Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чун сăмах пирĕн базăра пур.
чун (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав авторӑн «Зона» фильмӗнче те чун мӗлки куҫа курӑнать.

В фильме «Зона» данного автора тоже видится призрак.

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Пушшех тепӗр май, чун мӗлкипе куҫа-куҫӑн тӗл пулас шухӑшпа ҫула тухнӑ хайхисем.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Темле пулсан та чун апачӗ ҫинчен те мантарас килмест сире.

Куҫарса пулӑш

«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20

Пурнех те кӑмӑла кайман ҫакӑ, хӑшпӗр арҫынсем вара ятлӑ ентеше Глеб Капустин килсе касса татасса чун пек кӗтнӗ.

Многие этим были недовольны, но многие, мужики особенно, просто ждали, когда Глеб Капустин срежет знатного.

Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.

Тарса юлнӑ виҫӗ кашкӑрӗ те ҫавӑнтах мӗскӗн чун патне ыткӑнчӗҫ.

Три отставших волка бросились тоже к жертве.

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Ҫав таранччен вӗсем мӗнле сочиненисем ҫыркаланӑ, ҫак хӗрсен сочиненийӗсен темисем те ҫавнашкалах: «Туслӑх», «Ӗлӗкхине аса илнисем», «Историре турӑ хушса пыни», «Юмахри патшалӑх», «Вӗреннин уссисем», «Тӗрлӗ патшалӑхсен тытӑмӗ, вӗсен ӑрасналӑхӗпе пӗрпеклӗхӗ», «Меланхоли»1, «Атте-аннесене юратасси», «Чун ӑҫталла туртнисем» т. ыт. те.

Тут были: «Дружба», «Воспоминания о былом), «Роль религии в истории», «Царство мечты», «Что нам дает просвещение», «Сравнительный очерк политического устройства различных государств», «Задумчивость», «Дочерняя любовь», «Задушевные мечты» и т.д.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ — йӗри-тавра пӗр чун та ҫук: Пӗр минутранах вӑл кӗнекене алӑра тытса тӑчӗ.

Она оглянулась, увидела, что никого кругом нет, — и в следующее мгновение книга уже была у нее в руках.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джон чун хавалӗ пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑ иккен.

Однако Джо совсем упал духом, и оживить его было невозможно.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм чӗрӗ чун вӑранчӗ те хускалкалама пуҫларӗ.

Все живое теперь проснулось и зашевелилось.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккӗленмелли те ҫук, вӗсем иккӗшӗ те «пӗр шухӑшлӑ икӗ пӗрешкел чун».

Было ясно, что встретились «две души, живущие одной мыслью».

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ырӑ чун!

Добрая душа!

Жираф // Раиса Сарпи. https://chuvash.org/lib/haylav/7378.html

Килсӗр-ҫуртсӑрри ан пултӑр — Телейпе кашни чун тултӑр.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ӗҫ // Раиса Сарпи. https://chuvash.org/lib/haylav/7377.html

Сип-симӗс кавир пек курӑнакан тырӑ калчисене курсан чун чӑннипех те савӑнать, хӗпӗртет.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

«У-у. Чун тухатчӗ», — терӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Самай вӑхӑтран тин чун кӗчӗ ҫакна.

Лишь спустя некоторое время оживился он.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫак вӑхӑтра ман чун ура тупанне ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Чун ыратать.

Душа болит.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Чун тарӑхать.

На душе покоя нет.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ҫавӑнпах Света енне чун туртрӗ пулас.

Поэтому, наверное, душа тянула к Свете.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Таҫта кайсан та, ҫӑкӑнтах чун туртать.

Куда бы ты не шел, душа сюда же тянет.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех