Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулпа (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак Полина уҫӑ алӑкпа анкартине виркӗнсе тухрӗ те, самантлӑха чарӑнса тӑрса, ун-кун пӑхса илчӗ, Ула Тимӗр ӑна хыҫалтан хӑваланине курсан, ылтӑн пӗрчиллӗн ҫиҫкелесе, юр ҫинчи таптаса хытарнӑ хӗсӗк ҫулпа пахча карти ҫумӗнчи тӑпӑл-тӑпӑл кутамас утӑ капанӗ патнелле ҫиҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах сехете яхӑн пӗр чарӑнмасӑр, пашка-пашка, мӗхле-мӗхле, вӑркавлӑ шухӑша ӳксе лӑштӑртатрӗ, танккарӗ нихҫан курман-илтмен, тӗл-тӗл тӗпренех йывӑҫ тымарӗсемпе каркаланнӑ, хӗррисемпе лӑпӑр-лапӑр курӑкпа «пӳкленнӗ» шӑтӑклӑ-путӑклӑ ҫулпа.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫук, ку ҫулпа кайма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ ҫак йӗр-ҫул хӑйне пуҫелӗклӗ, сарлака, пылчӑкпа хутӑш хӑйӑрлӑ, машина-трактор таврашӗ вӗҫ-вӗҫех ҫӳрекен лашман ҫулне (ҫук, Ула Тимӗр вӑрмана ку ҫулпа кӗменччӗ) пырса тӑрӑнчӗ те вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сивӗ, хаяр куҫӗпе малалла тирӗнсе, алтӑклӑ-путӑклӑ ҫулпа хӑнт-хант сиккелесе пынӑ май сасартӑк Пурис хӑй умӗнче, ҫул хӗрринче, ҫурӑмӗ ҫине самаях мӑнттай рюкзак ҫакнӑ, ватталла сулӑннӑ йӑпшак арҫын аллине ҫӗклесе тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кам пӗлет, тен, Пуриса кӗтсе илеймесӗр юлташӗсем мӑн ҫул ҫинчи автобуссем чарӑнакан тӗле вӑрман витӗр тӳррӗн, вӑрттӑн ҫулпа е кӑмпаҫсем такӑрлатнӑ пӗчӗк сукмакпа кӑштӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак пырать вӑл, вӑрман килкӗнӗ, ансӑркка ҫулпа танлӑн танккаса, мекеҫленсе, пӑртак малалла ӳпӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗр-пӗринпе уҫӑмсӑррӑн, чӑмла-чӑмла сӑмах ҫӑркаласа, урисене пӑтавкка ҫыхса янӑ пек йывӑррӑн куҫаркаласа, енчен енне сулӑнкаласа, ҫынна сывлама та памасӑр антӑхтарса яракан, пӳлентерсе лартакан хирӗҫле вӗрекен ҫиле ҫӗне-ҫӗне, ҫак санлӑ, маяксӑр-мӗнсӗр ҫулпа сӗтӗрӗнчӗ те ӗнтӗ кӑлӑх чипер ӳсӗрӗлнӗ, самаях минренӗ мӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Артем Михайловичпа Екатерина Давыдовна мӑшӑрлӑ ҫулпа утма тытӑнни паян шӑпах аллӑ ҫул тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Ӑнлан, тусӑм, юрамасть урӑх кун пек пурӑнма, эсӗ пӑрӑнчӑк ҫулпа кайма пуҫларӑн.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Аслӑ ҫулпа вунсакӑр-вунтӑхӑр ҫулсенчи ҫамрӑк хӗр утса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫынсем хӑй ҫине пӑхнине сисмесӗр, шӑпӑртатсах юхакан куҫҫульне пытармасӑр утрӗ те утрӗ ҫулпа.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Машшинсем ҫавах кашни килте тенӗ пекех пур та лакӑмлӑ ҫулпа вӗсене чуптарасшӑн пулмарӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Халлӗхе хам тӗллӗн пӗр ӗҫ те пуҫарса туман, аслисем кӑтартса пыракан ҫулпа кӑна утса пынӑ пулин те, хама кӑштах ӳснӗ пек туятӑп.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хальхинче вӑл улӑхпа мар, мӑн ҫулпа утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Салтак вӑрмана мӑн ҫулпа мар, ял ҫумӗпе пуҫланакан улӑх тӑрӑх кайма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Акӑ вӑл хӑйне илсе ҫитернӗ пуйӑс ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те Калинино еннелле каякан ҫулпа ҫӑмӑллӑн, чупнӑ пекех утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чӑнахах та, сисӗм-туйӑм тени мана пӗр чӗптӗм те йӑнӑш ҫулпа ҫӳретмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Кам пӗлет, тен, паян та Василий Кручинкин тӑван ялӗнчех пурӑннӑ пулӗччӗ-и. Анчах та Рязань каччин пурнӑҫӗ урӑх ҫулпа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех