Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗн сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗн (тĕпĕ: тӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗншӗн тесен эсӗ, моряк пулнӑскер, тӗн тӗшмӗшлӗхне мӑй таранах кӗрсе ӳкнӗ.

— Да потому, что ты, бывший морячок, по самые уши залез в религиозные предрассудки.

XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Анчах тӗн аташӑвӗпе кӗрешме аплах пултарас ҫук эсӗ, ӑна пӑсса хума вара чиперех, ах, чиперех пултарӑн!

— Но из тебя плохой борец против религиозных предрассудков, а вот напортить в этом деле ты можешь основательно, ох, основательно!

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тӑрук санӑн ҫав тӗн тӗлӗшпе хӗрарӑмсемпе хирӗҫӳ тухса каять?

А ну, не ровен час, у тебя с бабами неувязка выйдет на почве религиозного недоумения?

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ун бригадинче пурте тенӗ пекех турра пуҫ ҫапакансем, тӗн сӗрӗмӗпе анкӑ-минкӗленнӗ, юбкӑллисем вара — уйрӑмах.

— У него в бригаде почти сплошь все богомольцы, приверженные к церковному опиуму, а особенно — которые в юбках.

XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ҫапла калаҫаҫҫӗ: тӗн опиум иккенне ӑнланса илтӗмӗр, теҫҫӗ…

— Говорят: сознали, что религия опиум…

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех