Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ячӗҫ (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗмӗш кунне педагогика училищинче вӗренекенсенчен улттӑшӗ ҫивӗтӗсене кастарчӗҫ, — ҫав кунах каҫалапа вӗсене пурне те училищӗрен кӑларса ячӗҫ.

На третий день остриглись шестеро студентов педагогического училища, за что в тот же вечер были исключены.

Ҫӳҫ ҫинчен // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 46–53 стр.

Автансем авӑтса ячӗҫ, тухӑҫ ҫуталса киле пуҫларӗ, ирхи шуҫӑм ҫути чӳрече хушӑкӗсенчен хӗсӗнсе кӗчӗ.

Прокричал петух, на востоке посветлело, и вскоре в оконную щель проник серебристый утренний луч.

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Тӗксӗм сӑн-питлӗ ҫынсем шӑл хӑйраса хыттӑн ахӑрса кулса ячӗҫ.

Толпа людей с оскаленными клыками громко хохотала.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Ӑна виҫҫӗмӗш бригадӑна ячӗҫ, вара вӑл хаваслансах бригада будкине пырса вырнаҫрӗ.

Ее определили в третью бригаду, и она с охотой поселилась в бригадной будке.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ячӗҫ хайхискер.

Пустили.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— А-а-а-а, ҫӗрлеччен-и?! — йынӑшса ячӗҫ те урса ҫитнӗ хӗрарӑмсем, халран кайнӑ Давыдов ҫумне каллех сӗлӗхсем пек пыра-пыра ҫыпӑҫрӗҫ, чӑрмалаҫҫӗ ӑна, хӗнеҫҫӗ, шӑлпа та ҫырткаласа илеҫҫӗ.

— А-а-а-а, до ночи?\! — стонали разъяренные бабы и снова пиявками присасывались к обессилевшему Давыдову, царапали, били и даже кусали.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов, ӳкнӗ хӗрарӑма ҫӗклесе тӑратас тесе, пӗр утӑм ярса пуснӑччӗ кӑна, ҫав самантрах унӑн пуҫӗнчи кепкине ҫапса ывтӑнтарса ячӗҫ, ӑна пит-куҫӗнчен, ҫурӑмӗнчен пыра-пыра чышма пуҫларӗҫ, аллисенчен ярса тытрӗҫ.

Давыдов шагнул было, чтобы поднять упавшую бабу, но с головы его сбили кепку, несколько раз ударили его по лицу и по спине, схватили за руки.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑшӗ-пӗрисем кулса ячӗҫ, анчах Банник мала тухса тӑчӗ те, ҫилӗллӗн кӑшкӑрса, ҫапла каларӗ:

Кое-кто засмеялся, но Банник выступил вперед, гневно крикнул:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл будкӑна ҫатӑрласа тытрӗ, тарӑхнипе шурса кайрӗ, анчах ҫав хушӑра унӑн уринчи аттине хывса илме те ӗлкӗрчӗҫ, таҫта хыҫалалла ывӑтса ячӗҫ.

Он вцепился в будку, побледнел от злости, но с ноги уже стянули сапог, кинули куда-то назад.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Туртса ячӗҫ.

Закурили.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫав ҫерем уҫман ҫӗре-и?! — кӑшкӑрса ячӗҫ колхозран тухнисем!

— Это целину? — орали выходцы.

30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурте харӑс ахӑлтатса кулса ячӗҫ те сасартӑк шӑпӑрт пулчӗҫ.

Покатился разноголосый смех и неожиданно быстро смолк.

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кинемипе ҫапла калаҫса илнӗ хыҫҫӑн тата тепӗр хут ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Разговор с бабкой вызвал новую вспышку хохота.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатакан оркестр трубисем сасартӑк Макар ҫывӑхӗнчех «Интернационал» каласа ячӗҫ, вара Макар, куҫкӗрет курнӑ чухнехи пекех, чунӗ тӳсме ҫук пӑлханса кайнине, пырне пӗҫертсе темскер капланса килнине туйса илчӗ…

Отливающие серебром трубы оркестра вдруг совсем близко от Макара заиграли «Интернационал», и Макар почувствовал, как обычно наяву, щемящее волнение, горячую спазму в горле…

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Канашласа ларакансем кулкаласа илчӗҫ, табак туртса ячӗҫ те хайхискер, акмалли норма ҫинчен тӑракан ыйтӑва тимлӗнех сӳтсе явма тытӑнчӗҫ.

Совещавшиеся посмеялись, покурили и уже серьезно взялись за обсуждение вопроса о норме высева.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Демка Ушаков арӑмӗ арча умне пырса тӑрсан шаках хытса кайрӗ, ӑна аран-аран аяккалла тӗртсе ячӗҫ.

Жененка Демки Ушакова обмерла над сундуком, насилу отпихнули.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑмака хутса ячӗҫ.

Затопили печь.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак иртнӗ вӑрҫӑра вӗсем пире совет влаҫне хирӗҫ хӗтӗртсе ячӗҫ, казаксен погонӗсем ҫине йӑрӑмлӑ тӑрӑхсем ҫӗле-ҫӗле пачӗҫ, вӗсенчен хӑвӑрт пӗҫерсе кӑларнӑ офицерсем туса тултарчӗҫ, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах тылсене, штабсене, ҫинҫе ураллӑ хӗрпикесемпе иртӗнсе ҫӳреме шӑвӑнчӗҫ…

В эту войну они нас пихнули супротив Советской власти, казакам понашили лычки на погоны, понапекли из них скороспелых офицеров, а сами в тылы подались, в штабы, с тонконогими барышнями гулять…

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Унтан хур амине Лапшинов карчӑккин сӑмси айӗнченех ҫаклатса кайрӗ, ӑна картиш тӑрӑх сӗтӗрсе пычӗ, ача-пӑчасем вӗсене шӑхӑрса-ҫуйхашса ӑсатса ячӗҫ.

Из-под носа Лапшинихи выхватил гусыню, поволок ее по двору под свист и улюлюканье ребят.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Сырлӑхсене часах шаккаса туса лартрӗҫ, комисси пахаланӑ ҫирӗм сакӑр мӑшӑр вӑкӑра лупасайне хӑваласа кӗртсе ячӗҫ.

Ясли наскоро сколотили, загнали в сарай оцененных комиссией двадцать восемь пар быков.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех