Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чун сăмах пирĕн базăра пур.
чун (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Спектакль хыҫҫӑн ӗҫтешсем йӗркеленӗ уявсене те чун туртмасть.

Не тянет душа и на те праздники, которые организуются коллегами после спектакля.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Уйрӑмах умлӑн-хыҫлӑн вылянӑ чухне — чун улшӑнса ӗлкӗреймест.

Особенно, когда играешь одного за другим - душа не успевает меняться.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Уйрӑмах мана «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» драмӑра Константин Иванов сӑнарне ӗнентерӳллӗ выляни хумхантарчӗ.

Мне особо взволновала достоверное воплощение в образ Константина Иванова в драме "Мягкая душа с горячей кровью".

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

«Ах, аннеҫӗм, анне» юрра халӑх юратса юрланипе чун савӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Пултӑр ҫеҫ этемӗн алӑ, Ҫирӗп алӑ, ҫирӗп чун.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫак тӗлелле Валентин Урташӑн «Чун савнӑран» (1958), «Аслӑ йыш» (1966) кӗнекисем вулакансем патне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чун сисет, ывӑлӑм, эпӗ, тен, сана урӑх кураймӑп та...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Асӑрхануллӑ пулӑр, — чун тӗпренчӗкӗсен куҫӗсенчен пӑхса ӑс пачӗ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чун каниччен калаҫӑттӑм.

Разговаривал бы от души.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унӑн сӑмахӗнче халӑх сурсан кӳлӗ пуласса шанни, тепӗр енлӗ, ҫынсен чун пӑшӑрханӑвӗ чиновниксем патне ҫитессе кӗтни, палӑрать.

В его словах проявляется вера в то, что народ плюнет - образуется озеро, по другому, ожидание, что людское переживание дойдет до чиновников.

Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Москакассине малтан кашни кун ҫӳрекенччӗ, халь чун аплах туртмасть.

Раньше в Москакасы ходили каждый день, теперь душа не так тянет.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хам ял хуҫалӑхӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ май лару-тӑрӑва лайӑх пӗлнӗ эпӗ, чун хытах ыратнӑ ҫав.

Сам несколько лет проработав в сельском хозяйстве я хорошо знал ситуацию, душа очень сильно болела.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Халӑх ҫакна питӗ хирӗҫчӗ, ман та чун йышӑнман.

Народ был сильно против этого, и моя душа не воспринимала.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Пӗччен чун ҫил вӗрсен те ҫӳҫенет» тенешкел, редакцисем ҫирӗпрех чӑмӑртанма шут тытрӗҫ.

Как говорится, "одинокая душа содрогается и от порыва ветра", редакции решили плотнее сплотиться.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Медицина уншӑн — чун суйлавӗ, несӗлсенчен чунпа-юнпа куҫнӑ туртӑм.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Йӑмӑкӑн чун туртӑмӗ урӑхларах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чун туртмасан, суйласа илнӗ професси Турӑ панӑ пултарулӑхпа пӗр килмесен, вӑхӑт иртнӗ май ӗҫе хӑнӑхма май килесси пирки ӗмӗтленнин усси пулассӑн туйӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Светлана Яруткинӑн пултарулӑхӗ пирки калас тӑк — вӑл кашни «чун ҫимӗҫнех» тӗплӗн шухӑшласа, анлӑн тишкерсе ҫырать.

Если говорить о творчестве Светланы Яруткиной - она каждую "пищу души" пишет окончательно продумав, глубоко анализировав.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӗрӗс марлӑхшӑн кайран чун ыратать.

Из-за ошибки потом душа болит.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Чун ыратӑвӗ сӑввӑмсене те тухкалать.

Душевная боль и в стихах проявляется.

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех