Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сылтӑм сăмах пирĕн базăра пур.
Сылтӑм (тĕпĕ: сылтӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялӑн сылтӑм аяккинче ҫӑра та ешӗл вӑрман, сулахайра — сӑртлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Уҫланкӑн сылтӑм енче пӗрене тӑрӑхӗсем, вутӑ шаршанӗсем купаланса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ванькин темӗнле хаваслӑ япала ҫинчен калатчӗ, хӑй ҫавна май час-часах санӑн сылтӑм алтунинчен ҫемҫе аллипе ҫепӗҫҫӗн тытса илет…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Дирижер сылтӑм аллине ҫӗклесен, стена ҫинчи виҫӗ мӗлке те аллисене ҫӗклеҫҫӗ, хӗрарӑмсен хорӗ вара кӑшт кӑна сисӗнмелле сывлӑш ҫӑтса илни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Вара вӑл ҫавӑнтах сылтӑм аллипе питне хупларӗ те унтан ҫав аллипех ерипен куҫӗ патӗнчен пуҫласа янахӗ патне ҫитиччен сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унӑн сылтӑм енче чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑн музейӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Сылтӑм аллине шӗшкӗ туя тытнӑскер сулахай аллипе ачана ҫавӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Юхан шывӑн сылтӑм тӑвайккинче, вӑрман хӗрринче, ҫурт ҫине ҫурт ларать: кирпӗчрен е йывӑҫран тунисем.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Анчах сылтӑм алӑ ман чип-чиперех.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сардимировӑн сылтӑм аллинчи пӳрнинче те, сулахаййинче те — ылтӑн ҫӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сасартӑк хӗрарӑм чикеленсе кайрӗ, мӗншӗн тесен сылтӑм ури унӑн чӗркуҫҫи таранах юр ӑшне путрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кабинӑн сылтӑм енчи алӑкӗ яри уҫӑлчӗ те, ҫӗре кӗске аркӑллӑ сенкер кӗпе тӑхӑннӑ йӑрӑс пӳ-силлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вара вӑл, ялт! тӳрленсе тӑчӗ те, мӗнпур вӑйне пухса, сылтӑм аллипе хӗрлӗ сухаллине мӑйӗнчен кӗрӗслеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн сылтӑм алли ҫакса янӑ пушӑ михӗ пек лӑпӑстатса пырать.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Ҫак вырӑна, Сӑрӑ шывӗн сулахай ҫыранне сылтӑм енчен пӗр юланут каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун тетӗшӗ Атӑлӑн сылтӑм енне Сӑрӑ шывӗ хӗррине вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Матуррӑн ларса пыраҫҫӗ вӗсем учӗсем ҫинче, сулахай аллисемпе чӗлпӗр тытнӑ, кашнин сылтӑм алли хӗҫ аврине чӑмӑртанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сан валли вӗсем, Укаслу, — аллипе урапин сылтӑм кӗтессинелле тӑсса кӑтартрӗ Аванкай.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн сылтӑм ҫыранӗ ҫӳллӗ, сулахай ҫыранӗ вара вашмак.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пачӑшкӑ ним чӗнмесӗр Савантер патнерех пычӗ те сылтӑм аллине, телей пилленӗн, ун хулпуҫҫи ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех