Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чун сăмах пирĕн базăра пур.
чун (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн евӗр ҫутӑ сюжетсене, ахах-мерченӗн йӑлтӑртатакан ӳт-пӗве сӑнлама, шухӑш тарӑнӑшне кӑтартма таса чун кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Ҫавна май ыйту сиксе тухать: мӗнлерех ҫав чун пахалӑхӗ?

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Чун витӗр сӑрхӑнтарса сӑнлать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Телейлӗ ҫӑлтӑр айӗнче ҫуралнӑ художник // Илемпи Туркай. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Пӗтӗм чун хавалӗпе пӳлӗм тавралла тӗпӗртетрӗ те вылямалли машинисене ҫӳлӗк ҫинчен илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Пӗтӗм чун хавалӗпе гитара каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫак трассӑна пулах тӗпрен-чӗкӗсемшӗн чун ыратнине пытармасть ҫемье пуҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑ водительсем саккуна уямаҫҫӗ, ҫынсене шеллемеҫҫӗ // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ҫуралнӑ чун чул хушшинче те ӳсет, манӑн Юрик та ҫапла нушаллӑ ҫитӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Чун та чул мар.

И душа не камень.

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Пӑтаран ҫакӑнса тӑракан шурӑ кӗпе ҫине пӑхсан чун тата хытӑрах хурланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Таисия Константиновнӑн чун киленӗҫӗ пур — купӑс калать вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Чӑваш кӗнеке издательствин темпланне пӑхсан чун ыратать, унта патшалӑх шучӗпе кӑларма палӑртнӑ илемлӗ литература кӗнеки тӑваттӑ анчах, унччен 60-80 таран пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Манӑн ӗҫӗ те, чун киленӗҫӗ те пӗрех.

У меня дела и духовные наслаждения совмещены.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Чун киленӗҫӗ пур-и сирӗн?

— Если у вас отдушина?

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Ҫӗршыв экономикинчи ҫӑмӑлах мар лару-тӑру, унпа пӗрлех санкцисем чун, кӑмӑл-сипет, туслӑх, халӑхсен хутшӑнӑвӗсем ҫинчен мантарма хӑтланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Чун тасалӑхӗ, ҫивӗч ӑсӗ, тӳрӗ кӑмӑл-туйӑмӗ, йӗркелӗхӗ, тӗрӗслӗх туртӑмӗ тата ыттисене хисеплеме пӗлни — унӑн паха енӗсем.

Чистота души, острота ума, честность, дисциплина, стремление к справедливости и умение уважать других — его ценные качества.

Халӑха, тӑван ҫӗре парӑннӑ чӑн-чӑн чӑваш // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Амӑшӗ ывӑлӗн чун туртӑмне малтанлӑха ырламан-мӗн, халӗ вара вӑл та хурламасть.

Раньше мать не одобряла пристрастие сына, теперь и она не печалится.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Эпӗ хам чун айӗнчи йӑпӑлтак пулӑсене тытма вичкӗнех марччӗ те Юрӑн пуллисене ӑмсанса пӑхаттӑм.

Я сам не был мастером ловли пескарей под камнями, поэтому на Юрины рыбы смотрел с завистью.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

— Эх, чун савнийӗм, мӗн ман-ма ҫумран пӑрӑнса кайрӑн?

- Эх, любимый, почему отошел от меня?

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Марье пӗтӗм чун хавалне парса тӑрӑшатчӗ ывӑлӗ хӑйне ҫынран катӑк ан туйтӑр тесе.

Мария от всей души старалась, чтобы сын не чувствовал себя ущербным среди людей.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

— Санӑн чун киленӗҫӗ пур-и?

- У тебя есть отдушина?

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех