Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Атӑл сăмах пирĕн базăра пур.
Атӑл (тĕпĕ: Атӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Коммунизм ялавӗ» хаҫатра, «Илемлӗ литература» альманахра (хальхи «Тӑван Атӑл» журнал), Чӗлхен, литературӑн тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче тата ытти ҫӗрте тӑрӑшнӑ.

Трудился в газете «Коммунизм ялавӗ», в альманахе «Илемлӗ литература» (нынешний журнал «Тӑван Атал»), в Научно-исследовательском институте языка, литературы и истории, а также в др. местах.

Аркадий Ӗҫхӗл япалисене архива панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36140.html

Анчах халӗ Завьялов унпа юнашар утрӗ, Оля ӑна аллинчен ҫирӗп-ҫирӗп, леш кунхине, Атӑл ҫыранӗ хӗрринче тытнӑ пекех тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Атӑл хӗрринчи пристань патӗнче тӗл пулнӑ пеккине мар, «Луч» журналта курнӑ пеккине те мар.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тахӑшӗ кӑвайт чӗртме те тӑнӑ-мӗн, анчах Атӑл енчен вӗрсе тӑракан ҫил ҫулӑма сӳнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ вӑл хӑй валли те, ҫав хӗр валли те билетсем илчӗ, унтан вӗсем пристаньрен Атӑл хӗрринчи урамалла тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫынсен ним йӗркесӗр ушкӑнӗсем шоссе ҫулӗ тӑрӑх сасартӑк Атӑл хӗрринчи пысӑк хулана пырса чарӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан вӗренсе тухсан, В.Алендей нумай ҫулсем хушши Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, «Тӑван Атӑл» альманах редакторӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Пӗтӗм тавралӑх, Атӑл хӗррине, Сӗве станцийӗ патне, Куславкка тӗлне ҫитичченех янк уҫҫӑн сарӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл Атӑл тӑрӑхӗнче ҫӳренӗ вӑхӑтра кӳршӗ ялти пӗр пуян каччӑ мана вӑйӑ картинченех вӑрласа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Атӑл ҫине пурлака каятӑп та хулӑм хумалӑх пурпӗрех укҫа тупса килетӗп, — ҫирӗп шут тытрӗ Элекҫей.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Анастасия Трофимовна та 1950 ҫулсенче Атӑл леш енче торф кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ку тӗлте Атӑл та хӑйӗн сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ӑна Атӑл улӑпӗ тесе чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Акӑ, тепӗр ӳкерчӗкре Чкалова Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен «Баян» пӑрахут ҫинче кочегар тумӗпе куратпӑр.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

«Манӑн ачалӑх Аслӑ Атӑл хӗрринче — авалтанпа Русь символӗ, сарлака та хӑватлӑ вырӑс чунӗн символӗ, шутланнӑ юханшыв хӗрринче — иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Атӑл лӑпкаса ӳстернӗ ӑна, тӑрантарнӑ, пурнӑҫ хури-шуррипе паллаштарнӑ, тӑван ҫӗре-шыва юратма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Атӑл!

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Диплом ӗҫӗ валли вӑл «Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсене ҫутта кӑларас система» ятлӑ тема суйласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Унӑн сӑмахӗсемпе кӗвӗленӗ «Пурӑнмашкӑн пурнӑҫ тулӑх», «Пырса кӗрем-и эп Мускава», «Хурӑнлӑхра куккук авӑтать», «Ирхи Атӑл», «Улма йывӑҫ авӑнать», «Юрӑҫӑсем», «Кӗсле купӑс», «Шӑркара ырашӗ», «Кӑмӑл», «Кӗтрӗм, кӗтрӗм сана» юрӑсене ҫамрӑксем халӗ те чунтанах юрласа киленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Вара унталла-кунталла пӑхкаларӑм та Атӑл хумӗсем хушшинче чӳхенсе тӑракан хӗрлӗ бакен куҫ тӗлне пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех