Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимӗҫ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫимӗҫ (тĕпĕ: ҫимӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ир татнӑ ҫимӗҫ хӑвӑрт шанать тенине илтнӗ-и эс, Стасик?

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Инкек-асап кунта та сыхласа тытрӗ: чи шанчӑклӑ ҫимӗҫ пурин те ҫӗрме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ҫимӗҫ ҫук унта.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

— Эй, мана валли вара ӑҫта? — тени кӑна илтӗнсе юлчӗ ҫимӗҫ ҫыртӑкне тӗттӗмелле вирхӗнтернӗ чух.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗрлӗн кӑна ялкӑшса ҫакӑнса тӑракан ҫимӗҫ пат! тӑвать ҫӗр ҫине ӳксе.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Халапӗ тӗрӗс пулсан таҫта ҫакӑнта, ку йывӑҫӑн та, ҫимӗҫ пулмалла…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Килӗсем тавра ҫимӗҫ сачӗсем, иҫӗм ҫырли пахчисем тата кукуруза уйӗсем лараҫҫӗ.

Окруженных плодовыми садами, виноградниками и кукурузными полями.

Тинӗс хӗрринчи халӑх тата вӑл мӗн ӗҫлесе пурӑнни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем хушшинче ҫимӗҫ йывӑҫӗсем те тӗл пулаҫҫӗ: груша, слива, иҫӗм ҫырли аври.

Встречаются среди них и плодовые — груша, слава, виноград.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Уяр, типӗ ҫанталӑк пӗтермесен, ҫеҫенхирте пурте пит аван пулать: курӑксем ытла та аван ҫитӗнеҫҫӗ, тырпул пит лайӑх пулать тата сад-пахчасенче те темӗн тӗслӗ ҫимӗҫ пулать.

Если нет губительной засухи, то степь дает обильные урожаи — родит роскошные травы, прекрасные хлеба и разнообразнейшие плоды и овощи.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Роботӑн пахча ҫимӗҫ ещӗкӗсене поддонсем ҫине вырнаҫтармалла пулнӑ.

Планировалось, что робот будет укладывать ящики с овощами на поддоны.

Кӑнтӑр Корейӑра робот ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36509.html

Ҫынсем валли те, пӑлансем валли те ҫимӗҫ нумай.

Было много пищи людям и оленям.

Ҫулла тундра тӑрӑх сӳрени // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пулӑ ҫӑвӗ эмел вырӑнне тата ҫимӗҫ вырӑнне каять.

Который употребляется как лечебное и питательное средство.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Анчах та сиенлӗ ӳсен-тӑрана ҫийӗнчех тӑпӑлтарса пӑрахмалла, унран усал ҫимӗҫ ҫитӗнессе пӗлнӗ-пӗлменех.

Но если это какая-нибудь дурная трава, надо вырвать ее с корнем, как только ее узнаешь.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пахчасенче пӗр ҫура ҫимӗҫ виҫӗ хут туса илеҫҫӗ.

На огородах трижды в год снимают урожаи овощей.

Вӑтам тӑрӑхӑн ӑшӑ пайӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫимӗҫ сачӗсенче апельсин тата лимон йывӑҫӗсем нумай.

В фруктовых садах много апельсиновых и лимонных деревьев.

Вӑтам тӑрӑхӑн ӑшӑ пайӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑрмансенче, саваннӑсенче тӗрлӗ ҫимӗҫ те, мӑйӑр, ӳсен-тӑран вӑрри те темӗн чухлӗ, кайӑк-кӗшӗк те нумай пурӑнать.

В лесах и саваннах множество самых различных плодов и семян, водится много дичи.

Тропик тӑрӑхӗнче мӗнле халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тропик вӑрманӗсенче тем тери йывӑҫ-курӑк, тем тӗрлӗ ҫимӗҫ, тем тӗрлӗ мӑйӑр, пӗрчӗ, вӗсене темиҫе тӗслӗ чӗрчунсем, вӗҫен кайӑксем ҫисе тӑранса пурӑнаҫҫӗ.

Богатейшая растительность тропического леса, обилие разнообразных плодов и семян дают пищу многочисленным и разнообразным животным и птицам.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Таса шывпа ҫимӗҫ илме пӗр тӗлте карапсем ҫыран патнех пырса тӑнӑ.

В одном месте корабли подошли к Самому берегу, чтобы взять пресной воды и продовольствия.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

7. План ҫинче ҫимӗҫ пахчи ӑҫта?

7. Где на плане огород?

Ҫӗр ҫийӗпе тӗрлӗрен усӑ кураҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн йӗри-тавра ҫӳллӗ карта, шкул ҫурчӗ, сарай, пахчара йӑрансем, утарта пилӗк вӗлле, ҫимӗҫ садӗнче йывӑҫсем, чечек лартнӑ ҫаврака клумба курӑнаҫҫӗ.

Видны: высокая изгородь вокруг него, здание школы, сарай, огородные грядки, пять ульев в пчельнике, деревья в плодовом саду, круглая цветочная клумба.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех