Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шел сăмах пирĕн базăра пур.
Шел (тĕпĕ: шел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал, шел пулин те, статистикӑна 4 пушар ҫырӑннӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Эх, мӗн тери шел ӑна, ывӑнми калаҫма пултаракан ырӑ кӑмӑллӑ шӳт ӑстине!

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кучченеҫӗ питӗ шел пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл путлӗ ҫын мар та-ха, ҫапах та мӗн тӑвас тен, шел, сыватас пулать ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫуртне шел.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Путеке шел, — куҫҫулӗ витӗр хуравларӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнтӗ, паллах, шур шел мар, Улӑх калла таврӑнсан.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫӗррисене кӑлараҫҫӗ, Ҫакан майла юрлаҫҫӗ: «Шурӑ кӑҫатӑ чӑпар пулсан — Шеллемӗттӗм эпӗ шел ҫипне, Хамӑр савнине каяс пулсан — Шеллемӗттӗм кӗмӗл ҫӗрӗне».

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шел пулин те, вӑрҫӑ юн юхмасӑр пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Шел пулин те, 1944 ҫул хыҫҫӑн паттӑрпа мӗн пулнине эпир пӗлместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Шел, Верук патне те ответ ҫыраймарӑм…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Шел пулин те, халӗ вӗсемпе аппаланма манӑн вӑхӑтӑм ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шел, ҫумра унӑн граната таврашӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Уйрӑм ҫынсем те салтаксене пулӑшас тӗллевпе укҫа пухнӑ - М.Селивестров (20 пин), Ф.Вахтеров (10 пин), Сорӑм ялӗнчи пӗр ватӑ ҫын (15 пин, шел пулин те, хушамачӗ паллӑ мар) тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси - пирӗн тивӗҫ // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11717 ... ir-n-tiv-c

Анчах шел те, Лапсара илсе килме пит хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракета тӳпене вӗҫсе хӑпарнӑ, анчах, шел пулин те вӑл орбита таран хӑпарайман.

Первая ракета, напечатанная на 3D-принтере, взлетела, но не достигла орбиты.

3D-принтерпа пичетленӗ пӗрремӗш ракетӑна вӗҫтерсе янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34571.html

Пӑрала тӗпне утӑ хурса, Апраҫ аппан пысӑк шел тутӑрӗпе чӗркесе аппа мана киле туртса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ун сӑмахне итлесе ҫунатланасшӑн троллейбусран тухас тесе ларкӑч ҫинчен сиксе тӑтӑм та салон алӑкӗ патнелле вирхӗнтӗм, анчах, шел, тухса ӗлкӗреймерӗм -алӑкӗсем шалтӑрт! хупӑнчӗҫ те «хурҫӑ ӑйӑр» малалла ӗрӗхтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫул аяккисемпе ҫеҫ курӑк парка ҫӗкленнӗ, анчах кунта та, шел, хӗвӗшсе ӳкни те, тахӑш чул чӗрелли лӑчӑрт-лачӑрт таптанӑ, лӳчӗркенӗ тӗлсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех