Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӗркеленсе (тĕпĕ: йӗркелен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сотньӑсем хӗрлисем умӗнчех Хӗрлӗҫырӑн тепӗр енче стройпа йӗркеленсе тӑчӗҫ, аялалла, Дон хӗрринелле кайма тапранчӗҫ.

Сотни на виду у красных выстроились на той стороне Красного яра, пошли на низ к Дону.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ревком ҫывӑхӗнче хурал ротин юлашкисем стройпа йӗркеленсе тӑчӗҫ.

Около ревкома строились остатки караульной роты.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл куҫне ҫӗклерӗте вун пилӗк утӑмра ҫума-ҫумӑн йӗркеленсе тӑнӑ казаксен стройне курчӗ: пӗр ҫӳллӗ казак, ҫӳҫ пайӑркисене карттус сӑмси айӗнчен хӗсӗк ҫамки ҫинелле кӑларса янӑскер, пӗвӗпе кӑштах ӳпӗнсе тӑнӑ та, тутине ҫатӑрах ҫыртса, ӑна — Бунчука — тӳп-тӳрӗ кӑкӑрӗнчен тӗллет.

Подняв глаза, увидел в пятнадцати шагах сомкнутый строй казаков: один, большой, с прищуренными зелеными глазами, с челкой, упавшей из-под козырька на белый узкий лоб, клонясь вперед, плотно сжимая губы, целил ему — Бунчуку — прямо в грудь.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак декларацие илнӗ хыҫҫӑнах ревком ҫарӗсене пулӑшма хӗрлӗ гвардеецсен отрячӗсем пырса ҫитеҫҫӗ; ҫав отрядсем пулӑшнипе Чернецовӑн карательнӑй отрядне аркатса тӑкаҫҫӗ те, облаҫри лару-тӑру каллех йӗркеленсе каять.

После получения этой декларации на помощь войскам ревкома двинулись красногвардейские отряды, при помощи которых и был разгромлен карательный отряд Чернецова и восстановлено положение.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑвӑрт кӑна йӗркеленсе, типтерлӗ ретсемпе сапаланса тӑраҫҫӗ.

Четко сделали перестроения, рассыпались в цепь.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотньӑсем васкавлӑн строя йӗркеленсе тӑраҫҫӗ, хальхинче ӗнтӗ паҫӑрхи пек мар, хӑвӑрт малалла каяҫҫӗ.

Сотни опять торопливо строятся, идут, уже ускоряя шаг.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем хӑвӑрт винтовкисене илсе строя йӗркеленсе тӑчӗҫ.

Казаки дружно расхватали винтовки, построились.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня взвод колоннисемпе строя йӗркеленсе тӑчӗ те, Листницкий казаксене васкавлӑ маршпа картишӗнчен илсе тухрӗ.

Сотня перестраивалась во взводные колонны, Листницкий быстрым маршем вывел казаков со двора.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сапаланса кайнӑ сотня тепӗр минутран взвод колоннисемпе строя йӗркеленсе тӑчӗ.

Через минуту рассеянная сотня уже строилась во взводные колонны.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем хӑнӑхнӑ хӑвӑртлӑхпа кӑвак таваткалла строя йӗркеленсе тӑчӗҫ.

Казаки с привычной быстротой построились серым квадратом.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Умра — халӑх ушкӑнӗ, ҫар ҫыннисен симӗс речӗсем, казаксен утлӑ стройпа йӗркеленсе тӑнӑ сотни.

Впереди толпа, зеленые шпалеры войск, казачья сотня в конном строю.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ҫав тӗркешӳрен аран-аран хӗсӗнкелесе тухрӗ те курчӗ: главнокомандующи вакунӗ умӗнче текинецсем икӗ шеренгӑпа йӗркеленсе тӑраҫҫӗ иккен.

Выбравшись из свалки, он увидел: у вагона главнокомандующего строятся в две шеренги текинцы.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Перрон ҫинче — Александровски училищӗ юнкерӗсем, виадук ҫывӑхӗнче хӗрарӑмсен вилӗм батальонӗ хисеплӗ хурала йӗркеленсе тӑраҫҫӗ.

На перроне строится почетный караул от Александровского военного училища, у виадука — московский женский батальон смерти.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Полк бригада командирне, утлӑ строя йӗркеленсе, пакгауз хыҫӗнче кӗтсе илет.

За пакгаузом полк в конном строю встречал командира бригады.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксенчен нумайӑшӗ пӑлтанса ӳкнӗ — сотньӑсемпе строя йӗркеленсе тӑракан казаксем ҫине шиклӗн пӑхкаласа илеҫҫӗ.

Многие из солдат были возбуждены, опасливо поглядывали на строившихся посотенно казаков.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Суранланнисемпе вилнӗ ҫынсене казаксем хӑйсемпех илсе тухрӗҫ, строя йӗркеленсе тӑнӑ хушӑра пӗр-пӗринпе канашласа илчӗҫ:

Казаки принесли с собой раненого и убитых, — выстраиваясь, переговаривались:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫурма ротӑран аякра та мар уйрӑм сотня казакӗсем строя йӗркеленсе тӑчӗҫ.

Неподалеку перестраивались казаки особой сотни.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрре хыҫалалла, рота стройпа йӗркеленсе тӑнӑ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, тепре Иван Алексеевичӑн тути айӗнчи тарӑн та ҫаврака путӑкӗ ҫинелле тинкерчӗ.

Поглядывал то назад, где строилась рота, то на крутой подбородок Ивана Алексеевича, на глубокую круглую ямку, приходившуюся как раз под срединой нижней губы.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салтаксем, хуҫисем пӑрахса кайнӑ ҫурри ишӗлчӗк ҫуртсенчен чупа-чупа тухса, урам варринче йӗркеленсе тӑчӗҫ.

Солдаты, выбегая из покинутых, полуразрушенных халуп, строились тут же на улице.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Паян куҫ умӗнче революцилле ситуаци ҫук-ха, массӑсен ӑс-тӑнне хускатса яма, вӗсен активлӑхне ӳстерме условисем ҫук; паян сан аллуна суйлав бюллетенӗ тыттараҫҫӗ пулсан — ил ӑна; ҫав бюллетеньпе, тӗрмене лекесрен хӑраса, ҫемҫе пуканран ярса тытакан ҫынсене парламентри ӑшӑ вырӑнсене ӑсатас тесе мар, хӑвӑн тӑшманусене пырса ҫапма лайӑх йӗркеленсе хатӗрленес тесе усӑ кур.

— «Сегодня нет налицо революционной ситуации, нет условий для брожения в массах, для повышения их активности, сегодня тебе дают в руки избирательный бюллетень — бери его, умей организоваться для того, чтобы бить им своих врагов, а не для того, чтобы проводить в парламент на теплые местечки людей, цепляющихся за кресло из боязни тюрьмы.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех