Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Телегин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пульницара Лаптев гражданин вилни ҫинчен кирлӗ хут тутарсан, Телегин Ҫӑпата Матвине каялла турттарса кайрӗ, ҫула май Хуралама, вулӑс кантурне кӗртсе, ят хураттарса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах Телегин тем пек васкарӗ пулин те, лашана чуптармашкӑн май ҫукки пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин ҫак старикшӗн вӑл Улька ашшӗ е юлташлӑх казначейӗ пулнӑран кӑна хыпса ҫунмасть.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа, кайран темле пулӗ тесе, Телегин кирлине тӳрех ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ольга Матвеевна, аҫуна пульницана леҫмелле, тухтӑр кана пулӑшма пултарать ӑна, — терӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, уншӑн Телегин вунӑ ҫул каялла та ывӑл вырӑнӗнче пулнӑ, халӗ те ҫаплах…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин, пукан йӑтса, кравать ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин кӑвак гимнастеркине, хура пуставран ҫӗленӗ галифине, кирза аттине салтак чухнехилле вӑр-вар тӑхӑнса ячӗ те ҫенӗк алӑкне тул енчен питӗрмесӗрех урама сирпӗнсе тухрӗ, ӗнтӗ чылай аякка кайма ӗлкӗрнӗ Ольга Матвеевна хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Аллӑ-утмӑл хӑлаҫ утсан, Телегин чарӑнчӗ те, каялла ҫаврӑнса, Матвисен виҫӗмҫул лартнӑ пысӑках мар ҫӗнӗ пӳртне пӗрремӗш хут курнӑ пек чылайччен пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗренесси тесен, техникума илччӗрччӗҫ кӑна, Телегин ӑна пӗтерӗччех вара.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин та ку ӗҫре алӑ усса лармӗ, ялхуҫалӑх юлташлӑхне ҫынсене ытларах та ытларах явӑҫтарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин, калас-и, калас мар-и тенӗн, кӑшт шухӑшласа тӑчӗ те иккӗленерех хуравларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр чухне вара пачах урӑхла: Улька ӑна питрен пӑхсан, Телегин ҫав тери йӑваш та мӗскӗн ҫын пек курӑнса каять.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Манӑн вара ку тӗлӗшпе пит ӑнсах каяймарӗ-ха… — терӗ Телегин пӑшӑрханнине пытармасӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин тӗттӗмре Ольга Матвеевна питне курасшӑн пулчӗ те ун еннелле пӗр тӑпра муклашкинчен такӑничченех пӑхса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Камсем, камсем? — тӳрех ӑнланаймарӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, Телегин шурӑ поляксен аллинче унпа пӗрле пулнӑ-ҫке, тыткӑнран унпа, хӑйӗн командирӗпе, пӗрле тарнӑ; ун чухне ӗнтӗ, хамӑрӑннисем патне ҫитсе-ҫитсе пынӑ самантра, Никифорова тӑшман пули пырса тирӗнчӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тунмасӑр каласан, ҫакнашкал самантсенчен Телегин яланах кӑшт шикленет, мӗншӗн тесен, унтанпа ултӑ ҫул иртнӗ пулин те, улахрах ҫӗрте Ольга Матвеевна унран час-часах хӑйӗн савнийӗ Давид мӗнле вилни ҫинчен каласа пама ыйтать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫул юппинче экеҫсем — Телегин, унӑн йӑмӑкӗ Тарье, избачра ӗҫлекенскер, тата Ольга Матвеевна, — вулӑсри ытти ял ҫыннисенчен уйрӑлса, сулахаялла кукӑрӑлса кӗрекен ҫулпа виҫҫӗнех утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗри сӑмахсемпе пӗрле хӑлхана хӗр ӑшши те ҫапнӑран Телегин хӑй те хӗрӳленсе-хӗрӳленсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех