Шырав
Шырав ĕçĕ:
Бакенбарчӗсем смала пек хураччӗ, айккинчен пӑхсан — грек ҫынни темелле — тутисем тимӗртен шӑратса тунӑ пек!Бакенбарды черные, как смоль, греческий профиль — и губы как из железа вылитые.
XXXIX // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Акӑ эсир мӗнле выртатӑр, — кунта мӗн кахаллӑх-и е вӑй нумай-и, ӑна пӗлме ҫук, — ҫавна шӑратса кӑларатӑп та.
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Хамӑн смена пӗтнӗ хыҫҫӑн эпӗ шӑратса хатӗрленӗ полосасене цинкографине леҫетӗп е хамӑр ротационкӑрах полосасене, барабанран кӑларса, тепӗр хут шӑратма кайса паратӑп.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Юпа ҫинче тимӗртен шӑратса тунӑ щит, ун ҫине млатукпа ҫурла ӳкернӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тепӗр кунне тюлень ҫӑвӗсене шӑратса тирӗсене якатса ирттерчӗҫ.Следующий день был посвящён вытапливанию тюленьего жира и обработке шкур.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпӗ, ылтӑнран шӑратса, касса капӑр эрешсем тӑвакан ӑста евӗр, хамӑн куркама темӗн тӗрлӗ эрешлетӗп, ҫав куркаран вара хамах наркӑмӑш ӗҫетӗп.
Курка // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 170 с.
Унӑн сывлӑша та шӑратса тӑракан ҫутинче суккӑрланмарӑмӑр-ҫке, — пӑшӑлтататӑп хамӑр хальлӗхе тап-тасишӗн хӗпӗртесе.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Унӑн пурҫӑн пек йӑлтӑртатакан ӑмӑрӗпе шӑратса янӑ евӗр нӑкӑ-нӑкӑ сӗвек ҫурӑмне пӑвансем юн тухиччен ҫыртса пӗтернӗ.Шелковистый подгудок его и литая покатая спина в кровь были искусаны оводами.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урисем шӑратса янӑ пек яка, пурте сакӑл тата.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унтан пӗр вӑхӑт пеме чарӑнчӗҫ те, Аксиньйӑшӑн чуна эпеклесе ачашлакан ҫывӑх сасӑсен тӗнчи уҫӑлчӗ: каврӑҫсен аял енчен ҫӳхе шурӑ мамӑк витсе илнӗ ешӗл ҫулҫисемпе шӑратса кӑларнӑ пек эреш чӗнтӗрлӗ юман ҫулҫисем чӗтренчӗклӗн вӗлтӗртетсе чӑштӑртатрӗҫ; ҫамрӑк ӑвӑссен ҫӑра чӑтлӑхӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр кашланӑ сасӑсем юхса тӑчӗҫ; инҫетре-инҫетре, уҫӑмсӑр та салху сасӑпа, куккук такамӑн пурӑнса ҫитермен ҫулӗсене шутларӗ; кӳлленчӗк ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ мӑйракаллӑ текерлӗк хистевлӗн: «Чӗрӗ-и? чӗрӗ-и?» — тесе ыйтрӗ; Аксиньйӑран пӗр-икӗ утӑмра сӑрӑ кӑвак тӗслӗ темле пӗчӗк кайӑк, пуҫне каҫӑрта-каҫӑрта, куҫне евӗклӗн хӗстеркелесе, ҫул лупашкинчен шыв ӗҫрӗ; ҫемҫе мамӑклӑ, тӗссӗр сарӑ тӗкӗлтурасем нӑрлатса вӗҫрӗҫ; улӑх чечекӗсен ҫеҫкисем ҫинче хӑмӑртарах сарӑ вӑрман пыл хурчӗсем чӳхенсе ларчӗҫ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, виҫине шута илмесӗр, хӑйӗн шӑратса тунӑ пек ӳт-пӗвӗ ҫине тӑвӑр кӗпе тӑхӑнса ярса, хулпуҫҫисене пӑртак хускатсанах, кӗпе ҫӗввисем ҫарт-ҫарт туса ҫурӑлнӑ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл аллисене сасартӑк малалла ярт тӑсрӗ — унӑн хуралса кайнӑ чукунран шӑратса тунӑ пек аллисенчен Пробатов кӑшт айккинелле пӑрӑнчӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах пӳртре ҫенӗкринчен нумаях ҫутӑ мар — клеенкӑпа витнӗ тӑваткал сӗтел тӗлӗнче тӑрпасӑр, пысӑках мар хӑюне антарнӑ ҫиччӗллӗ лампӑ ҫакӑнса тӑрать, хӑйӑвӗнчен тӗтӗм ҫип пек тӑсӑлать, мачча ҫине унӑн вылянчӑк мӗлки ӳкет: шупка тӗксӗм ҫутӑ ҫывӑхри тӗттӗме кӑна сирет, сӗтелтен виҫ-тӑват утӑмри ҫитсӑ чаршав карнӑ сарлака йывӑҫ кроватьпе лутра сентре аран-аран курӑнаҫҫӗ, стена ҫумӗнчи савӑт-сапа шкапӗн кантӑк алӑкӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫур пӳрте йышӑннӑ пысӑк вырӑс кӑмаки хыҫӗнчи шӑратса тунӑ кивӗ кӑмканран шултра тумламсем таз ҫине пӑнт-пӑнт тумлаҫҫӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Кӗсри ҫӳренскер, шурӑ сӑмсаллӑ, хӳри хулӑн курӑс ярӑмӗ пек вӑрӑм; йӑлтӑркка ҫирӗп урисене хурҫӑран шӑратса янӑ темелле.Кобылица рыжая, белоноздрая, с мочалистым хвостом и сухими, будто из стали литыми ногами.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кашни шӑмӑ сыппи тӑхлан шӑратса янӑ пек йывӑррӑн ыратса килчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пире пурсӑмӑра та пӗрешкел япаларан шӑратса янӑ…
XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Григорий унӑн шӑратса янӑ пек тулли урисем ҫине, чуна хумхантармалла карӑнса тӑракан нӑкӑ хырӑмӗпе самӑртнӑ кӗсренни пек сарлака купарчи ҫине куҫ хӗррипе пӑхрӗ те хӑй тӗллӗн шухӑшларӗ:
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Пуҫӗ пӗр вӗҫӗм кашласа янӑрарӗ, темле ҫӗклемелле мар йывӑр япала шӑратса янӑ пек, йывӑрланса ҫитрӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах Григорий тимлӗрех пӑхрӗ те, вӗсем ӑна шӑратса янӑ йывӑр тӑхлан чӑмӑрккисем пек туйӑнса кайрӗҫ.Но, присмотревшись, Григорий почти ощутил их свинцовую тяжесть.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчук Дугина хулпуҫҫийӗнчен чӑмӑртаса тытрӗ, хурҫӑран шӑратса тунӑ пек куҫӗсемпе ун куҫӗнчен ҫирӗппӗн, вичкӗннӗн шӑтарса пӑхса, тӗлӗнмелле лӑпкӑ та сӳрӗк сасӑпа каласа хучӗ:
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.