Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлӗсене (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах халь акӑ, ҫак каскӑн этем килсе тупӑнчӗ те, хӑйӗн хура шӑлӗсене чӗлхипе ҫапӑнтарма тытӑнчӗ, ҫапла вара, хайхи героя пӗрремӗш вырӑнтан таҫта аяккалла тӗртсе тӑратать.

Но вот явился этот пройдоха, застучал языком по своим чёрным зубам и отодвигает героя с первого места куда-то в сторону.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Бурмистров хӑйне хӑй текех ним калама аптраса ӳкнӗ ҫын вырӑнӗнче туйма пултараймарӗ: вӑл сиксе тӑчӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарса сӗтеле тӳнтерсе ячӗ, ҫийӗнчи кӗпине туртса ҫурса антарчӗ, урисемпе тапӑртатма, чӗтреме пуҫларӗ, унтан, Тиунова ҫухаран ярса тытрӗ те, ӑна лӑскама тапратса, кӑшкӑрса ячӗ:

Бурмистров не мог более чувствовать себя в затруднительном положении: он вскочил, опрокинул стол, скрипнув зубами, разорвал на себе рубаху, затопал, затрясся, схватил Тиунова за ворот и, встряхивая его, орал:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Унӑн пурнӑҫне пӗлсе пӗтерме те ҫитӗнсех ҫитеймен вунпилӗк ҫулсенчи ача чухнех вӑл таҫта кайса ҫухалнӑ, вара пилӗк ҫула яхӑн хӑй ҫинчен ашшӗ-амӑшне те, аппӑшне те нимӗн пӗлтермесӗр ҫухалса пурӑннӑ, унтан, кӗтмен-туман ҫӗртен, ӑна кӗпернерен этап йӗркипе илсе килсе янӑ, ун чухне вӑл ҫурри чирлӗ пулнӑ, тӗксӗм те типшӗм пичӗ ҫинче сылтӑм куҫӗ пулман унӑн, шӑлӗсене ҫапса катса пӗтернӗ, ҫурӑмӗ хыҫӗнче кутамкка, кутамккинче сӑран хуплашкаллӑ икӗ хулӑн кӗнеке пулнӑ, пӗри — «Япаласем шухӑшласа кӑларакансем ҫинчен», тепри тата — «Пӗтӗм тӗнчери кӗске Мӑшкӑллӑх е пӗчӗк Феатрон» ятлӑ.

Жизнь его была загадочна: подростком лет пятнадцати он вдруг исчез куда-то и лет пять пропадал, не давая о себе никаких вестей отцу, матери и сестре, потом вдруг был прислан из губернии этапным порядком, полубольной, без правого глаза на тёмном и сухом лице, с выбитыми зубами и с котомкой на спине, а в котомке две толстые, в кожаных переплетах, книги, одна — «Об изобретателех вещей», а другая — «Краткое Всемирное Позорище или малый Феатрон».

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Пӗрисем, хӑранипе ӑсран тухса кайса, пӗтӗм кӗлеткисемпе чӗтренсе ахӑлтатнӑ, кӑшкӑрнӑ та макӑрнӑ, ик-виҫӗ ҫын кӑшкӑрсах латыньле молитвӑсем вуланӑ, виҫҫӗмӗшӗсем, шурса кайнӑскерсем, шӑлӗсене ҫыртса лартса, палачсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхнӑ.

Одни, обезумевшие от страха, судорожно хохотали, кричали и плакали, два-три человека громко читали молитвы по-латыни, третьи, бледные, стиснув зубы, с гордостью смотрели на палачей.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Кӳреннипе офицер шӑлӗсене шӑтӑртаттарчӗ.

От унижения офицер заскрежетал зубами.

XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Ӑна купецсемпе куҫса ҫӳрекен комедиантсем хӗненӗ, унӑн аяк пӗрчисене шӗкӗлченӗ, шӑлӗсене ҫапса хуҫнӑ, анчах вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳрекен рыцарь ниепле те хӑйӗн рыцарлӑхӗнчен тата тӗлӗнтермӗшсенчен уйрӑласшӑн пулман.

Его избивали купцы и странствующие комедианты, ему продавливали рёбра и выбивали зубы, но странствующий рыцарь ни за что не хотел расстаться со своим рыцарством и с правом на приключения.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

«Вӑл пин ыйтать, — шӑлӗсене ҫыртнӑ Хуан. — Юрать, эпӗ ӑна пин тупса парӑп!»

«Он требует тысячу, — сжал зубы Хуан. — Хорошо, я достану ему тысячу».

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Сервантес кӑнтӑрла шӑлӗсене ҫыртса выртнӑ, каҫхине аташса вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса хӑй мӗн ӗнӗрешнине хӑйех итленӗ.

Сервантес сжимал зубы днём, а ночью вскакивал и сам прислушивался к своему бреду.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Турок ҫынни ӑна патак урлӑ сикме, шӑлӗсене кӑтартма, йывӑр йӑтса кӑтартма хушнӑ.

Турок заставлял его прыгать через палку, показывать зубы, поднимать тяжести.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Мигель, шӑлӗсене ҫыртса, хирӗҫ тӑма тытӑннӑ.

Сжав зубы, Мигель перешёл к нападению.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Лешӗ шӑлӗсене йӗрнӗ, аллисене сулланӑ.

Он оскалялся, руки болтались.

XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Вӑл чупса пыракан лаша ҫинченех сиксе анать, пирӗн пата чупса пырать, ҫивчӗ шӑлӗсене кӑтартса кӑмӑллӑн кулать.

На скаку спрыгивает, идет к нам, скаля острые зубы в довольной улыбке.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

«А мӗн тӑвать-ха манӑн юратнӑ тусӑм?» ыйтатчӗ вӑл хӑш-пӗр чухне Гаврилов ҫинчен, вӗтӗ шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса, вара, хӑйне ответлессе кӗтмесӗрех пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе сулкаланса тата ҫӗрӗ тӑхӑнса тултарнӑ пӳрнисемпе выляса, шӑппӑн кулатчӗ.

— А что делает мой милый? — блестя мелкими своими зубами, иногда спрашивала она о Гаврилове и, не ожидая ответа, тихо смеялась, раскачиваясь всем телом и играя пальцами, унизанными колечками.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Цыганка шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса кулса ячӗ.

Цыганка сверкнула зубами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл каласа пӗтермесӗрех шӑлӗсене шатӑртаттарса илчӗ.

Он скрипнул зубами и не договорил.

Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

— Эпир ҫапӑҫӑва вӗҫлерӗмӗр, Берлина пирӗнсӗрех илӗҫ ӗнтӗ, — янӑратнӑ тӗксӗм те ҫара уралӑ пехотинец, вара шӑлӗсене шӑтӑртаттарса, хӑрӑлтатса сывласа: — Мӗн тӑвать ҫӗлен-фашист! Ҫакӑн ҫинчен хамӑр полкри ачасен пӗлесчӗ!.. — тесе хушса хунӑ вӑл.

— Да, отвоевались, без нас Берлин брать придётся, — прогудел хмурый босой пехотинец и, яростно скрипнув зубами, точно выдохнул с хрипом: — Что гад-фашист делает! Узнать об этом ребятам в нашем полку!..

Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.

Аманнӑ Лиходеев ефрейтор, хӑй ыйтнипе лейтенант ӑна пиҫиххипе ларчӑк ҫумнех ҫыхса лартнӑскер, суранӗсем ыратнипе шӑлӗсене шатӑртаттарса илет, е хӑйӑлтатса тухакан сассипе турра, нимӗҫсене, ҫанталӑка е юрпа шӑлӑнса ларнӑ ҫула вӑрҫса пырать, унтан тӑнран кайса хурлӑхлӑн йынӑшать.

Раненый шофёр ефрейтор Лиходеев, которого лейтенант по его просьбе привязал ремнями к спинке сиденья, то, скрипя от боли зубами, хрипло бранил бога и немцев, погоду и проклятую дорогу, заметённую сугробами, то впадал в забытьё, жалобно стонал и тихим, полным ласки голосом.

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Сайра хутра йывӑр тумламсем пир тӑрӑх юхса анса эпӗ ҫӗр ҫине ӳкни илтӗнет, е алӑк патӗнче выртакан ӗннӗ танкист пӗр шарламасӑр шӑлӗсене шатӑртаттарни илтӗнет.

Только редкие и тяжёлые капли, стекая с полотна, звучно плюхают по мокрой земле да слышно, как обожжённый танкист, лежащий у входа, молча скрипит зубами.

Пӗр тӑван Волковсем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 116–126 с.

Анчах пулемётчик хӑйӗн иккӗмӗш номерӗпе пулемёт тыткӑчинчен тытса шӑлӗсене ҫыртнӑ та чул пек хытса тӑрать.

Но пулемётчик, вместе со своим вторым номером окаменел, держась за ручки, бледный, стиснув челюсти.

Пӗр ывӑҫ ҫӗр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 28–38 с.

Мӑнтӑр нимӗҫ тенкел ҫинче сулкаланса ларса, хӑйӗн икӗ рет тимӗр шӑлӗсене йӗрсе, ахӑлтатса кулнӑ.

Раскормленный немец хохотал, раскачиваясь на стуле, обнажая две челюсти металлических зубов.

Гварди рядовойӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 14–27 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех