҫийӗн, татти-сыпписӗр сапаласа, пульӑсем шӑхӑртать; пульӑсем малти тата утсен урисем айӗнчи тусана мамӑк татӑкӗ пек таткаласа ҫӗклентереҫҫӗ.

Пулемет без передышки стлал над головами казаков веером разбегающийся визг пуль; они рвали впереди и под ногами лошадей ватные хлопья пыли.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫ урлӑ пульӑсем шӑхӑрса каҫнӑ пирки вӑл пуҫне учӗн тарлӑ мӑйӗ ҫумне пӗшкӗртнӗ, хӑйӗн сӑмси шӑтӑкӗсене лашан хӗрхӳ тарӗ шӑрши кӑтӑклать.

Свист перелетавших пуль заставлял его клонить голову к мокрой шее коня, в ноздри ему бил острый запах конского пота.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Таҫта ҫӳлте малтанхи пульӑсем чвинклетсе илчӗҫ, вӗсем, вӑрӑммӑн вшинлетсе, пуҫ ҫийӗпе, кантӑк пек ӑмӑрланса тӑракан пӗлӗт ҫумӗпе шӑхӑрса иртеҫҫӗ.

Первая цвинькнула где-то высоко пуля, тягучий свист ее забороздил стеклянную хмарь неба.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пуҫланчӗ вара сӑртра асар та писер ҫапӑҫу: хӗҫсем вӑшлатаҫҫӗ пульӑсем вӗҫеҫҫӗ, кӗҫенеҫҫӗ те тапӑртатаҫҫӗ утаҫҫӗ.

И пошла по горам потеха, и запировал пир: гуляют мечи, летают пули, ржут и топочут кони.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӑшман снарячӗсем типӗ вар ҫийӗнчен вӗҫсе иртсе вӑрман варрине ӳкрӗҫ, темиҫе пая уйрӑлса ҫурӑлакан пульӑсем, кайӑксен ушкӑнӗ чӗвӗлтетнӗ пек, шӑхӑрса вӗҫрӗҫ.

Над оврагом проносились в глубину леса вражеские снаряды и пощелкивали, как стаи птиц, разрывные пули.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Траншейӑра хумханса ӳкнӗ, чупкалама пуҫланӑ, пыр тӗппӗн кӑшкӑрса команда панисем илтӗннӗ, пульӑсем шӑхӑрса вӗҫме пуҫланӑ.

В траншее заволновались, забегали, раздалась гортанная команда, засвистели пули.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Автоматран вӑрӑммӑн пени илтӗнсе кайнӑ, пульӑсем шыв ҫинче пӗчӗк фонтансем сиктеркелесе кӑларнӑ.

Последовала длинная очередь из автомата, фонтанчики подскакивали от пулевых ударов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Пуҫ ҫийӗнчех пульӑсем шӑхӑрман вӑхӑтра вӑл, темле сисӗмпе-ҫке, танк ҫывӑхрах маррине чухлакалатчӗ.

Когда не слышно было пуль над головой, он каким-то особенным чутьем определял, что танк еще далеко.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пульӑсем пӗрре бруствер ҫине тирӗнеҫҫӗ, тепре бруствер ҫинчи юра сирпӗтсе илеҫҫӗ.

Пули врезались то перед бруствером, то со свистом прошивали снег на его гребне.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«Халь ӗнтӗ ӑҫта шуйттана каймалла унта? — шухӑшларӗ Олейник, пульӑсем ҫывӑхрах шӑхӑрнине кура кашни минутрах хутлана-хутлана илсе.

«Куда уж тут теперь к черту пойдешь? — подумал Олейник, каждую минуту сжимаясь от близкого свиста пуль.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех