Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗҫне (тĕпĕ: хӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумай та кӗттермест, Хлопуша казак хӗҫне йӑтса ҫитет.

А тут как-то явился Хлопуша с казацкой саблей.

Урала // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл хавассӑнах хӗҫне хывма тытӑнчӗ, анчах хӑйӗн аллисем сисӗнчӗклӗнех чӗтреҫҫӗ те, вӑл хӗҫ ҫаккин перешкине ниепле те вӗҫертеймест.

Он с готовностью стал снимать ремень, но руки его заметно дрожали, ему никак не удавалось отстегнуть пряжку.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл хӗҫне вӑраххӑн ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, кӑштах кукленерех, хӑрушла вӑйпа чалпашла туртса касрӗ.

Он медленно заносил шашку и, приседая, вдруг со страшной силой кинул косой взмах.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чубатый хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларчӗ.

Чубатый выдернул из ножен шашку.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн чулланса ларнӑ аллинчи хӗҫне аран-аран кӑларса илчӗҫ.

Из закаменевшей руки его с трудом вынули шашку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем ӑна чӗрӗлле тытасшӑн пулчӗҫ, анчах вӑл лашине кайри урисем ҫине чӗввӗн тӑратрӗ те, пӗтӗм кӗлеткипе авкаланса, аллинчи хӗҫне ҫапса ӳкеричченех вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗ.

Его хотели взять живьем, но он, подняв на дыбы коня, вихляясь всем телом, отбивался шашкой до тех пор, пока ее не выбили.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларчӗ.

И выдернул из ножен шашку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Австриец решетке ҫумӗпе чупать те, ӑна сулахай алӑпа касма Григорие майлах мар, анчах та вӑл, хӗҫне чалӑштарса тытса, йӗнерӗ ҫинчен пӗшкӗнчӗ те, австриеца тӑнлавӗнчен туртса касрӗ.

Австриец бежал вдоль решетки, Григорию не с руки было рубить, он, перевесившись с седла, косо держа шашку, опустил ее на висок австрийца.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, йӗри-тавра пулса иртекен хӑрушла ӑссӑрлӑхпа хӗрӳленсе кайнӑскер, хӗҫне ҫӗклерӗ.

Распаленный безумием, творившимся кругом, Григорий занес шашку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗҫне аллипе хӑй ҫумне хӗстерсе тытса, карлӑкран кӑкарса тӑратнӑ утсем патнелле йӑртлатрӗ.

Придерживая рукой шашку, затрусил к коновязям.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пристав, хӗҫне аллипе тытса, арча ӑшӗнчи кӗпе-йӗмсемпе тумтирсем хушшинче чаваланакан, пулса иртекен ӗҫ пирки хӑраса ӳкнӗ шатрарах казак-сиделец патне пырса тӑчӗ.

Пристав, придерживая рукой шашку, подошел к сундуку, где рылся в белье и одежде рябоватый, как видно напуганный происходящим, казак-сиделец.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан вӑл, хӗҫӗн ярапине татса пӑрахса, хӗҫне пӗр кӗтеселле ывӑтрӗ те, кухньӑна тухса, сӗтел хушшине кӗрсе тайӑнчӗ.

Потом, оборвав темляк, кинул шашку в угол, ушел в кухню и сел за стол.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй мӗн тунине хӑй те пӗлмесӗр, лампине пӗрех ывӑтса ячӗ, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне ярса илчӗ, хӗҫӗн аврине пӳрнисем кӑвакарса кайиччен чӑмӑртаса тытрӗ, унтан Аксинья манса хӑварнӑ сарӑ чечеклӗ кӑвак юбкӑна хӗҫ вӗҫӗпе ҫӗклесе ҫӳлелле ывӑтрӗ те, вӑл ҫӗре ӳкме ӗлкӗриччен хӗҫе сулса ярса, ӑна вӑта варринчен касса татрӗ.

Швырком кинул лампу, не отдавая себе ясного отчета в том, что делает, рванул со стены шашку, сжал эфес до черных отеков в пальцах, — подняв на конце шашки голубенькую, в палевых цветочках, позабытую Аксиньину кофтенку, подкинул ее кверху и на лету, коротким взмахом, разрубил пополам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫапла команда пачӗ те вӑл хӗҫне сулса ячӗ.

— Подал он нам этакую команду и махнул палашом.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, хӗҫне алӑпа тытса, картлашка тӑрӑх васкаса анчӗ, чӗлпӗре алла илчӗ.

Придерживая шашку, Петро торопливо сбежал по порожкам, взял в руки поводья.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прокофий ултӑ казака аяккалла сирпӗнтерсе янӑ та, горницӑна хирӗнсе кӗрсе, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне ярса илнӗ.

Прокофий раскидал шестерых казаков и, вломившись в горницу, сорвал со стены шашку.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ним те ан хӑра, — тет унӑн ывӑлӗ, хӗҫне ярса илсе:

— Ничего не бойся! — говорил сын его, хватаясь за саблю.

XI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫапла каларӗ те вӑл пиҫиххине салтрӗ, сас-чӳ ан пултӑр тесе, хӗҫне ҫӗре пӑрахрӗ, унтан вара, туратсенчен ярса тытса, ҫӳле улӑхрӗ.

Тут снял он с себя пояс, бросил вниз саблю, чтоб не звенела, и, ухватясь за ветви, поднялся вверх.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пиҫиххийӗ ҫине вӑл тӗлӗнмелле хаклӑ йышши чулсемпе эрешлени хӗҫне ҫакса янӑ, — хӗвел чылай ҫӳле хӑпарнӑ, сан апат халь те хатӗр мар-и-ха?»

На поясе висела сабля с чудными каменьями, — солнце уже высоко, а у тебя обед не готов.

IV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Эпӗ хатӗр!» терӗ пан Данило, вӑр-вар кӑна хӗҫӗпе сывлӑшра хӗрес хурса, хӑйӗн хӗҫне мӗн тума хӑйранине пӗлнӗ пекех.

— Я готов, — сказал пан Данило, бойко перекрестивши воздух саблею, как будто знал, на что ее выточил.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех